Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1986 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче тĕнчене хăрушă хыпар кисретрĕ: Украинăри Чернобыль атом станцийĕн 4-мĕш блокĕ çурăлса сывлашалла сирпĕннĕ. Ăна пушар хыпса илнĕ, тавралăха радиаци тухса тăма пуçланă. Кайран вăл инçетех сарăлнă: Украина, Беларусь, Совет Союзĕ. Ку авари мирлĕ атом тĕнчинчи чи пысăккки шутланать. Пĕрремĕш кунранах кунта çĕр-çĕр çын ĕçлеме, синкерпе кĕрешме тытăннă. Темиçе çула пычĕç ку ĕçсем. Пĕтĕм çыршывран пуçтарнă 600 пин ытла çын унта пулса хăйĕн пурнăçне, сывлăхне шеллемесĕр тăрăшрĕ.
Аслă Нагаткинта пурăнакан Николай Горбунов 1988 çул пуçламăшĕ-нче 907-мĕш ПМКра тĕп механик ĕçĕсене пурнăçланă. Ун чухне вăл 35 çулта пулнă.
-Мана военкомата чĕнтерчĕç те Чернобыле каймалла терĕç. Январĕн 18-мĕшĕнче пире Оренбург облаçĕнчи Тоцк хулине çар чаçне илсе кайрĕç, унта 20 кун вĕрентрĕç, хăрушă çĕрте ĕçлеме хатĕрлерĕç. Манпа пĕрле кӳршĕ Хирти Репьевка ялĕн çынни Юрий Коннов та пурччĕ. Киева самолетпа вĕçрĕмĕр, февралĕн 27-мĕшĕнче пире автомашинăпа 30 çухрăмлă хупă зонăна илсе çитерчĕç, пĕр ял хĕррине хире палатка хулине вырнаçтарчĕç. Эпир палаткăра 30 çын пурăнаттăмăр. Бригада шайлă граждан оборине полкĕччĕ пирĕн. Мана электростанци дизелистне вĕрентнĕччĕ Тоцкра, анчах кунта нимĕн те уйăрса тăмаççĕ: мĕн хушаççĕ -- çавна тумалла. Пĕтĕмĕшле илсен эпир 4-мĕш блока тасатма пулăшрăмăр. Тасатма кĕриччен радиаци тухакан вырăна тăхлан татăкĕсем хурса пыраттăмăр, ун витĕр радиаци тухмасть. Специалистсем вара ун тăрăх утса кĕрсе ĕçлетчĕç. Эпир икĕ сменăпа ĕçлеттĕмĕр, 1-мĕш сменăна кайнă чух 5 сехетрех вăранаттăмăр. Ĕç вăхăчĕ радиаци пайăркисен калăпăшĕнчен килет: хăш чухне 2-4 сехет те ĕçлетĕн, хăш чухне – 10-30 минут çеç. Малтан пире кашнине радиаци тухнине виçмелли дозиметр пачĕç, анчах икĕ кунтанах пуçтарса илчĕç. Çавăнпа та кашни мĕн чухлĕ радиаци илнине чуххăм çеç шутлатчĕç. Мана киле кайнă чухне 9 рентген та 740 микрорентген тесе çырса пачĕç. Тĕрĕссине вара никам та пĕлмест.10 рентген илсен патшалăх çынна 10 пин тенкĕ укçа тӳлемеллеччĕ ун чухне, çавăнпа ун чухлĕ çырмастчĕç хут çине,- аса илет Николай Васильевич.
Вăл кунта 40 кун пулать. Çак вăхăтра ăна икĕ хут çар званине ӳстереççĕ. Салтакран вăл кĕçĕн сержант званипе таврăннă пулнă, Чернобыльте вара ăна тăватă эрнерен сержант тăваççĕ, каяс умĕн – аслă сержант. Вăл тăватă хутчен хăй службăра тăракан часть командованийĕнчен Хисеп грамотине тивĕçет. Апрелĕн 25-мĕшĕнче вара Н.Горбунова ирхине тăватă сехетре ыйхăран вăратса хăйĕн ушкăнĕпе Полесьене илсе каяççĕ. Унтан самолетпа Киев тата Харьков урлă – киле! Чăваш арĕ çав кунах Аслă Нагаткина çитсе ӳкет.
Çакна палăртса хăвармалла: Николай Васильевич, Чернобыльте пулнă çынсен чĕлхипе каласан, «укрытире» ĕçленĕ. Çакăнта ĕçлекенсем вара 1986 çулта реактор çурăлнă хыççăнах кĕрсе кайса аварипе кĕрешекенсемпе танлашаççĕ.
Н.Горбунов Чăнлă районĕнчи Ирçелĕнче 1951 çулта çуралнă. Çакăнта 8 класс пĕтерсен Тольятти хулине училищĕне кайса кĕрет, монтажник пулать. Кайран Ульяновскра шофера вĕренет, çакăнтах ĕçе кĕрет. 1969 çулта вара Аслă Нагаткина килсе вырнаçать, ветлечебницăра шофер пулать. Кайран 20 çул «Сельхозтехника» пĕрлешӳре вăй хурать. Тĕрлĕ хуласене çитсе курать вăл хăйĕн машинипе: Украина, Белорусси хулисем, Калининград, Мурманск, Омск... Виçĕ çул вăл ПМКра вăй хурать.
-Халь Николай 2-мĕш ушкăн инваличĕ ĕнтĕ, çулталăка тăватă хутчен те пульницара выртма тӳрĕ килет – радиологи центрĕнче те, ытти çĕрте те,- калаçăва хутшăнать мăшăрĕ – Анастасия Артемьевна, ял советĕнче бухгалтерта нумай çул тăрăшнăскер. – Радиаци ыррине тумасть ĕнтĕ вăл. Пуçĕ те ыратать, ытти чирсем те пур унăн. Ялан сипленмелле.
Горбуновсем 43 çул пĕрле килĕштерсе пурăнса икĕ ача çуратса ӳстернĕ. Елена Камчаткăра пурăнать, вăл çар çынни. Владимир вара Тулăра тĕпленнĕ, десантник, çар званийĕ – аслă лейтенант. Елена ачи те вĕсен çулне суйласа илнĕ – Суворов училищинче вĕренет.
Н.Горбунова хăйĕн сывлăхне шеллемесĕр хăрушă вырăнта ĕçленĕшĕн патшалăх «За спасение погибавших», «Участник ликвидации аварии ЧАЭС» тата юбилей медалĕсемпе наградăланă.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 489, Хаçат: 17 (1418), Категори: Паттăрлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: