Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск хули администрацийĕн вĕренӳ управленийĕ тата хулари Н.К.Крупская ячĕллĕ 25-мĕш вăтам шкул пуçарнипе пуш уйăхĕнче «Профессионализм современного учителя – залог будущих достижений учащихся» ятпа методика семинарĕ иртнĕ.
Семинара хулари вĕренӳ управленийĕн тĕп специалисчĕ Татьяна Владимировна Кочеткова уçнă. Чи малтанах учительсемпе çавра сĕтел йĕркеленĕ. Унтан вĕрентӳçĕсем кашни хăйĕн предмечĕпе уçă уроксем ирттернĕ.
«Халăх промысли» урока çак шкулта чăваш кружокне илсе пыракан, прикладной искусствăн пултарулăх маçтăрĕ, хушма вĕренӳ педагогĕ Галя Георгиевна Елисеева хăйĕн ĕçне кăтартса панă. Унăн урокĕн ячĕ: «Сувенирсем. Юмахри сăнарсем». Кунта вăл ятарласа чăваш кĕпи тăхăнса тухнă. Тĕрĕслекенсене хăй çырса хатĕрленĕ методика литературине кăтартнă, çавăн тăрăх ачасене тăмран тата чустаран тĕрлĕ япаласем мĕнле ăсталамаллине каласа тата кăтартса панă. Ачасем интересленсех тĕрлĕ сувенир тума пикеннĕ. Пĕтĕмĕшле пăхсан теттисем хăйнеевĕрлĕ илемлĕ театр тейĕн. Мĕн кăна çук кунта: çурт, арман, йывăçсем, чечексем, çынсен, ачасен кӳлеписем тата ытти те.
Урок хыççăн вĕрентӳçĕсем Галя Георгиевна ĕçне çапла хакланă (куна вырăслах хăвартăмăр):
«Мы воочию увидели, как художник передает свой бесценный опыт подрастающему поколению. Предметы старины, народные костюмы, мастерство художника, душевная обстановка, по-человечески широкая душа руководителя кружка – это бесценное сокровище. Этот опыт надо передавать и пропагандировать.
Очень понравилось занятие по внеурочной деятельности Галины Георгиевны. Мы наблюдали, как с теплотой и знанием дела она передает свои навыки и умения младшим школьникам. Видно, что дети занимаются в кружке давно, очень умело и творчески работают. Спасибо организаторам семинара за возможность познакомиться с уникальным человеком, мастером своего дела.
Т.Е.Федотова, зам. директора «Гимназия / 24»* Е.А.Николаева, учительница нач. кл. ср. шк./ 66* А.Ш.Мясникова, зам.директора СШ /31* И.Е.Светова, учительница нач. кл. «Гимназия / 34».
Кĕçех пысăк уяв – Мункун. Г.Елисеева ку уява та хатĕр. Апрелĕн 12-мĕшĕнче хăйĕн вĕренекенĕсемпе облаçри ачасемпе çамрăксен Пултарулăх çуртĕнчи ачасем валли «Мункун çăмарти» ятпа маçтăр-класс ирттерчĕ.
Галя Георгиевна хальхи пурнăç таппипе пĕр тан пыракан чăн-чăн маçтăр-художник. Унăн пуçĕнче яланах çĕнĕ шухăшсем, тĕллевсем çуралаççĕ. Вĕсене вăл тăрăшсах пурнăçа кĕртет.
 
: 274, Хаçат: 15 (1416), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: