Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕлĕм Ваççипе Пушăт Алюшĕ – кумсем. Паян Алюш Ваççа килĕнче хутса пултарнă мунчине хул-çурăмне кантарма пынă хăна. Канлĕ çăвăннă-çапăннă хыççăн иккĕшĕ сĕтел хушшине ларса эрех-сăра та сыпкаларĕç. Хăнана ăсатнă май Ваççа Алюша хисепленине кăтартса хăйĕн çӳç çумалли «Шанхай» шампуньне парнелесе ячĕ. Тепĕр эрнере Алюш мунчара юрла-юрла çав шампуне çӳçĕ çине тăкрĕ. Анчах сăмсине ырă мар шăршă пырса çапрĕ, çӳçĕ те темшĕн кăпăкланмарĕ. «Апла ăна ытларах тăкмалла», - шутларĕ Алюш. Ют патшалăх парнине тата темиçе ывăç ярса илсе пуçне сĕрчĕ. Ку та пулăшмарĕ. Ырă мар шăршă пушшех сарăлчĕ, çӳçĕ вара кăпăкланмарĕ. Ырă мара сиссе Алюш пуçне часрах ăшă шывпа чӳхесе ячĕ.Тарăхнипе мунча хуçи çăвăнса та пĕтермерĕ, килне тухса утрĕ. Арăмĕ мăшăрне курсан тĕлĕнсех кайрĕ – Алюш паллайми улшăннă, çӳçĕ çуталса тăрать. Якаран та яка хăй, илемлĕ! Тепĕр хут мунчана кайса урăх шампуньпе пуçне çусан кăна Алюша унчченхи тĕс кĕчĕ. «Мда-а-а! - шухăшларĕ Алюш. - Кум юриех манран кулас терĕ-ши вара/»
Тепĕр кун вăл кумĕ патне уттарчĕ.
- Ваççа, иртнĕ мунча хыççăн эсĕ мана мĕн парнелесе ятăн/ Шакла илтерсе яраттăм вĕт çӳçе. Нушалантăм кăна çав шампуньпе. Арăм та тĕлĕнсе кайрĕ, - тесе хуçи умне шампунь савăтне кăларса лартрĕ.
Ваççа савăтри шампуне шăршласа пăхрĕ, ăнланаймарĕ. Унтан пĕççине шарт! çапрĕ:
- Ара, каçар, кум, каçар, йăнăшнă эпĕ. Шампунь савăчĕ пушаннипе унта машина çăвĕ ярса хунăччĕ. Савăтсене пăтраштарнă!
- То-то! Сан Китайри «Шанхай» шампунӳ чуна илетчĕ вĕт! – савăнсах кайрĕ Алюш.
Çапла çав, пĕлмесĕр панă парне хăш чухне вăрçтарса яма та пултарать.
 
Чăваш Республики,
Тăвай районĕ,
Сăхăтпуç.
 
: 40, Хаçат: 14 (1415), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: