Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскра пурăнакан Зинаида Кузнецован (хĕр хушамачĕ Нагорнова) хăйĕн шăпи те, йăх-несĕл тымарĕ те питĕ интереслĕ. Тӳрех каласа хăварар: Зинаида Порфирьевна – чăваш тĕнчинчи, Раççейри, пĕтĕм тĕнчери паллă скульпторăн Владимир Порфирьевич Нагорновăн аккăшĕ. Пирĕн калаçу çăмха сӳтнĕ пекех: мĕн чухлĕ сӳтетĕн – çавăн чухлĕ çиппи вăрăмланса пырать.
-Пирĕн атте – Порфирий Ильич Нагорнов1913 çулхи. Унăн амăшĕ – пирĕн асанне – Тутарстанри Çĕпрел районĕ-нчи Хулаçырми ялĕнчен, Ильмурзинсен йăхĕнчен. Çамрăк чухне атте ĕçлеме Инçет Хĕвелтухăçне – Хабаровск хулине тухса каять. Аслă вăрçă пуçлансан вара ăна çавăнтанах фронта илеççĕ. 1945 çулта вăл урине амантса пулин те çĕнтерӳпе тăван ялне – Чăнлă районĕ-нчи Пухтелне таврăнать. 1946 çулта авланать, Хулаçырминчен Ольга Федоровна Копьевана (1918 çулхи) качча илет. Вăл çамрăк пулсан та чылай хуйхă курнă иккен. Малтан Мокшин хушаматлă çынна качча кайнă пулнă, анчах лешĕ фронтран таврăнайман. Хунямăшĕ вара кинне: «Упăшку çук, кунта мĕн туса пурăнатăн/» - тесе килĕнчен кăларса ярать. Лешĕ пĕчĕк ачипе ялĕнче малтан мунчара, кайран хăй пӳрт туянса унта пурăнма пуçлать.
Çемьере эпĕ чи асли – 1947 çулта çуралнă, ман хыççăн – Зоя (ачалла вилнĕ), Валерий (1952 çулхи, халь Ульяновскра пурăнать), Вова (ачалла вилнĕ). Чи кĕçĕнни вара – Володя, скульптор,1956 çулхи,- пуçлать калаçăва Зинаида Порфирьевна.
Порфирий Ильич Мелекесс районĕ-нчи Рязановăри совхоз-техникумран вĕренсе тухать, колхозра прорабра ĕçлет. Нагорновсем Пухтелĕнче (Вырăс кассинче) шатрун пӳрт лартаççĕ. Çапах та 1962 çулта ялтан кайса Ульяновск хĕрринчи Белый Ключ поселокра пӳрт туянаççĕ, унта пурăнма пуçлаççĕ. Зинаида, ялта 7 класс пĕтернĕскер, малалла Карамзинка поселокĕнчи шкула çӳрет. Белый Ключри пӳртĕнче условисем аванах мар пирки çемье ăна сутса Атăл леш енне Колхознăй поселока куçать. Çемье пуçĕ малтан Чартаклăри МСОра маçтăрта ĕçлет. Каярахпа строительствăпа юсав управленийĕнче (РСУ) ĕç тупать. Ăна ĕçĕнчен Чартаклăра тăватă пӳлĕмлĕ хваттер параççĕ. Тата харпăр çуртне те туса лартать вăл. Зина та ашшĕ ĕçлекен управленире штукатур-малярта вăй хума пуçлать.
-Эпĕ Колхознăй поселокра пурăннă чухне 1965 çулта качча кайрăм, пирĕн Светлана хĕр çуралчĕ. Анчах упăшкаран уйрăлма тиврĕ – ĕçки шухчĕ, кӳ-рентеретчĕ. Ун хыççăн автозавода ĕçе кĕтĕм, тĕп конвейерта виçĕ çул УАЗ автомобильсем пуçтарнă çĕрте слесарь-сборщикра вăй хутăм. Хĕре вăл вăхăтра анне пăхрĕ. Эпĕ вĕсем патне Чартаклă поселокне тăтăш çӳреттĕмччĕ. Çакăнта эпир Чăваш Калмаюр каччипе – Виктор Николаевич Кузнецовпа паллашрăмăр. Тĕрĕссипе, ман пата ăна пĕр çулланнă хĕрарăм ятарласа паллашма илсе килнĕ иккен. Çапла вара эпир Викторпа 1969 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче туй туса çĕнĕ çемье çавăртăмăр. Малтанхи виçĕ уйăхне Чăваш Калмаюрта пурăнтăмăр, унтан Чартаклăра çĕр туянса хамăр çурт лартрăмăр, ăна тума атте нумай пулăшрĕ. Каллех çакăнти РСУна ĕçе кĕтĕм. 1972 çулта вара пирĕн хĕр çуралчĕ – Наташа,- тет Зина акка.
Нагорновсем Чартаклăра 1988 çулччен пурăнаççĕ. Çак çул вара Порфирий Ильич хăйĕн пысăк çуртне сутать те укçине ачисемпе пĕрле пайлать. Вара пурте Ульяновска пурăнма куçаççĕ. Кузнецовсем те çак вăхăтран вара область центрĕнче харпăр çуртĕнче пурăнаççĕ. Зина аккан малтанхи хĕрĕ -- Светлана -- Чăваш Калмаюра качча кайнă.
-Володя пирки калас пулсан вăл пуçламăш шкул Колхознăй поселокĕ-нче пĕтерчĕ, Чартаклăра вара 8 класс вĕренсе тухрĕ. Ун хыççăн Пензăри Суриков ячĕллĕ ӳнер училищине кайса кĕчĕ. Ăна 1976 çулта пĕтерсен Мускавра ултă çул патшалăх академи ӳнер институтĕнче пĕлӳ илчĕ. 1984 çултанпа Шупашкарта пурăнать. Унăн пĕр хĕр – Даша, вăл дизайнер. Нумаях пулмасть вăл Санкт-Петербургра иртнĕ пысăк конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннă. Володя пĕчĕккĕллех япаласем ăсталама килĕштеретчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне вăл гипсран ача пуçĕ тунăччĕ, çавна эпĕ халь хаклă япала вырăнне хурса хамăр килте усратăп. Володя пирĕн пата мана анне вырăнне хурса килет, питĕ хисеплет. Хăйне те хисеплетпĕр эпир, вăл никама та усал сăмах каласа курман, питĕ лăпкă та ырă çын. Кăмăлĕпе вăл аннене хывнă, анне лăпкă хĕрарăмччĕ. Атте вара вĕриленме те пултаратчĕ.
2010 çулта пирĕн çемьешĕн, пĕртăвансемшĕн тĕлĕнмелле япала пулса иртрĕ. Пĕррехинче Шупашкарта Володьăн килĕнче ирхине 4 сехетре телефон янăраса каять. Вăл тем ырă мар япала пулнă пуль тесе шикленсе ӳкет, телефон патне васкать. Унтан калаçу пуçланать.
-Эсир Владимир Порфирьевич Нагорнов пулатăр-и/-илтĕнет кĕпçерен арçын сасси.
-Çапла.
-Эпĕ вара Анатолий Порфирьевич Нагорнов пулатăп. Сирĕн пата Хабаровскран шăнкăравлатăп.
-Эсир шӳ-тлеместĕр-и/
-Çук, пĕртте шӳтлеместĕп. Эпир пĕртăвансем пулатпăр пулмалла. Пирĕн пĕр атте пулма тивĕç. Эпĕ 1940 çулхи çын. Ман атте – Порфирий Ильич Нагорнов – Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче çуралнă. Эпĕ Интернетра сирĕн çинчен веçех вуласа пĕлтĕм.
Çĕнĕ хыпара Володя пире те çийĕ-нчех пĕлтерчĕ. Çапла вара 70 çултан пирĕн инçетри пĕртăван тупăнчĕ,- каласа парать Зинаида Порфирьевна.
Анатолий Порфирьевич тата акă мĕн пĕлтернĕ. Порфирий Ильич Хабаровскра авланнă пулнă иккен. Арăмĕ вырăс пулнă. Çемьере икĕ ача çуралать. Зина ятли нумай пурăнаймасть, вилет. Арăмĕпе ачи патне фронтран Порфирий Ильич вăрçăра вилнĕ текен хут килнĕ иккен. Çемьере чăтма çук хуйхă! Шанчăкне çухатнă хĕрарăм ачипе пĕрле урăх çĕре пурăнма куçать. Çавăнпа вĕсене Порфирий фронтран таврăнсан шырать-шырать, анчах тупаймасть. Унăн малтанхи арăмĕ урăх качча кайман, ватăлса вилнĕ, упăшки сыввине пĕлеймен.
-2010 çултах Анатолий пирĕн пата Ульяновска килчĕ. Эпир ачасемпе, тăвансемпе пуçтарăнса чукун çул вокзалне ăна кĕтме кайрăмăр. Володя Шупашкартан ятарласа килнĕччĕ. Акă пуйăс вакунĕн алăкĕ уçăлчĕ те – атте пек çын тухать! Каснă лартнă атте! Пĕвĕпе те çӳллĕ, кукша пуçĕ те унăнни пекех! Ак пĕр-пĕринпе паллашма, ыталанма тытăнтăмăр! Вăл пире кашнине йăта-йăта илет. Çакăн пек нумай тăван хăйне ăшшăн кĕтсе илнипе Анатолий савăнăçне пытараймарĕ, чăтайманнипе йĕрсе ячĕ. Ăна курса эпир те йĕретпĕр. Тем чухлĕ парне илсе килнĕ хăй пирĕн валли. Вара виçĕ кун пĕрле хăна пултăмăр. Пухтелне те, Ишевке масарне атте-анне вилтăпри çине те кайса килтĕмĕр. Унтанпа Анатолий Ульяновска кашни çул килет – арăмне, Ирина хĕрне, мăнукĕсене илсе килсе паллаштарчĕ. Пĕр-пĕрне питĕ çывăха хуратпăр эпир. Анатолийпа Володя çумлăн тăнă чухне çынсем Володьăран: «Ку сан аçу-и/»- тесе темиçе хут та ыйтнă,- пăлханнине пытараймасăр каласа парать Зинаида Порфирьевна.
Ашшĕ вара Порфирий Ильич 93 тултарсан 2006 çулхи февралĕн 24-мĕшĕнче вилнĕ, çитĕннĕ ывăлне Анатолие курма пӳрмен ăна. Ольга Федоровна та çав çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче сакăрвунă саккăра çитсе çĕре кĕнĕ. Зина акка каланă тăрăх, вĕсен ашшĕ малтан авланни, ун ачи пурри çинчен амăшĕ пĕлнĕ пулнă иккен, анчах вĕсем кун пирки хăйсен ачисене систермен. Кун пирки вĕсен чи çывăх тăванĕсем çеç пĕлнĕ. Çавсем каласа панă та ĕнтĕ Порфирий фронтран таврăнсан çемйине тупайманни пирки.
Халĕ Зина аккасем пиллĕкĕн пĕртăван: амăшĕн малтанхи ачи – Петр Федорович (1939 çулхи, Ульяновскра пурăнать), ашшĕн малтанхи ачи – Анатолий Порфирьевич тата ашшĕпе амăшĕн пĕрлехи виçĕ ачи.
Зина аккан ĕç стажĕ 36 çул. Çичĕ çул стройкăра ĕçленĕ, пĕр вăхăт райисполкомра уборщица пулнă, ултă çул пульницара буфетчицăра тăрăшнă. Юлашкинчен мăшăрĕпе пĕрле рынокра уборщицăра вăй хунă. Çавăнтанах 2002 çулта тивĕçлĕ канăва кайнă. Паян Кузнецовсем хăйсен хĕрĕн – Наташăн -- çемйипе пĕрле пурăнаççĕ.
-Чартаклăра штукатур-малярта ĕçленĕ чух ялсене стройкăна çуреттĕмĕрччĕ. Васкаса ĕçленипе тарлаттăмĕр, ĕç вĕçленсен автомашина кузовне ларса киле çил вĕçтерсе таврăнаттăмăр. Çавсем веçех халь çиеле тухрĕç – ĕнсе, шăмă сыпписем ыратаççĕ. Мăшăрăм та хытă чирлесе илчĕ-ха. Телее, халь мая кайрĕ ĕнтĕ. Çапах та тăтăшах пульницана çӳремелле. Аслă хĕрĕн мăшăрĕ 2014 çулхи декабрьте çамрăкла çут тĕнчерен уйрăлни те чĕрене питĕ ыраттарать, аван çынччĕ вăл. Наташа ывăлĕ -- Сергей университетра 3-мĕш курсра вĕренет. Кĕçĕнни вара – Андрей 11 çулта. Вăл, Володя куккăшĕ пек, ӳкерме, ăсталама юратать. Йывăç касса ĕçлекенсен кружокне çӳрет. Ак ун картинисем -- стена çумĕнче çакăнса тăраççĕ. Мăнуксен çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнатпăр ĕнтĕ халь. Анатолий тете вара Хабаровскран кашни эрнере телефонпа шăнкăравласа калаçать, çĕнĕ хыпарсем ыйтса пĕлет, пирĕн сывлăхпа интересленет,- вĕçлет калаçăва Зинаида Порфирьевна.
 
: 498, Хаçат: 15 (1416), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: