Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тăхăрьял тăрăхĕнче вырнаçнă пĕр ялтан маршрутлă таксипе Ульяновска таврăнатпăр. Арбузовка ялĕ патнелле çывхарса пыратпăр. Пирĕнпе пĕрле ларса пыракан пĕр хĕрарăм водителе чарăнма ыйтрĕ те çул хĕрринчи посадкăна чупрĕ. Вăл таврăнасса çирĕм минута яхăн та кĕтрĕмĕр-тĕр. Пăшăрханма тытăнтăмăр.
Акă хĕрарăм килни курăнса кайрĕ. Кăкăрĕ çумне виçĕ çулсенчи арçын ачана пăчăртаса тытнă. Эпир тĕлĕннипе çăварсене карсах ăна кĕтсе илтĕмĕр.
Хĕрарăм посадкăна кĕрсенех хулăн йывăç турачĕ çинче пуçхĕрлĕ çакса хунă ачана асăрханă иккен. Туртăнкаланнипе ачан хăрах ури çыхнинчен вĕçерĕнсе кайнă. Хĕрарăм посадкăна мĕн тума килнине манса кайсах ачана тыткăнран хăтарнă.
Эпир ачана хулана çитсен полицие парса хăварма калаçса татăлса малалла кайрăмăр.
Икĕ-виçĕ минут кайсан çул хĕрринче ачаллă арçынпа хĕрарăм аллисене çĕкленипе маршрутлă такси каллех чарăнчĕ. Çемье (çапла тейĕпĕр) пушă вырăнсене йышăнчĕ. Хăйне хăтарнă хĕрарăм чĕркуççи çинче ларса пыракан ача халь кăна автобуса кĕнĕ амăшне палласа кăшкăрса ячĕ: «Анне, ыраттармасть тесе шантартăн вĕт!» Унтан ăна мăйĕнчен ыталаса илчĕ.
Хĕрарăмпа арçын пĕр-пĕрин çине пăхрĕç, нимĕн те чĕнмерĕç. Пиллĕксенчи ачи те нимĕн чĕнмесĕр пуçне пĕкрĕ.
Эпир мĕн пулса иртнине хăвăрт ăнланса илтĕмĕр. Пиртен пĕри: «Водитель, маршрутка алăкне ан уç (автоалăк), ниçта та ан чарăн, хулана кĕрсен пĕрремĕш полици участокне вĕсене кĕртсе хăваратпăр!», - терĕ.
Хулана çитиччен никам та калаçу пуçармарĕ.
Çапла майпа хулана çитрĕмĕр. Полици участокне çитсен водитель икĕ полици ĕçченне чĕнсе кăларчĕ. Çул çинче мĕн пулса иртни çинчен тĕплĕн каласа патăмăр. Протокол çине пурте алă пусрăмăр. Икĕ ачаллă çемье полици участокĕнче юлчĕ.
Эпир Çĕнĕ хулана çул тытрăмăр.
 
Çĕнĕ хула.
 
: 872, Хаçат: 45 (1137), Категори: Чăн пулни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: