Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри 17-мĕш наци вулавăшĕнче «Аслă Вĕрентекенĕмĕр тата чăваш халăхне çутта кăлараканĕ – Иван Яковлев» ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Унта облаçри библиотекарьсем, чăваш чĕлхипе литературин вĕрентӳçисем, факультативсемпе кружоксем ертсе пыракансем, «Канаш» хаçат ĕçченĕсемпе УОЧНКА ĕçтăвкомĕн членĕсем, обществăлла пĕрлешӳсенче тăракансем хутшăнчĕç.
Мероприятие «Содружество» вулавăшри ятарлă пай ĕçченĕ Светлана Бахтинова уçрĕ.
Ульяновскри 55-мĕш вăтам шкулти «Нарспи» юрă ушкăнĕ (ертӳçи – чăваш чĕлхипе литература вĕрентӳçи С.А.Марышева) «Тăванлăх юррине» шăрантарчĕ.
УОЧНКА ертӳçи Олег Мустаев çавра сĕтеле хутшăннисене саламланă май Иван Яковлевăн чăвашлăх тĕнчинчи вырăнĕ çинчен каласа хăварчĕ. «Вышкайсăр пултаруллă Вĕрентекенĕмĕрĕн, халăхăмăра çырулăх парнеленĕ ăсчахăмăр ячĕ тĕнчипе палăрса тăрать. Вăл çырнă чăваш букварĕ пире çутта кăларчĕ, Чĕмпĕрте уçнă шкул паллă вĕренӳпе культура ĕçченĕсене, художниксене, музыкçăсене вĕрентсе кăларчĕ, малалла аталанма шанăç пачĕ. Яковлев вăл пирĕн Турă», - терĕ. Вулавăша кĕнекесен пуххине парнелерĕ.
Патшалăх техника университечĕн студентки Диана Абрамова И.Я. Яковлевăн ĕçĕ-хĕлĕпе пултарулăхĕ çинчен хăпартланса каласа пачĕ. Светлана Бахтинова вара хăйĕн калаçăвне çапларах йĕркелеме шухăшланă: Иван Яковлевичăн пурнăçне Тăхăрьялпа çыхăнтарса тĕвĕлени халиччен пĕлменнине тимлеме май пачĕ. «19-мĕш ĕмĕрте хресченсем ачисене питех вĕрентесшĕн пулман, ĕçлекен кирлĕ пулнă. Яковлева тăлăх ача тесе Пăрăнтăк шкулне вĕренме янă. Усрава илнĕ çемье ăна каялла илсе килесшĕн пулнă килне. Шкулта ӳкĕте кĕртнех вĕсене. Унсăрăн Яковлев шăпи темлерех килсе тухнă пулĕччĕ/»- терĕ вулавăш ĕçченĕ. Вăл А.Ырьятăн И.Я.Яковлева халалласа çырнă сăввине вуларĕ.
УОЧНКАн Ульяновскри Ленин районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Петр Петров шкулта (1963-1973 çулсем) темшĕн Иван Яковлев çинчен вĕрентменнине, Патриархпа ытларах «Канаш» урлă паллашнине каларĕ. Петр Ивановича нумаях пулмасть Раççейри паллă юристăн А.Ф.Кони кĕнекинче Иван Яковлев çинчен çырнине вулама тӳр килнĕ. 1912 çулта вăл Чĕмпĕре Иван Гончаров çуралнăранпа 100 çул çитнине уявлама килнĕ. (А.Кони ашшĕ паллă вырăс çыравçипе туслă пулнă.) Çавăн чухне Александр Федорович Иван Яковлевичпа курнăçнă, тĕнчери лару-тăру, вĕрентӳ ĕçĕсем, чăваш шкулĕпе вĕренекенĕсен ăнăçăвĕсем çинчен калаçса ларнă.
Хулари 15-мĕш вулавăш ĕçченĕ Нина Сидорова «Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен И.Я.Яковлев шкулĕ – чăвашсем валли уçнă пĕрремĕш çĕнĕлле шкул» темăпа калаçрĕ. Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕ Николай Кирюшин пăлхар-чăваш çул-йĕрĕпе чăвашсен паллă вырăнĕсене илсе çитерчĕ, сăнӳкерчĕксен куравĕпе паллаштарчĕ.
- Чĕмпĕрти чăваш шкулне Мускаври вĕренӳ тытăмĕ 1922 çулта яланлăхах чăвашсене панă. 1956 çулта вара Ульяновск облаçĕнчи тӳре-шара ăна сĕмсĕррĕн хупса хунă, - терĕ «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов. – Чăнлă районĕсĕр пуçне регионти ытти мĕнпур çĕрте чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхене вĕрентме чарнă. Телее, паян чăвашлăха упрассипе ĕçлекен хастарсем çук мар. Паян мĕн пуррине хакламалла, хаçат çырăнмалла. Питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ инструмент вăл – «Канаш». Хаçатăмăрăн тĕп тĕллевĕ – чĕлхене сыхласа хăварасси. Кăçал Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнă кунĕ тĕлне унăн Халалне пичетлерĕмĕр. Ăна пурин те тăтăш вуламалла. Вăл чăваш халăхĕн мулĕ».
21-мĕш вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренекенсем Елизавета Васильева тата Анастасия Яковлева (вĕрентӳçи – Ю.А.Серебрякова) чăвашла сăвă пăхмасăр каларĕç. Алексей Мордовкин чăвашсен пĕр çыхăра ĕçлемеллине, Яковлев малашне те пултаруллă халăх пулмаллине каларĕ. «Элем» ансамбль юрăçисем чăвашла юрăсем шăрантарчĕç. Вĕçĕнче вара пурте техĕ-млĕ чей ĕçрĕç.
 
: 93, Хаçат: 17 (1418), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: