Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ачасен «Юность» лагерĕнче «Атăлçи халăхĕсен фестивалĕ» этнокультура смени иккĕмĕш çул иртет. Хальхинче унта облаçри тĕрлĕ районсенчен 116 ача: чăваш, тутар, мордва, вырăс пуçтарăннă. Тĕллевĕ – тăван халăх культурине тарăннăн тĕпчеме, пĕр-пĕринпе хутшăнма вĕренесси, тĕрлĕ тĕлпулусемпе куравсем, хăтлавсемпе ăмăртусем урлă паллашасси.
Фестиваль планне регионти массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансемпе тĕлпулу йĕркелессине кĕртнĕ. «Канаш» хаçат редакцийĕ йыхрава хаваспах йышăнчĕ.
Çавра сĕтеле 29 чăваш ачи хутшăнчĕ. Шăп та шай çавăн чухлĕн килсе çитнĕ вĕсем Мелекесс районĕнчи лагере. Ытларахăшĕ Чăнлă район шкулĕсенчен, Чартаклă районĕнчи Петровскинчен, Димитровградран пурччĕ. Вĕсен хушшинче – чăваш ĕçĕнче палăрнă маттурсем, тăван чĕлхепе тата литературăпа иртнĕ тĕрлĕ шайлă олимпиада çĕнтерӳçисемпе мала тухнисем, пултарулăх фестивалĕсенче хăйсене кăтартма пултарнисем... Вĕсемпе калаçма пуçласанах кунта вĕренӳре те, спортра та, культура ĕçĕсенче те малта пыракансем пуçтарăннине тавçăртăмăр.
Хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов «Канаш» кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, тĕп тĕллевĕсемпе тата тематикипе, кунта пичетленекен авторсемпе паллаштарчĕ, хăйĕн пирки каласа пачĕ. Хастарсен ыйтăвĕсене те вăл хавхалансах хуравларĕ. «Хам эпĕ Çĕпрел районĕн хаçатне 5-мĕш класра чухне çырма пуçларăм. Пĕрремĕш заметкăна хальхи пекех астăватăп. Ялти йывăç кĕпер кашни çуркуннех пăр кайнă хыççăн хавшаса юлатчĕ. Кайран ăна юсатчĕç. Анчах та мĕн чухлĕ вăй-хал, йывăç, хатĕр-хĕтĕр кирлĕ пулнă/ Çĕнĕ кĕпер хывнă хыççăн савăнса çырса янăччĕ ку материала, - терĕ Николай Николаевич. Вара пултаруллă яш-кĕрĕме чĕнсе: «Кĕнеке нумай вулăр, çырăр, хăвăрла шухăшлăр, ан ӳркенĕр, çĕнĕ Раççее сирĕн тумалла», - терĕ.
Елена Алексеева ачасене редакци тĕпелне йыхравларĕ, вăхăтлăха журналист пулса пăхма сĕнчĕ. Журналистикăри жанрсен тĕсĕсемпе тата ытти хăйнеевĕрлĕхсемпе паллаштарнă хыççăн пурте пĕрле карталанса чăваш хастарĕсен хаçатне «кăларса» пăхрĕç. Кăларăма Иван Яковлев Патриархăмăра халалларĕç.
- Чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич ĕçне малалла тăсакансем пур Чĕмпĕр тăрăхĕнче. Вĕсен шутĕнче пирĕн мухтавлă ентешсем – Анатолий Юман, Валентина Тарават çыравçăсем, Петр Андриховпа Василий Селендеев таврапĕлӳçĕсем тата учительсем, культура ĕçченĕсем. Эпир те Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн Халалне тĕпе хурса малашне чăвашлăх аталанăвĕнче тăрăшса ĕçлеме сăмах паратпăр, - терĕ Кивĕ Улхаш шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекен Ксения Денисова.
Эрне хушшинче ачасен кашни минучĕ ĕçлĕ пулнине, вĕсен пурин те наци тумĕ пуррине те каласа хăвармалла. Лагерьте ушкăнсемпе вырнаçсанах малтан паллашу мероприятийĕсене хутшăнса хăйсем çинчен каласа кăтартнă. «Эпир – пĕрле», «Алă парар», «Чăтăмлă пуласчĕ» тата ытти çакăн йышши çавра сĕтелсемпе маçтăр-классене хутшăннă, пĕр-пĕрне хăнана чĕннĕ. Чăвашсем пурне те (тутар, вырăс, мордва ачисене) Улах тата Мункун уявĕсене епле уявланине кăтартса панă, кукăльпе, хуплупа хăналанă. «Атăлçи тăрăхĕн сарпикипе сар каччи» конкурс питĕ кăмăллă иртнĕ. Кунта пурне те парнепе асăнмалăх диплом кĕтнĕ. Кăçал Раççейре Экологи çулталăкĕ пынине те манман йĕркелӳçĕсем. Ку темăпа пурне те «Çутçанталăка упратпăр» марафона хутшăнтарнă. Сăнӳкерчĕксемпе ал ĕçĕсен куравне пур наци ачисем те хатĕрленĕ. Кашни каçах хастарсене концерт, ташă каçĕ савăнтарнă.
Чăваш маттурĕсен ушкăнĕн ертӳçи – Кунтикав шкулĕн вĕрентӳçи Наталья Анатольевна Сидорова вара пирĕнпе сывпуллашнă чухне ку çулçӳреврен çĕкленӳллĕ кăмăлпа таврăнассине, апрелĕн 24-мĕшĕнче «Атăлçи çеçкисем» ятпа иртекен уйрăлу каçне, пысăк концерта, хатĕрленнине пĕлтерчĕ.
 
Димитровград хули.
 
: 100, Хаçат: 17 (1418), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: