Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ку ĕç çулла пулса иртрĕ. Кăнтăр вăхăтĕнче икĕ хутчен ман телефон çине çыруллă пĕлтерӳ – СМС – килчĕ. Çынсене Çĕнĕ Ульяновск хулине илсе каймалла иккен. Калаçса татăлнă вăхăта «Автозавод» чарăну тĕлне пырса тăтăм. Чӳречерен пуçа кăлартăм кăна – ман пата икĕ арçын кĕрсе те ларчĕ. 1 пин тенкĕ пачĕç те: «Атте, кайрăмăр», - терĕç. Иккĕшĕ те 40 çулсенчи шакла пуçлă арçынсем. Тӳрех ăнлантăм – кусем тĕрмерен ларса тухнăскерсем пулас.
Лавкка умне чарăнма ыйтрĕç. Чăнах та – хăйсем калаçса татăлнă пек 20 минутран тухрĕç. Иккĕшĕн аллинче те икшер пакет. Ĕçмелли, çимелли мăй таранах тултарнă.
Хулапа пыратпăр. Чунра тем лăпкă маррине пула Çĕнĕ Ульяновск еннелле каякан çул ытти чухнехинчен вăрăмрах пек туйăнчĕ. Сасартăк юнашар ларса пыраканни:
- Атте, сан ачусем пур-и/ - тет.
- Пур, - тетĕп. – Виççĕ таран. Мăнук та пур.
Эпĕ хам та çутă пуçлă. Çакна сăнаса пыракан иккĕмĕш çулташ та сасартăк манпа сăмах пуçарчĕ.
- Эсĕ, атте, тĕрмере ларман пуль те/ - пăхрĕ куçран.
- Çук, - тетĕп хама лăпкă тытма тăрăшса.
- Ĕненместпĕр, çавăнтанах пуль эс, - шанмасăр йӳтетрĕç хайхисем.
- Эсир аякри çывăх вырăнсенче ларса тухнăскерсем-и апла/ - ыйтатăп сăмаха малалла тăсса.
- Çапла, - теççĕ.
Пĕри 26 çул, тепри 23 çул шăнкăравран шăнкăравччен пулнă теççĕ тĕрмере.
- Сыпнă, вăрланă та – тĕрмене лекнĕ. Вăт – романтика! Ульяновск облаçĕнчи, Раççейри пур зонăсем витĕр тухнă, – ахăлтатаççĕ хăйсен çул-ӳсĕмĕнчен самай аслăрах курăнакан çулçӳ-ренсем.
Çул çитмен арçын ачасен çул-ӳсĕмĕнче çăмăлттайла йăнăшсем туса пĕтернĕ те – чарăнма хевте çитереймен апла...
Ку арçынсене эпĕ магнитолăпа тĕрме юррисене ярса патăм. Пĕри чăтаймасăр йĕрсе ячĕ.
- Атте, тата яр-ха ку юрра, тата яр-ха! - тет. Хĕрелнĕ куçне аллипе шăлать.
Машина Çĕнĕ Ульяновска пире туххăмрах илсе çитерчĕ. Çулташсем мана каллех лавкка тĕлне чарăнма ыйтрĕç. Туртмалли, пирус, илме маннă иккен.
Вĕсем машинăран тухнă вăхăтра эпĕ хамăн тĕп ĕç пӳлĕмне (офиса) шăнкăравларăм. Ман тата малалла каймалла терĕ пике – Липки çумĕнчи Панская Слобода ялĕ çывăхне.
Çитрĕмĕр Липки ялне. Вăл çулсене эпĕ лайăх пĕлетĕп: мăнаçлă Атăл юханшывĕ хĕррипе каймалла.
- Мĕн шыв хĕррипе пыратăн, атя хир тăрăх, унтан çывăхрах, - теççĕ хайхисем. Куçĕсем сивĕ хăйсен.
Хайхи эпĕ те, пурнăçра темĕн те курнăскер, шикленме пуçларăм. Çавах итлерĕм, вĕсем кăтартнă çулпа кайрăм. Ак хайхи: хир пĕтрĕ те - вăрман пуçланчĕ. Палламан вырăнпа чăтлăх витĕр пыма тата хăрушă!
- Атте, кайрăмăр-кайрăмăр, пиртен ан хăра эс, - терĕç вĕсем пĕр харăс.
Вăрманти çул икĕ çухрăма та тăсăлчĕ пуль. Анчах вĕçне-хĕ-рне – Атăл хĕррине - тухрăмăрах. Кунта пире кĕтеççĕ ахăр! Палатка тăрать, унăн йĕри-тавра арçынпа хĕрарăм темĕн ĕçлеççĕ.
- Атте, эпир канма килтĕмĕр кунта. Эсĕ пире кĕтсех тăр. Кучченеç – чĕрĕ пулă – парăпăр. Канура, çутçанталăкра эпир нумаях тăмастпăр – 2 е 3 кун. Майра пур. Тата мĕн кирлĕ/ - теççĕ.
Эпĕ таксистăн татах ĕçсем пуррине пĕлтертĕм. Епле юлăп-ха шанчăксăр çынсемпе/
- Мана ав Çĕнĕ Ульяновскра кĕтеççĕ, кирлĕ çынсене хулана çитермелле, - терĕм.
- Апла эс виçĕ кунтан кил пире илме, - кулать кĕçĕнреххи. – Эсĕ пире, атте, пит килĕшрĕн. Хамăр çын пекех туйăнатăн. Санпа калаçма та çăмăл. Хе-хе!
- Куç курĕ-ха унта! Эсир пĕр шухăшсăр-мĕнсĕр канăр, - терĕм те каялла кунталла килнинчен те пысăкрах хăвăртлăхпа вĕçтертĕм.
- Çук, «юлташсем», «ачамсем», килместĕп эп кунта сире илмешкĕн, эпĕ кайрăм! - терĕм машинара.
Телее, ман сăмахсене вăрманта никам та илтмерĕ, йывăç-курăк çеç çилпе чӳхенчĕ.
 
: 168, Хаçат: 14 (1415), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: