Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
- Куля! Куля! Куля тетĕп! Ăçти шуйттан шăтăкне кайса çухалчĕ çав мур ачи/ - тарăхать мăнукне çухатнă Анук. Çав вăхăтрах вăл сăпкара выртакан мăнукне, сасă пама пуçланăскере, çăварне ĕмкĕч хыптарма ĕлкĕрет. Лăплантăр тесе темиçе хутчен сиктерсе илет. Ĕмкĕчне чăмласа çемçетнĕ хура çăкăртан хатĕрленĕ, таса ланчашкапа (çӳхелсе юлнă кивĕ кĕпе татăкĕ) чĕркенĕ. Кăкăр ачине тата мĕнпе лăплантармалла-ха/ Анчах мăнукĕ темшĕн лăпланасшăн мар, пĕрмай нăйкăшать, ĕмкĕчне те çăварĕнчен чĕлхипе тĕртсе кăларать. «Чирлесе ӳкмерĕ-ши/» - пăшăлтатать аптăраса ӳкнĕ асламăшĕ.
Çăка хуппинчен ăсталанă сăпка кăкăр ачишĕн çывăрма меллĕ. Çемçе те ăшă унта. Çав сăпкара Анук хăй те пĕчĕк чухне çывăрнă. Халĕ кĕçĕн мăнукĕсем те çав сăпкара çитĕнеççĕ.
Сиктерме меллĕ пултăр тесе сăпкине хурăн каштинчен тунă сиктермерен çакса янă, тĕпĕнчен сӳсрен явнă кантра çыхса хунă. Çавăнпа пĕр вăхăтрах сăпкана урапа сиктерме тата алĕçĕ тума та пулать. Тĕпелти мачча маткинчен (каштинчен) çакса янă сăпка пĕр сасă кăлармасăр çӳлелле-аялалла, аялалла-çӳлелле сикет. Канăçлă унта ачана çывăрма. Ак кĕçĕн мăнукĕ Ванюш та часах çывăрса кайрĕ.
Вăхăтлăха Куля çинчен манса кайнă Анук алли те, ури те пушанчĕ. Мăнукне шыраса вăл картишне тухрĕ. Çав вăхăтра çухалнă Кулян сасси илтĕнсе кайрĕ:
- Асанне, эсĕ мана çухатмарăн-и/ Эпĕ килтех-ха. Авă урампа Лисук аппа вăкăрпа иртсе кайрĕ те мана çумне лартса катаччи ярăнтарчĕ, - каласа пачĕ савăннă Куля хĕвел пек çиçсе тăракан хăмăр куçне мăчлаттарса. Хăй килĕнче пулман вăхăтра мĕн пулса иртнине вăл чухламасть-ха. Вăл телейлĕ! Хăçан тата ярăнĕ-ха вăкăр кӳлнĕ урапа çине ларса/
Сисмерĕ те Куля хăйĕн шакла пуçĕ асламăшĕн икĕ пĕç хушшине мĕнле кĕрсе çухалнине. Унăн вăрăм кĕпи те çурăмĕ çине хăпарса выртрĕ. Асламăшĕ Кулян кĕпине сулахай аллипе яваласа тытнă, ан тартăр тесе ĕнтĕ, сылтăммипе мăнукне çара кутĕнчен ăшалать. Асламăшĕн алли те йывăр ĕçпе, те ватăпа тахçанах ĕлĕкхи вăйне çухатнă. Хĕнеме те ячĕшĕн кăна хĕнет, çапах та мăнукĕ йĕрем пек тукалать. Унсăрăн юрамасть, хытăрах лекме пултарать.
- Урам тăрăх вăкăрпа та, сыснапа та, качакапа та иртсе кайĕç. Эсĕ мĕншĕн вĕсен хыççăн чупан/ - вăрçать асламăшĕ. Çак вăхăтра вăл тухатмăш карчăка аса илтерет. – Качака валли те курăк çăлса килмелле, сăпка та сиктермелле. Эс пур ялан урам тăрăх янккаса çӳретĕн.
Вăрçнă май асламăшĕ мăнукĕн кутне те «ачашлама» манмасть. Чăнтан хытă çапмасть вăл, малашне мăнукĕ итлекен пултăр тесе тăрăшать.
- Асанне, урăх ан хĕне! Часах Машка валли курăк татса килĕп, - нăйкăшать айăпа кĕнĕ Куля.
Турра шĕкĕр, Кулясен килĕнче сăвакан качака та пур. Кирлĕ вăхăтра пĕчĕк мăнукне сĕт те ĕçтереççĕ. Ара, амăшĕ, Маруç, ялан ĕçре. Ачине кăкăр çитерме вăхăчĕ те çук. Çитменнине, пысăк хуйхăпа унăн кăкăрĕ те типсе ларнă.
Машка качакине ашшĕ, Ваççа, вăрçа тухса кайиччен ик-виçĕ кун маларах Пăва пасарне кайса туянса килнĕччĕ. Вăл хăйсен хĕсĕр юлнă ĕнине сутса ячĕ те пăрулама вăхăт çитнĕ качака туянса таврăнчĕ. Çуралас ачине сĕт кирлĕ пуласса чухланă ĕнтĕ кил хуçи. Качаки, мур илесшĕ, пĕртте канлĕ пулмарĕ, ялан таçта чупать. Хӳмесĕр картишĕнче кăкарса хурсан та тăрасшăн мар. Хӳмесĕр çав халь вĕсен картишĕ. Малтан хӳми те, витисем те пурччĕ. Анчах вĕсене сивĕ хĕл çунтарса янă. Навус кирпĕччипе пӳрте ăшăтма йывăртарах çав, вутти те кирлĕ. Вăрçă тухнă çул Ваççа вуттине те хатĕрлесе ĕлкĕрейменччĕ.
Куля килте тĕртсе тунă ура тупанĕ патне çитекен вăрăм пир кĕпе тăхăннă. Кун пек кĕпепе сулхăн кунсенче те сивех мар. Кĕпин тĕсне пĕлме кăна кансĕр. Тимлесе пăхсан вĕлтрен курăкĕн сĕткенĕпе пĕветнĕ пек туйăнать. Вараланни паллă ан пултăр тесе çапла пĕветнĕ ĕнтĕ. Куля йĕм таврашĕ тăхăнмасть. Юратмасть вăл çуллахи ăшăра йĕмпе çӳреме. Аппăшĕпе амăшĕ çакăншăн вăрçсан йĕмсĕр мана меллĕрех тет.
Паян Кулян çара кучĕ хĕвел çинчи çутă çатма пек ялкăшса тăрать. Намăс! Юрать-ха, кӳршĕ хĕрачи Литюк курăнмасть. Телее, вăл амăшĕпе ыраш вырма кайнă. Унсăрăн Литюк çак намăс çинчен пĕтĕм яла сарнă пулĕччĕ. Литюк вăрăм чĕлхеллĕ. Унран темĕн те кĕтме пулать. Ахальтен каламан ваттисем: «Çӳçĕ вăрăм та - ăсĕ кĕске», - тесе. Литюк çинчен каланă пекех.
- Куратăн-и, мур илесшĕ, кӳршĕ Туля килĕнчен ниçта та çухалмасть, шăллĕне те пăхать, амăшĕсем ĕçрен таврăннă çĕре яшкине те пĕçерсе хурать. Эсĕ пур вĕçĕмсĕр урам тăрăх юртатăн, кама хывнă пуль тульăк/ Малашне те çаплах пулăн-ши/
- Çук, асанне, эсĕ хушмасăр урăх ниçта та каймăп, - сăмах парать лешĕ ĕсĕклесе.
- Итле çав асаннӳне. Тепре çапла çухалсан пашалу та памастăп. Вара çӳрĕн выçă хырăмпа, - çемçелет карчăк кăмăлĕ.
Юратать вăл мăнукне. Ак мăнукĕн шакла пуçне ирĕке кăларчĕ те çурăмĕнчен ачашласа хăйĕн çумне пăчăртарĕ. Çав вăхăтра хăй уласа йĕрсе ячĕ.
- Эх, мĕскĕн чунсем, ĕмĕрлĕхех тăлăха юлтăр вĕт! Мĕнле ӳссе çын пулăр-ши/ - ĕсĕклет хуйхине ниçта хурайман карчăк. Халĕ ĕнтĕ мăнукĕпе асламăшĕ ыталанса йĕреççĕ. Темиçе кун каялла асламăшĕпе амăшĕ хăрушă хыпар илчĕç. Унта: «Сирĕн ывăлăр тата мăшăрăр Василий салтак пĕр пысăк çапăçура паттăрла вилĕмпе вилнĕ», - тесе пĕлтернĕ. Çак хуйхăпа амăшĕн кăкăр сĕчĕ типрĕ, асламăшĕн куçĕ япăх курма пуçларĕ. Çавăн хыççăн асламăшĕ чĕлĕм мăкăрлантарма пуçларĕ.
Пăртак лăпланнă хыççăн Анук асанне пире - мăнукĕпе мана - пашалу тыттарчĕ. Куркасем çине качака сĕчĕпе шуратнă вĕри шыв ярса пачĕ. Çак пирĕн кăнтăр апачĕ пулчĕ.
Тăван юн тăван юнах çав! Пĕрре вăрçать, тепре шеллесе пуçран ачашлать. Кулян асламăшĕ те çаплах.
- Веçех хама хывнă, - тесе шăлать вăл пуçĕ-нчен Куляна. Кулкаланă чухне хăй шăлсăр юлнă çăварне саппун аркипе хуплать. Вăтанать кинемей çын умĕнче шăлсăр çăварне кăтартма. Ман пирки Анук асанне тĕрĕс те калать. Чăнласа та, эпĕ ним ахальтен урам тăрăх чупса çӳреместĕп, ытларах пӳртре ларма тăрăшатăп. Сайра хутра юлташсемпе Тилçене шыва кĕме каятăп тата пушă ларакан колхоз витисене çитсе куратăп. Унта çерçисем хăйсен чĕпписене ӳстереççĕ. Пирĕн вĕсене курас килет. Çак ĕçсемпе манăн кану вăхăчĕ вĕçленет. Яланах хырăм выçă пулнипе ытлашши хускалас та килмест. Тата манăн алăра икĕ çулхи шăллăм – Куля. Аннепе аппасем хиртен таврăннă çĕре каçхи апат та хатĕрлемелле. Эпĕ хам та тăваттă-пиллĕкре кăна. Мана та Куля асламăшĕ пăхкаласа тăрать.
Паян манăн аннепе аппасем тул çутăличченех колхоз хирне кайнă. Сĕм çĕрлеччен те килмеççĕ. Вĕсем аннене вырма уйăрса панă ыраш пайне часрах пĕтерсе тепĕр кун хамăрăн хыçри çĕрулми анине тасатасшăн. Унта çумкурăк алхассах кайнă. Тата йăранĕсене те çĕклемелле, унсăрăн кăçал çĕрулми пулас çук. «Хĕлле мĕн çийĕпĕр/» - тесе пăшăрханать ман анне Хĕветуç.
Эпир паян пурте Анук асанне аллинче. Вăл пире пăхаканни те, çитерекенни те. Пирĕн ăна итлемеллех. Манпа шăллăм валли парса хăварнă мăян пашалăвĕ те унăн аллинчех. Эпĕ ăна çав вăхăтрах çисе янă пулăттăм. Капла мана Анук асанне пĕчĕкшерĕн парса тăрать.
Куля манăн çывăх юлташ кăна мар, çывăх тăван та пулать. Унăн амăшĕ Маруç манăн аттепе пĕртăван. Манăн та атте çук. Вăл, вăрçăра йывăр аманнăскер, киле таврăнсан виçĕ эрнерен шăтăка кĕнĕ. Пирĕн килтен тата иккĕн фронтра çапăçаççĕ. Шел, вĕсенчен пĕри таврăнаймарĕ.
Маруç аппа мана «тăлăх ача» тесе чĕнет. Вăл та паян килте çук. Хăйĕн улттă тултарнă Юлька ятлă хĕрĕпе ыраш вырма тухнă. Амăшĕ çурлапа вырать, кĕлтесем çыхать. Хатĕр кĕлтесене Юлька пĕр вырăна сĕтĕрет. Хĕвел анса пытанмасăр вĕсем киле таврăнас çук. Юлька кĕлте сĕтĕрни амăшĕшĕн пысăк пулăшу. Вĕçĕмсĕр пĕшкĕнсе ĕçленипе ыратакан пилĕкне темиçе минут канма май парать. Суракан аллисем те кăштах лăпланаççĕ. Çăмăл ĕç мар çурлапа вырасси!
Кĕлтесене амăшĕ кирлĕ май майласа хурать. Тĕрĕс купаласан вĕсене çил вĕрсе типĕтет, çумăр та йĕпетеймест.
Каннă вăхăтра Юлька ыраш пĕрчисене çиме те манмасть. Тӳррипе каласан çавăншăн илсе килнĕ те-ха амăшĕ хĕрне хире. Юлька ыраш пучахĕсене икĕ ал тупанĕпе шĕкĕлчет те хывăхран тасатса çăварне чикет. Йĕркеллĕ чăмламасăрах çăтса ярать. Амăшĕ асăрхаттарнине те илтмĕш пулать хĕрача. Юрамасть ыраш пĕрчине лайăх чăмламасăр çăтма! Хырăмра вăл шĕвет те темиçе хут пысăкланса каять, вара ăш-чике хĕсме пуçлать, хырăм ыратать. Çĕр çинче йăваланса йĕмех тивет. Юлька çакна хальлĕхе пĕлмест-ха. Выçă хырăма ыратнипе хăратаймăн. Ун пирки çĕр çинче йăваланнă чухне кăна аса илетĕн. Эпир, вăрçă ачисем, ун пек япаласене сахал мар курнă!
Ачасене хире илсе тухнин тепĕр усси те пур. Ĕçрен киле таврăннă вăхăтра кĕпе айне темиçе пучах пытарса килме пулать. Çакăн валли ячĕшĕн кĕпен тӳнтер енне пĕчĕк кĕсье çĕленĕ. Килте пĕр пучах та ытлашши пулас çук. Шĕкĕлчесе тасатнă тырра алă арманĕпе авăртса кĕрпе тăваççĕ. Ашсăр, çусăр пĕçерсен те пăтти çисе тăранмалла мар тутлă пулать. Унран тутлă пăтă вăрçăччен те çисе курман пуль! Çавăнпа ялти утнă-утайман çын хире ыраш вырма васкать. Ĕçлекен те тутă, килтисем валли те шăл çине хумалли пулать. Пуçлăхсем çак япалана курсан та курмăш тăваççĕ. Вĕсем хăйсем те ялти ытти халăх пекех выçă. Пурне курма та юрамасть. Пурне те курсан хирте ĕçлекен юлмасть. Капла та уткăшкар кĕпçипе мăян пашалăвĕ çиекен халăх ура çинче тĕреклĕн тăраймасть, вăйлăрах çил вĕрсен вĕçтерсе кайĕ. Вăйран тайăлнă халăх хуçалăха нумай пулăшаймĕ!
Куляпа эпир пĕр çулхисем. Вăл манран пĕр-ик эрне каярах çуралнă. Иксĕмĕр питĕ туслă. Апла пулин те пирĕн хушăра хирĕçӳсем час-часах пулаççĕ, çӳçрен çӳçе ярса илнисем те пулман мар. Çав вăхăтра эпĕ ăна «кишĕр» тесе йĕкĕлтетĕп. Хурлантарасшăн ĕнтĕ. Мĕн пирки пулĕ, юратмасть шăллăм çак сăмаха, çапăçмах тытăнать, анчах вăйĕ сахалтарах, мана çĕнтереймест. Вара эрленнипе уласа йĕрсе ярать. Тепĕр минутран нимĕн пулман пекех выляма тытăнатпăр. Вăйăсем пирĕн нумай мар: е пытанмалла, е лапталла, е кусналла. Пĕлместĕп, ăçтан тухнă «кусна» сăмах/ Камăн çав шăмă сыпăкĕсем нумайрах, çав пуян шутланать. Куснана укçалла та сутма пулать. Вăрçă вăхăтĕнче кусна пуçтарма май пулмарĕ. Халăх выльăх-чĕрлĕх усрайман, çавăнпа ашне те çиеймен. Ачисем валли кусна та пулман. Эпир вылякан куснасене вăрçăчченех пуçтарнă. Вĕсемпе пирĕнтен аслăраххисем те вылянă. Халĕ – эпир! Вăрçăлла та выляма юрататпăр, анчах никамăн та нимĕç салтакĕ пулас килмест. Çавăнпа вăййи те часах чарăнса ларать. Май пур вăхăтра кӳршĕре пурăнакан Лисука чĕнетпĕр. Пирĕнпе выляссишĕн вăл нимĕç салтакĕ пулма та хатĕр. Кăшт вылясан вара: «Мана намăс нимĕç салтакĕ пулма, вĕсем ман аттене вĕлернĕ!» - тесе хурлăхлăн йĕрсе ярать. Вăйă каллех сӳнсе ларать.
Лисукăн ашшĕ Микулай тете вăрçăра вилни нумай пулмасть. Вăл пирĕн асаттепе пĕртăван. Халĕ Лисук амăшĕ - Натали инке виçĕ ачипе тăлăха тăрса юлнă. Вĕсене мĕнле ура çине тăратмаллине те пĕлмест инке. Вуннă тултарнă Иван ятлă ывăлне виççĕмĕш сыпăкри Элеккун тетĕшĕпе (вăл та пĕчĕк) пĕрле колхоз хирне сӳрелеме ярать. Элеккунăн та ашшĕ вилнĕ, виçĕ ачи тăлăха юлнă. Амăшĕ колхозра тăрăнса ӳкиччен ĕçлесен те ачисене тăрантарма тырă ĕçлесе илеймест. Çĕрле Иванпа Элеккун ывăннă лашисене çерем çине илсе тухаççĕ. Эпĕ те вĕсем хыççăн сулланатăп. Мана та, тăватă çулхи шăпăрлана, хăваламаççĕ. Кичем ан пултăр тесе ĕнтĕ, шельмăсем. Ман çăвара чĕлĕм хыптараççĕ те тĕтĕмне çăтма хушаççĕ. Эпĕ чăнтăхса кайнине курсан ахăлтатса кулаççĕ. Вĕсемшĕн савăнăç, маншăн - нуша! Куçран куççуль юхать, сăмсаран шыв тăсăлать. Ку вĕсемшĕн пушшех кулăшла. Вĕрентрĕç вĕсем мана ачаллах чĕлĕм туртма. Çав киревсĕр йăлана вăтăр çул иртсен кăна пăрахма пултартăм.
Манăн анне Хветуç паян хăйĕн аслă хĕрĕсемпе ыраш вырать. Чи асли – Литюк – вунвиççĕ тултарать, иккĕмĕшĕ – Лисук – тăххăрта. Аннен колхозра ĕç виçи пур. Çавна пурнăçланă тăрăх кĕркунне тырă валеçеççĕ. Нумай мар, пĕр ĕç кунĕшĕн аллă е çĕр грамм. Анне кĕркунне çапла икĕ-виçĕ михĕ тырă илсе килетчĕ. Ыраш, тулă е урпа паратчĕç. Вĕсене авăртса çăнăх е кĕрпе тăватчĕç. Мăян вăрри тата ытти кирлĕ-кирлĕ мар курăксен вăррине хутăштарса çăкăр е пашалу пĕçеретчĕç. Мĕнле тутлăччĕ çав çăкăр!
Çапла пурăнатчĕç пирĕн ял çыннисем хăрушă вăрçă çулĕсенче. Вăл вăхăтра çуртсене хальхи пек питĕрмен, чӳречесене тимĕр решеткесемпе хупламан. Халăхăн вăрлас шухăш та пулман.
1945 çул. Çу уйăхĕ. Тӳпере хĕртсе хĕвел пăхать. Кĕтнĕ Çĕнтерӳ çитрĕ! Колхоз правленийĕ умĕнчи çерем çине ял халăхĕ пуçтарăннă. Пурте йĕреççĕ: пĕрисем савăннипе, теприсем – хурланнипе. Ара, нумайăшĕ тăванне хăрушă вăрçăран кĕтсе илеймен.
Колхоз пуçлăхĕсем Аслă Çĕнтерӳ ячĕпе халăх валли парне тума шутланă. Урам варрине пысăк хуран вырнаçтарнă. Унта нимĕр пиçет. Тутлăрах пултăр тесе унта ĕне çăвĕ тупса янă. Тепĕр хуранта какай яшки вĕрет. Тутлă шăршă сарса унта çамрăк пăру ашĕ сăмсана çурать, сĕлекене юхтарать. Пурне те тутлă апатпа тивĕçтернĕ хыççăн аслăраххисене çĕршер грамм эрех те ярса пачĕç. Пире те айккинче тăратса хăвармарĕç, пысăк çăкăр татăкĕсем çине тутлă пыл сĕрсе алла тыттарчĕç, вĕри чейпе хăналарĕç. Эпир, тăватă çул хушши курăкпа мăян çисе выльăха çаврăннăскерсем, тинех чăн çын апатне çисе савăнтăмăр!
Кайран Çырни
Пирĕн Канав ялĕ пысăк мар. Пурĕ те вăтăр икĕ кил, вăрçă вăхăтĕнче çак ялта аллă пĕр ача пурăннă. Вăрçă ачисем! Вăрçă пуçланиччен Канавра 190 çын пурăннă пулсан вăрçă пĕтнĕ çĕре 130 çын юлнă. Паян вунсакăр çын пурăнать. Пурте пенсионер. Çур ял пушă пӳрт ларать.
Аслă вăрçăра пирĕн ялтан вăтăр сакăр хĕрарăмпа арçын çапăçнă. Вĕсенчен вунçиччĕшĕ киле таврăнайман. Манăн виççĕмĕш сыпăкри икĕ аппа та çак вăрçа хутшăннă. Пĕри снайпер, тепри пулеметчица пулнă. Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ!
Вăрçă пĕтни çитмĕл çул ытла та иртрĕ. Вăрçă ачисем ӳссе çитĕнсе хамăрăн çĕршыва ура çине тăма пулăшрĕç. Вĕсем хуласемпе ялсене, заводсемпе фабрикăсене, колхозсемпе совхозсене çĕклерĕç. Вăрçă ачисен вăйĕпе пирĕн çĕршыв паттăр та вăйлă патшалăх пулса тăчĕ. Шел, сахал юлчĕç вăрçă ачисем. Пирĕн ялта 51 вăрçă ачинчен улттăшĕ кăна пурăнать. Тăван патшалăх паян вĕсене пурăнма кăштах та пулин çăмăллăх туса панă пулсан мĕнле тĕрĕс пулнă пулĕччĕ! Вĕсем çăмăллăхсене, пысăк хисепе тивĕç!
 
 
Майна районĕ.
 
: 424, Хаçат: 17 (1418), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: