Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ВĔРЕНТӲÇĔСЕН ХУШШИНЧИ ÇЫХĂНУЛĂХ
Чăнлă районĕнчи Кунтикаври пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула Николай Иванович Казаков 1992 çултанпа ертсе пырать. Çирĕм çула яхăн вăй хурса пуçлăх тивĕçĕсене никам аса илтермесĕрех пурнăçлама хăнăхнă. Ачасене пĕлӳ паракан ĕçтешĕсен шухăш-туйăмне куçран пăхсах туйса илме вĕренсе çитнĕ. Малашлăха курса вăй хуракан директор, тивĕçлĕ канăва каясси çинчен шухăшлама иртерех пулнине пĕлсе тăрсах хăйĕн ĕçне малалла тăсакана хатĕрлесси, вĕрентӳçĕсен хушшинчи çыхăнулăх çинчен те манса каймасть. Пулас пуçлăха вăл асăрханă ĕнтĕ, палăртса хунă…
Çак ялтах 1984 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Валерий Юрьевич Пиколов (виçĕ ачалла çемьере ӳссе çитĕннĕ) вăтам шкултан аван паллăсемпе вĕренсе тухать.
Ачаранах вĕрентӳ тытăмĕпе çыхăнма ĕмĕтленнĕскер И.Н. Ульянов ячĕллĕ Ульяновск патшалăх педагогика университетне ăнăçлăн экзамен тытса вĕренме кĕрет.
«Технология и предпринимательство » факультет студенчĕ виççĕмĕш курсранах тăван шкулта ОБЖ урокĕсене илсе пыма тытăнать.
Маларах Николай Иванович çак предметпа ятарлă вĕрентӳçĕ пулманнипе университет ертӳçисемпе Валерий Пиколова эрнере икĕ хутчен вĕренӳ программипе шайлаштарса шкулта ĕçлеме ирĕк ыйтнă пулнă.
Çапла майпа сисĕнмесĕрех 2007 çул та çитет. Валерий Пиколов дипломлă специалист пулса тăрать.
Кунтикав шкулĕнче В.Ю.Пиколов шăпипе çыхăннă тепĕр тĕлĕнтермĕш пулса иртет. Н.И. Казаков каллех университета пулăшу ыйтма каять.
Куннехинче шкулта аслă пĕлӳллĕ физикăпа математика вĕрентӳçи пулманни асăннă вĕрентӳ заведенине илсе çитерет. Шкула виçĕ курс пĕтернĕ икĕ хĕре ĕçлеме яраççĕ. Вĕсем шкулта эрнере икшер кун ĕçлеме тытăнаççĕ. Вĕсенчен пĕрне – Татьянăна – Валерий Юрьевич куç хывать.
2009 çулта çĕнĕ çемье чăмăртанать. Кунтикав шкулĕ аслă пĕлӳллĕ специалистсемпе пуянланать.
Паян Татьяна Владимировна Пиколова (Неверова) – физикăпа информатика вĕрентӳçи – ача çуратма паракан отпускра, пилĕк уйăхри Настьăна çитĕнтерет.
Вăл 2010 çулта район шайĕнче иртнĕ «Çулталăк вĕрентӳçи» конкурсра хăйĕн пултарулăхĕпе 3-мĕш вырăн йышăнать.
Валерий Юрьевич шкулта вăй хума тытăннăранпа ĕç картлашкипе хăпарса пырать: 2009 çулта – директорăн воспитани, 2010 çултанпа – вĕрентӳпе воспитани парас ĕçсене йĕркелесе пыракан çумĕ.
Паян Валерий Юрьевич – шкул малашлăхĕн шанчăкĕ, директор ăна хăй ĕçне малалла тăсакан пулма хатĕрлет.
- Эпĕ, аслă пĕлӳллĕ физкультура вĕрентӳçи пулнă май, юратнă ĕçĕмпе пурнăçăма малалла тăсасшăн – шкулта Сывлăх центрĕ йĕркелесе ярасшăн. Хăрамастăп, шкул шанчăклă алла куçать.
Мăшăрăмпа (вăл та аслă пĕлӳллĕ физкультура вĕрентӳçи) ял çыннисемшĕн, çамрăк ăрушăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç илсе пынă пулăттăмăр. Ял халăхĕн сывлăхне тĕрĕслесе тăрса (паллах, центрта фельдшер та пулĕ) ăна çирĕплетмелли мероприятисем ирттерĕттĕмĕр. Сывлăх центрне уçма майсем, пулăшакансем пур. Директор ĕçĕнчен хăтăлмалли çеç юлнă.
Центр шкулта вырнаçнипе çамрăк директора та пулăшса, çул кăтартса пынă пулăттăм, чи пĕлтерĕшли – ентешсен сывлăхне çирĕплетессишĕн ырми-канми вăй хунă пулăттăм, - тет Николай Иванович Казаков.
 
Хушса калани.
Материал пичете тухнă çĕре Валерий Юрьевич Пиколов директор, Николай Иванович Казаков физкультура вĕрентӳçин ĕçĕсене пурнăçлама тытăннă.
Ăнăçусем сунатпăр.
 
: 887, Хаçат: 17 (1109), Категори: Ырă тĕслĕх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: