Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Галина Ивандеева Чăнлă районĕнчи Пухтел ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Ялта тăхăр класс пĕтерсен вара 1972 çулта Ульяновска коопераци училищине вĕренме кайнă.
-Виçĕ ывăл та икĕ хĕрччĕ пирĕн çемьере. Аннепе атте – Александра Ильинична (1927 çулхи) тата Владимир Андреевич (1928) Сербуковсем – ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Атте завхозра вăй хуратчĕ, анне бригадăри ĕçсене çӳретчĕ, чĕкĕнтĕр çумлатчĕ. Шел, вăл 56 çултах чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Атте вара 76 çул пурăнчĕ. Училищĕрен 1973 çулта вĕренсе тухрăм, ун хыççăн икĕ çул çурă Чăвашкассинче лавккара сутуçăра тăтăм. Унтан тăван ял лавккинче япала сутрăм. Кайран мана шкул столовăйне повара илчĕç, çавăнпа пĕрлех кунта заведующий тивĕçĕсене те пурнăçларăм,- каласа парать Галина Владимировна.
1976 çулта Галина качча каять, вĕсем ял каччипе Николай Ивандеевпа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Çемье пуçĕ Аслă Нагаткинта «Сельхозтехника» тытăмĕнче автомашинăпа çӳрет, Галина Владимировна шкулта ĕçлет. Çапла 10 çул иртет. 1986 çулта вара Ивандеевсем Ульяновска пурăнма куçаççĕ, январь уйăхĕнче унта пĕр кивĕ-рех çурт туянаççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ Гоголь урамĕнчи область архивĕнче ултă çул бухгалтерта вăй хурать. 1991 çулта вара вĕсем çуртне çĕнетеççĕ, малтанхи вырăнне икĕ хутлă кирпĕч пӳрт хăпартса хураççĕ. Çак сăлтава пула Галина Владимировнан ĕçрен кайма тӳрĕ килет.
1992 çулта вара çемье пуçĕ – Николай Ивандеев Чăнлă районĕнче 59 гектар çĕр илет те фермер ĕçне тытăнать.
-Çак вăхăтран вара пирĕн çемьере урăх пурнăç пуçланчĕ, эпĕ те çак ĕçе явăçрăм. Малтан унта çĕрсĕр пуçне нимĕн те çукчĕ, çавăнпа çĕр çинче ĕçлекенсем валли (7-8 çын) кашни кун килтен апат-çимĕç пĕçерсе парса яраттăмччĕ. Хĕрӳ вăхăтра вĕсене пулăшма та каяттăмччĕ. Кăшт вăхăт иртсен Аслă Нагаткин çумĕнче база тума пуçларĕç, эпĕ вара апат унта пĕçерсе тăтăм. Çапла столовăйра10 çул апат хатĕрлерĕм. Тĕрĕссипе, унпа кăна çырлахман ĕнтĕ, кирлĕ чухне ытти ĕçсене те тунă: çĕрулми те суйланă, пахча çимĕç те ӳстернĕ, çумланă-тасатнă та... Ирех тухса кайнă та килтен – тĕттĕмле таврăннă,- тет кил хуçи хĕрарăмĕ.
Каярах фермер хуçалăхĕн лаптăкĕ тата ӳсет, ку ĕçе Ивандеевсен ывăлĕ – Григорий та хутшăнать. Çулла вăл ашшĕ çумĕнче пулса фермер ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене вĕренет. Каярах ялхуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухса инженер-механик профессине алла илет. Ивандеевсен çĕрĕ халĕ икĕ пин гектара та çитет. Григорий мăшăрĕ Анна малтан профессийĕпе учитель пулнă. Анчах та фермерсен çемйине лексен вăл ятарлă аслă пĕлӳ илет, халĕ пĕтĕм бухгалтери ĕçне туса пырать. Ивандеевсен хуçалăхĕ паян облаçра та тĕслĕхлисен шутĕнче.
Галина Владимировна апрелĕн 21-мĕшĕнче 60 çул тултарать. Мĕн-ши вăл 60 çул/
-Сывлăх пулсан ку нимех те мар-ха, савăнса кăна пурăнмалла. Юратнă мăшăрпа ак 40 çул ытла пĕрле пурăнатпăр ĕнтĕ. Ачасем те ашшĕ пекех пултаруллă пулчĕç, питĕ тăрăшаççĕ. Григорий шкула çӳренĕ чухнех ашшĕне пулăшма каятчĕ, тракторпа ĕçлетчĕ. Надежда хĕрĕмĕр те ялхуçалăх институтĕнчен экономиста вĕренсе тухрĕ. Малтан вĕсем мăшăрĕпе – Александр Садюхинпа – ашшĕ çĕрĕ çинче ĕçлесе пăхрĕç. Кăмăлĕсене кайрĕ пулмалла: халĕ хăйсем Чăнлă районĕнче «Заря» фермер хуçалăхне ертсе пыраççĕ. Ачасем ĕç çыннисем пулчĕç. Çакăншăн эпир питĕ савăнатпăр. Чи пысăк савăнăç вара – мăнуксем! Вĕсем пирĕн пиллĕкĕн. Григорийăн -- Юлия, Екатерина тата Николай. Çемьери тепĕр Николай Григорьевич Ивандеев! Надеждăн вара Матвей тата Анастасия, вĕсем иккĕшĕ те «5» паллăпа кăна вĕренеççĕ. Настя гимнастикăна çӳресе Раççейри темиçе хулана çитрĕ, медаль-кубок та илсе килчĕ. Ачасемпе мăнуксем килсен пирĕн пӳрт тулать, хамăрăн кăмăл çĕкленет. Хамăр ачасене вăхăтĕнче тимлĕх çителĕклĕ те уйăрайман пулĕ, ялан ĕçленĕ, васканă... Халĕ мăнуксене юратса-савса киленетпĕр. Вĕсене çутçанталăка илсе тухатпăр, кăнтăрти хуласенчи санаторисене канма илсе каятпăр, тĕнче кăтартатпăр,- тет Галина Владимировна.
Ивандеевсем хамăрăн культурăна та юратаççĕ. Вĕсене Акатуйсенче, чăваш концерт-спектаклĕнч е тăтăшах курма пулать. «Канаш» хаçата вара вĕсем 10 экземпляр таранах çырăнса илеççĕ: хăйсем валли те, хуçалăхра ĕçлекенсем валли те!
 
: 493, Хаçат: 15 (1416), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: