Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Ирçел шкулĕнче вунпĕ-рмĕш класра вĕренекен Ангелина Леонидовна Адамова 2016 çулта облаçри «Сарпике» конкурсра çĕнтерсе Шупашкарта иртнĕ Раççей «Чăваш пики» илемлĕх ăмăртăвĕнче пирĕн область чысне хӳтĕ-лерĕ.
Илемĕпе те, хăйне тыткаланипе те, сцена çинче пултарулăхне кăтартма пĕлнипе те ытти конкурсанткăсенчен (пурĕ 32 хĕр хутшăннă) самай уйрăлса тăнă Ирçел пики. Çавăнпа жюри ăна конкурса хутшăннă Чăваш Ен тулашĕнчи чиперккесенчен чи пултарулли тесе палăртнă.
Ангелина Адамова 1999 çулхи çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Амăшĕ Татьяна Васильевна почта уйрăмĕн пуçлăхĕнче вăй хурать, ашшĕ Леонид Николаевич – 113-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕ. Адамовсен çемйинче икĕ хĕр. Ангелина асли. Иккĕмĕш хĕрĕ Вика 4-мĕш класра вĕренет. Иккĕшĕ те «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренеççĕ.
Хăйне Ангелина питĕ çемçе чунлă та ачаш туйăмлă тесе хак парать.
- Кăмăл лайăх чухне эпĕ савăнатăп, кулатăп, шӳтлетĕп. Кăмăл пулмасан вара хирĕç калама, тавлашма пултаратăп. Ман пирки кăмăлне кура çын тесе калама та пулать, - тет вăл.
Ангелина шкулта пур предметпа та «пиллĕк» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. Кăмăлĕ вара ытларах гуманитари предмечĕсем патне туртăнать. Вырăс тата чăваш литературисемпе, чĕлхисемпе, историпе кăсăкланать. Чи юратнă ĕçĕ вара – шкулта пĕр-пĕр мероприяти хатĕрлесе ирттересси. Аслă класри пĕртен-пĕр хĕрача пулнипе те вĕрентекенсем ку яваплă ĕçе час-часах Ангелинăна шанса параççĕ. Хĕрача организатор пулма ĕмĕтленет. «Юрист е экономист та пулма пултаратăп. Темле ĕçре те организатор кирлĕ. Экзаменсем мĕнле парса миçе балл пухнинчен те професси суйлавĕ килет», - тет Ангелина куларах.
Ангелинăн тĕрлĕ предметпа иртекен тĕрлĕ шайлă олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнать, кашни çул кăтартăвĕсене лайăхлатса пырать. Тĕслĕхрен, 2012 çулта технологи олимпиадинче 3-мĕш вырăн йышăннă пулсан 2014 çулта 1-мĕш вырăна тухать. Юратнă предмечĕсенчен пĕри унăн - чăваш чĕлхипе литератури. Çак предметсемпе иртекен олимпиадăра вăл ялан пĕрремĕш вырăн йышăнать. Раççейри «ХимБи» Интернет конкурсра икĕ çул харăс малти вырăнсенчен пĕрне йышăннă, «Кенгуру» конкурсра – 1-мĕш вырăн. Иртнĕ çул облаçри тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен пĕрлĕхĕн йĕркелӳ пухăвне тата Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен фестивальне хутшăннăшăн вăл ятарлă сертификатсене тивĕçнĕ.
Пултарулăх конкурсĕсенче те пĕрре кăна мар палăрнă Ангелина. Районти «Симбирский Олимп», «Безопасное колесо», облаçри «Чăваш ачи, сассуна пар» тата «Сарпике» конкурссенчен çĕнтерӳçĕ пулса таврăннă.
Спорта та юратать хĕрача, ытларах çăмăл атлетикăпа кăсăкланать. Хĕлле пушă вăхăтра юлташĕ-семпе хаваспах конькипе ярăнма тухать.
- Пирĕн шкулта хореографи тата гимнастика кружокĕсем пур. Оксана Александровна Мещанинова ертсе пыракан çав кружоксене пĕчĕкренех çӳретĕп. Питĕ ташлама юрататăп. Çаплах ӳкеретĕп, альбом тăватăп. Манăн пушă вăхăт юлмасть те. Киле парса янă ĕçсене пурнăçланă хыççăн кăна алла кăранташ тытса ӳкерме е альбома илемлетме май килет. Ял пурнăçĕ кичем тесе шутлать хăш-пĕр хула ачи. Ку пĕртте тĕрĕс мар. Эпир кашни минута усăллă ирттеретпĕр. Кружоксенче те пире килти ĕç парса яраççĕ: пĕр-пĕр хусканăва е ташă элементне тума хăнăхмаллине. Вара çакна йăмăкпа иксĕмĕр пурнăçлатпăр, - тет.
 
: 32, Хаçат: 14 (1415), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: