Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри Кĕнеке керменĕнче (область Наука библиотеки) вырăнти чи паллă чăваш поэчĕсемпе – Анатолий Юманпа тата Валентина Тараватпа тĕлпулу иртрĕ. Ăна библиотека ĕçченĕ-сем облаçри 14-мĕш кĕнеке куравĕн программипе килĕштерсе хатĕрленĕ.
Тĕлпулăва библиотекăри культурăсем хушшинчи çыхăнусен центрĕн ертӳçи Мария Месяцева уçрĕ, çак меслетпе вăл поэтсемпе хăйсемпе тата вĕсен пултарулăхĕпе вулакансене паллаштарас тĕллев лартнине пĕлтерчĕ. «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ тата «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн ертӳçĕ Николай Ларионов пухăннисене хисеплĕ хăнасем пирки кĕскен каласа кăтартрĕ, вĕсем Ульяновск облаçĕнчи чăваш çыравçисенчен чи тухăçлă ĕçлекенсем тата çав вăхăтрах çамрăк литераторсен вĕрентекенĕ-сем пулнине палăртрĕ. Юманăн 60 кĕнеке ытла ĕнтĕ, Тараватăн – 26. Вĕсем вулакансене пĕлтĕр тухнă кĕнекисемпе паллаштарчĕç, унтан библиотека фондне парнелерĕç.
Раççей культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Анатолий Юманăн пултарулăхне илес пулсан унăн поэма кĕнекисем те, сăвăлла роман та пур. Пĕрремĕш хут ун сăвви Чăнлă район хаçатĕнче 1947 çултах (!) пичетленнĕ. Сонетсем çырма пуçласан вара ун пултарулăхĕ ахах-мерченпех ялтăраса кайрĕ. Ахальтен мар Симĕс Ращара пурăнакан вĕрентӳçĕ Галина Никитина паллă поэт çырнă сонетсене хакласа «Канаш» хаçатра «Пусть сам Шекспир затылок чешет» текен материал çырса кăларнăччĕ. Пилĕк кĕнеке пичетлесе кăларчĕ Анатолий Федорович çак йывăр жанрпа, пĕрисене вырăсла ытти поэтсем куçарнă, хăш-пĕрне – хăех.
Раççей культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тата Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданинĕ Валентина Тарават литературăна вырăсла çырса пырса кĕнĕ, каярах вара тăван чĕлхепе те хайлама пуçланă. Маларах ун ачасем валли çырнисем ытларахчĕ – сăвăсем, калавсем. Юлашки вăхăтра вара çитĕннисем валли те калав-повесть çырать. Юлашки кĕнеки – «Аякри сасă» – шăпах çавсен шутĕнчен. Валентина Николаевна литература çулĕ çинчен каласа панипе пĕрлех хăйĕн сăввисене чăвашла тата вырăсла вуларĕ, çаплах хăй çырнă юрăсене юрларĕ.
Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет: залра 96 (!) çулпа пыракан çын, ĕмĕрне медицинăна халалланă чăваш хĕрарăмĕ, Ленин орденĕн кавалерĕ, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданинĕ Елизавета Алексеевна Фурашова та пурччĕ. Вăл чăваш çыравçисемпе тĕл пулма хаваспах килнĕ, ыйтусем пачĕ, нумай япалапа интересленчĕ. Çулпа чылай çамрăкраххисем вара кунта курăнмарĕç. Хаçатра пĕлтерӳ çырнăччĕ эпир. Çакăн пек тĕлпулусене малашне хастартарах çӳресчĕ, мĕншĕн тесен ку пирĕн сăн-пите, чун хавалне, пĕр-пĕрне хисепленине кăтартать.
 
: 104, Хаçат: 15 (1416), Категори: Тĕлпулу

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: