Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Туртакансем пирус сиен кӳнине аван пĕлеççĕ, анчах пĕлсен те начар йăлана тӳрех хăйсен ирĕкĕпе пăрахаймаççĕ. Хăшĕ тунтикунран пăрахатăп тесе хăйне хăй лăплантарать, тепри çак пачкине туртса пĕтеретĕп те урăх пĕрре те çăвара хыпмастăп тесе хăйне сăмах парать. Икĕ пачки пĕтсен тата çур пачка тупăнать, çавăнтах панă сăмахĕ çинчен манса каять. Пирус пачки çине пысăк хура саспаллисемпе: «Туртни çынна вĕлерет», - тесе çырни те туртакана пĕртте хăратмасть.
Чĕлĕмĕн усси çук тетĕр-и/ Эпĕ сире пирус пачкин пĕр усăллă енĕ çинчен каласа пама пултаратăп. Яш вăхăтĕ-нче ман юлташ хăй турмасть пулсан та хуларан яла таврăннă чухне эрнере пĕрре çула май лавккана кĕрсе пĕр пачка пирус туянатчĕ. Хăй килнине курччăр тетчĕ пулас. Мĕншĕн тесен лавккаçă унăн савнă хĕрĕн кӳршиччĕ. Вăл хальхи кĕсье телефонĕ вырăнне пулнă. Пирусăн уссине эпĕ урăх пĕлместĕп.
Пирĕн ĕçре те пирус туртакансем нумай. Чĕлĕм тивертсе ярсан вĕсем темшĕн пирус туртманни, ĕçлекенни умне пырса тăрса тĕтĕм мăкăрлантарса, чăрмантарса тăраççĕ. «Сирĕн туртма пăрахас пулать, сывлăхăра пысăк сиен кӳретĕр вĕт», - тесен вĕсем сире вăрçма та, усал сăмах калама та пултараççĕ.
Пĕррехинче ман ума нихçан та чĕлĕм туртма пăрахмастăп текен ĕçтешĕм пырса тăчĕ.
- Павăл, сан пата ялан пĕр чаплă тухтăр килет, эс унран ыйтса пăх-ха, мĕншĕн ман ура ыратать-ши/
-Эпĕ тухтăр мар пулсан та сана мĕншĕн ыратнине калама пултаратăп. Туртма пăрахмалла! – пĕлекен пек каласа хутăм эпĕ.
- Ан сӳпĕлтет, уншăн ыратмаççĕ вĕсем. Эс мана ĕç пӳлĕмĕнче турттарасшăн мар кăна калатăн. Калаçса пăх-ха ĕнтĕ тухтăрпа! – йăлăнчĕ вăл.
Тухтăр нумай кĕттермерĕ, кĕçех хăйне кирлипе пирĕн пата çаврăнса килчĕ. Чирне пĕлессишĕн çунакан ĕçтешĕмĕре хăй калаçтăр тесе кăчăк туртса чĕнсе илтĕм. Тухтăр ăна тимлĕ итленĕ хыççăн ĕçтешĕмĕр тахçантанпах чĕлĕмпе туслине пĕлчĕ, чи малтан туртма пăрахмаллине пĕлтерчĕ. Ку та пулăшмасан хăй патне пыма сĕнчĕ.
Виçĕ кун иртрĕ. Тăваттăмăшĕнче сывлăхĕшĕн тăрăшакан арçын каллех ман пата çитрĕ.
- Тухтăр каланă хыççăн виçĕ кун туртмастăп ĕнтĕ, урасем пурпĕр ыратаççĕ, - терĕ вăл тарăхса.
Эпир вăл туртманнине сисмен те иккен. Çапах та çухалса каймарăм.
- Хĕрĕх икĕ çул туртнă хыççăн виçĕ кунта сываласшăн-и/ Чăтас пулать, - терĕм пĕлекен çын пек.
Мана итлесе-ши, чĕрĕлес тесе-ши – пĕлместĕп, анчах та ĕçтешĕм чăнах та туртма пăрахрĕ. Тем вăхăт иртсен пăхатăп та - унăн пичĕ тасалса кайнă, хĕрлĕ тĕс çапнă. Ӳсĕрме те пăрахрĕ, ури ыратни çинчен те сăмах хускатмасть. Эпĕ вăл туртма пăрахса сывă пурнăç йĕркипе туслашнинче хамăн тӳпе те пур тесе шутлатăп. Ĕçтешĕм те мана тав сăмахĕ калама нихçан та манса каймасть.
 
: 453, Хаçат: 15 (1416), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: