Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тавах, анне, çуратнăшăн,
Сӳнми телей пилленĕшĕн,
Çуратнăшăн, юратнăшăн,
Чĕкеç чĕлхи пилленĕшĕн!
(Юрăран.)
 
Тăван чĕлхе... Ун пекки пĕрре кăна, вăл чи пахи, çывăххи. Çĕршыври халăхсен тăван чĕлхинчен пуянраххи, хаклăраххи нимĕн те çук. Тăван чĕлхе – халăх кăмăлĕ, унăн историйĕпе ăс-хакăл тĕреклĕхĕ. Тăван чăлхере халăхăн йăла-йĕрки, илемĕпе чун асамлăхĕ, ăсĕпе мелĕ сăнарланаççĕ. Ачаранах тăван чĕлхе пире çут тĕнчене ăнланма, хамăр валли пысăк пурнăç тĕнчине уçма пулăшать. Чĕлхесĕр общество та аталанма пултараймасть. Этем тени пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр пурăнаймасть. Хутшăнма вара çынна чĕлхе кирлĕ. Чĕлхе пĕр-пĕринпе паллаштарать, туслаштарать, тепĕр чухне кӳрентерет те, çапăçтарать те. Ваттисем ахальтен каламан: «Йытăпа йытă харкашса паллашать, çынпа çын – калаçса». Чĕлхе пире ĕçре те, уявра та, вĕренӳре те кирлĕ. Чĕлхе çынна вĕрентет, унăн тавракурăмне анлăлатать, курманни-пĕлменни çинчен пĕлтерет, çыннăн ăс-тăнне кăна мар, туйăмне те тарăнлатать.
Ман тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи, анне чĕлхи. Чăваш чĕлхи – пуян, илемлĕ, çепĕç, паха тата асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е йăпатма, çĕклеме, хавхалантарма пулать. Çак чĕлхепе пин çул каялла чăвашсем калаçнă, ăна вĕсем пĕр-пĕрне ламран лама, сыпăкран сыпăка халалласа пынă, куç пек упрама тăрăшнă.
Чĕлхе урлă çынпа çын кăна мар, халăхпа халăх та пĕр-пĕринпе хутшăнать. Чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисемпе хурăнташлă. Ку чĕлхесен йышĕ чылаях пысăк – хĕрĕхе яхăн. Çак ушкăна турккăсем, тутарсем, узбексем, казахсем, азербайджансем, уйгурсем кĕреççĕ. Çак чĕлхесен хăш-пĕр сăмахĕ пĕр евĕрлĕ. Тĕслĕхрен, чăвашла – анне, чечек, ытти тĕрĕк чĕлхесенче – ана, она, чэчэк. Турккăсем, азербайджансем, туркменсем кашни хăй чĕлхипе калаçсан та пĕр-пĕрне лайăх ăнланаççĕ. Тутарсемпе пушкăртсем те, казахсемпе кăркăссем те çавнашкал. Çĕпĕрти хакассемпе тувасем, алтай çыннисем ыттисенчен уйрăмтарах. Çапах та тимлĕрех итлесен вĕсем те ытти тĕрĕксене ăнланма пултараççĕ. Чăвашсемпе якутсем вара ыттисенчен чĕлхе енĕпе пачах та уйрăлса кайнă – вĕсене тĕрĕксенчен нихăшĕ те ăнланмасть, хăйсем те вĕсене ăнланмаççĕ.
Çыннăн пĕр анне. Тăван чĕлхе те пĕрре. Ăна упрасси – пирĕн тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев, чăваш халăхĕн çутлăхçи, пулас ăрусене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл. «Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет», - тесе каланă.
Атте-анне чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе. Тăван сăмах, тăван чĕлхе – халăх чунĕ. Унăн паянхи кунĕ, малашлăхĕ. Унсăрăн халăх çук. Ĕмĕрлĕхе упрар чĕлхемĕре. Çӳлтен-çӳле çĕклер ăна!
 
 
Чăнлă районĕ,
Кивĕ Улхаш шкулĕ.
 
: 816, Хаçат: 17 (1418), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: