Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Петровскинче иртнĕ Чăваш культура кунĕнче алĕç ăстисен куравĕсене йĕркеленĕччĕ. Чăваш кĕписен умĕнче илемлĕ чăваш хĕрарăмĕпе Елена Иванюковапа (Желудкина) паллашрăм. Хуçи, ăста çĕвĕç тата художник, хăех кураври ĕçĕсем пирки каласа пани хăнасене те, ял çыннисене те хавхалантарчĕ.
Елена Ивановна Чартаклăра пурăнать. Нумай çул ательере ĕçлет вăл, кĕпе-тум, чӳрече каррисем, чĕнтĕрсем çĕлет. Çемьеллĕ. Ачисемпе чăннипех те мухтанать хĕрарăм. Вĕсем унăн тĕрекĕ, çуначĕ тесе шутлать.
Çĕпрел районĕнчи Чăваш Ишлĕ ялĕнче (Тутарстан) çуралнăскер ачаран çĕвĕç ĕçне алла илме ĕмĕтленнĕ. Шкул хыççăн Шăмăршăра закройщика тата çĕвĕçе вĕреннĕ. Мăн аккăшĕн ăсталăхне алла илнĕ. Шăмăршăрах ательере вăй хума пуçланă.
- Икĕ çул çурăран эпĕ Пăчăрлă Пашьел йĕкĕтне качча кайрăм. Валерий Иванюков пирĕн яла иккĕмĕш сыпăкри аккăшĕсем патне хăнана пырсан мана курнă тет. Эпĕ ун чухне шкул ачи кăна пулнă-ха. Кайран вăл вăрах тинĕс çӳревне тухса кайнă. Пилĕк çула яхăн ишевре пулнă. Пирвайхи юрату туйăмĕ вара хĕрӳленсе, çирĕпленсе пынă. Таврăнсанах эп ăçта вĕреннине-ĕçленине ыйтса пĕлсе евчĕсем янă. Харсăр моряка хам та пĕрре курсах юратса пăрахрăм. Туй хыççăн мăшăрпа иксĕмĕре романтика тени илĕртрĕ пулас та – Украинăна тухса кайрăмăр. Луганск облаçĕнчи Свердловск хулинче тĕплентĕмĕр. Валерий Петрович тӳрех шахтăна вырнаçрĕ, эпĕ ательере чуна пусартăм. Тăрăшса ĕçленине кура ертӳçĕ мана ӳкĕтлесех тĕрĕçе вĕренме ячĕ. Украина халăх тумĕ илемлĕ, тĕслĕ-тĕслĕ тĕрĕсемпе пуян. Тĕрлеме пĕлекен çĕвĕç кунта темрен паха. Пурĕ виçĕ çул çурă пурăнтăмăр ют çĕрте. Кунта ывăл çуралчĕ. Чун тăван çĕршывшăн тунсăхлама, йăмраллă, хурăнлă вырăнсем тĕлĕке кĕме пуçласан: «Çитет, киле таврăнар!» - терĕм. Анчах та упăшка унтах юласшăн пулчĕ. «Ывăлпа иксĕмĕрĕн инçе çула тухма вăхăт», - тесен, пире нимĕнле те ӳкĕте кĕртеймессине пĕлсен Валера та ĕçĕнчен кайрĕ. Пирĕнпе пĕрле Чăваш Ене пуçтарăнчĕ. Паян эпир çак утăмшăн пĕртте ӳкĕнместпĕр, - аса илет Елена Иванюкова.
Иванюковсен çемйи Чăваш Республикине те, Тутарстана та мар, Ульяновск облаçне килсе вырнаçать.
- Чартаклăра пурăнма пуçларăмăр. Эпĕ район центрĕнче халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра (КБО теттĕмĕр ĕлĕк) вăй хума пуçларăм, хĕр çуратрăм. Мăшăрăм та хăйне килĕшекен ĕç тупрĕ. 2000 çултанпа хамшăн ĕçлетĕп. Хĕрарăм тата арçын кĕпе-тумне çĕлекен тата юсакан ателье çынсем хăйсен нуши-терчĕпе çӳрекен юратнă вырăнĕ пулса тăчĕ. Чӳрече карри (ламбрикен) çĕлеттереççĕ, кил валли ытти кирлĕ япала. Эпир хаваспах ентешсен ыйтăвĕсене тивĕçтеретпĕр. Çĕличчен малтан хам ӳкеретĕп, хам касатăп. Ательере мансăр пуçне тата 4 çĕвĕç тăрăшать. Вĕсем те хăйсен ĕçĕпе кăмăллă. Çемье мана хавхалантарать, пулăшать. Ачасем яваплă, ăслă-тăнлă, пултăклă пулчĕç. Иккĕшĕ те аслă пĕлӳ илсе асли Англире, кĕçĕнни АПШра стажировка иртрĕç. Александр ывăл манпа пĕрле ĕçлет. Ателье пуçлăхĕ те – вăлах. Хĕр пире икĕ мăнук парнелесе кукамайпа кукаçей турĕ. Çакăнтан ытларах телей пур-и çĕр çинче/ - терĕ алăсти.
Паян Елена Ивановна, ку тăрăхри хисеплĕ те сумлă усламçă, хавхалансах ыркăмăллăх ĕçне кӳлĕннĕ. УОЧНКАн Чартаклă районĕнчи уйрăмĕ пуçаракан ĕçсене хастар хутшăнать вăл, обществăлла юхăм палăртнисенчен пĕртте юлмасть. Петровскинче иртнĕ чăваш уявĕнче мероприятие ирттерме укçа панăшăн, тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн район пуçлăхĕн Виктор Самойлов аллинчен Тав хутне илме тивĕçлĕ пулчĕ вăл.
 
Чартаклă районĕ.
 
: 534, Хаçат: 15 (1416), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: