Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пурнăç урапи пĕр вырăнта тăмасть, ялан хăй çулĕпе шăвать. Мĕнле кăна вăхăтра пурăнса курмарăмăр-ши эпир/ Шкула кайсанах октябренок ятне илтĕмĕр, ик-виç çултан пионера кĕтĕмĕр, вунтăваттă тултарсан комсомола кĕме тивĕçлĕ пултăмăр. Кăмăл пулсан парти ретне те тăма пулатчĕ. Заводра ĕçлесе миллионер пуласса никам та ĕмĕтленмен. Анчах вăл вăхăта та кĕтсе илтĕмĕр иккен.
Иртнĕ ĕмĕрти тăхăрвуннăмĕш çулсем пыраççĕ. Укçа хăвăрт йӳнелсе пынипе ĕç укçине пире пачкăсемпех пама тытăнчĕç. Лавккаран пакетпа çăкăр йăтса килнĕ пек укçапа ĕçрен таврăнаттăмăрччĕ. Çакăн хыççăн сисмесĕрех ĕç укçи миллион ытла пулса кайрĕ.
Паян ĕçре пысăк савăнăç - ĕç укçи параççĕ. Пĕрремĕш смена укçаллă пулнă ĕнтĕ. Иккĕмĕш сменăна иртерех килсе Ваньăпа Толя пĕрер пачка хут укçа йăтса ĕç вырăнне килчĕç. Юлташĕсем вĕсем мĕн чухлĕ укçа илнине пĕлсен пĕр çивĕч чĕлхелли вĕсене «миллионерсем» ят пачĕ. Кун хыççăн пирĕн заводра икĕ миллионер хутшăнчĕ.
Иккĕмĕш смена пуçланчĕ. Пуçлăхсем пурте килне кайнă. Участокра виççĕн кăна вĕсем. Виççĕмĕшне, Павăла, ыран ир валли нумай ĕç хушса хăварнă, çавăнпа унăн пуçне йăтма та вăхăт çук. Миллионерсен те ĕç пур. Анчах вĕсенчен никам та нимĕн те ыйтмасть: ĕçне тунă-и, туман-и/ Çакна сиссе вĕсем «çĕнĕ ята» тата уйăх ĕçлесе илнĕ укçана вăрттăн çума шутларĕç. Тата нумайтарах ĕçлесе илмелле пултăр терĕç пулас. Шыракан тупать тенĕн - кирлине хăвăрт тупрĕç уйăх канмасăр ĕçленĕ туссем. Тепĕр кун çакăншăн хăйсене мухтав сăмахĕсем каламасса пĕлсен те чăтаймарĕç вĕсем, пĕр кĕленчене яхăн пушатрĕç. Кун хыççăн пĕр-пĕриншĕн чи шанчăклă туссем пулса кайнă ĕçтешсем ĕç пирки аса та илмерĕç. Конвейерта сасартăк мĕн те пулин çĕмĕрĕлсен хăйсене – «миллионерсене» - никам та чăрмантармасса лайăх пĕлеççĕ вĕсем. Кун пек чухне мĕнпур йывăрлăха хăй çине Павăл илет вĕт-ха.
Сасартăк Ваня хăйĕн шкапĕнче çĕнĕ илемлĕ хĕрарăм атти пуррине аса илчĕ те Тольăна туянма сĕнчĕ. Толя арăмĕ валли кирлĕ парне илме май пуррипе савăнса ним пăхмасăрах укçа парса ăшă атăллă пулчĕ. Куçĕ çивĕч пулманнипе вăл хĕрарăм пушмакĕ лавккарах мăшăрĕсемпе ылмашăннине сăнамарĕ те. Чăнах та, çиелтен пăхсан паллă та мар, сăнасан вара вĕсен тĕсĕсем те урăхла пулни палăрать. Татах пысăк сăлтав – пушмак çумалла. Çапла ĕç вăхăчĕ вĕçне çитрĕ, киле кайма пуçтарăнмалла. Халь кăна хаваслă Ваня шкап ăшне кĕлеткипе кĕрсе ӳксе тем шырама пуçларĕ. Кама-тăр хытă вăрçать хăй. Аван мара сиссе юлташĕсем пырса тăчĕç, мĕн пулнине пĕлесшĕн. Миллион укçа çухатнă иккен вăл. Никама та айăплаймасть хăй – ют çын пулман. Аптранă енне юлташĕн шкапне тĕплĕн тĕрĕслерĕ – укçа çук! Пысăк инкеке лекнĕ çын тӳрех урăлса кайрĕ, йĕрсе ямалли кăна юлчĕ. Вăхăт малаллах шăвать, кĕçех алăка питĕрсе çутта сӳнтерме пултараççĕ. Ваня васкаса кăна тепре шкапран мĕнпур япалине кăларса тĕплĕн тĕрĕслерĕ – укçа курăнмарĕ. Çилленнипе вăл шкапĕн пĕр алăкне хыттăн шатлаттарса хупрĕ, унтан теприне те çаплах турĕ. Акă ăçта вăл телей! Алăк хăлăпĕ çинче пĕр пакет укçа çакăнса тăрать иккен. Савăннипе вăл юлташĕсем çинчен начар шухăшланăшăн каçару ыйтрĕ те килне тухса вĕçтерчĕ.
Тепĕр ĕç кунĕ йывăр пулчĕ пулас – Ваня ĕçе килеймерĕ. Ăшă атă туянакан Тольăна тем пек кирлĕ пулчĕ вăл. Арăмĕ упăшки хăй валли мĕн туяннине курсан тепĕр куннех тавăрса пама хушнă. Виçĕ кун кĕтрĕ Толя хăйне улталакана – кĕтсе илеймерĕ. Пуçлăхсем ун пек ĕçчен кирлĕ мар тесе ăна кăларса ячĕç. Çавăн хыççăн пирĕн хăшăмăрта пĕр "миллионер" чакрĕ.
 
Ульяновск хули.
 
: 400, Хаçат: 15 (1416), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: