Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пин-пин салтак... Атте те кайнă
Тăван çĕршывшăн кĕрешме.
Çĕнтерĕве çырса хăварнă
Рейхстаг çине юнĕсемпе.
 
Хĕвел пек кулă çуталман
Хĕрарăмсен пичĕ çинче.
Тăван çĕршывшăн пуçне хунă
Аттесем ют çĕрте... Инçе...
 
Аран-аран çăлса хăварнă
Пире вăрçă кисревĕнчен.
Анчах сайра çеç асăнаççĕ –
Эпир вĕт вăрçă ачисем!
 
Çул хыççăн çул асаплăн иртрĕ
Хура хуйхă ытамĕнче.
Çапах та ĕмĕт çухалмарĕ
Тăван çĕршыв хӳтлĕхĕнче.
 
Асаплантарчĕ выçлăх-çуклăх
Çуралнăран çав вăхăтра.
Утнă чухне хашăлтататпăр –
Эпир вăрçăпа пĕр çулта!
 
Пурнăç лăпкă чух савăнатпăр –
Атьсем телейлĕ пулнăран.
Çӳç кăлкан евĕр шуралсан та
Иртни умра, вăл манăçмасть.
 
: 457, Хаçат: 18 (1419), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: