Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсарти тĕп шкулта «Паянхи шкул аталанăвĕнче И.Я. Яковлев халалĕсене пурнăçа кĕртесси» темăпа семинар иртрĕ. Ăна чăваш халăхне çутта кăларнă Вĕрентекенĕмĕрĕн çуралнă кунне халалларăмăр.
Ун ĕçне районта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен учительсем, кружоксемпе факультативсен ертӳçисем, ашшĕ-амăшĕ, шкул ачисем, район администрацийĕнчен килнĕ хăнасем хутшăнчĕç.
Мероприятие уçнă май УОЧНКАн Çĕнĕ Малăкла районĕнчи уйрăмĕн ертӳçи С.А. Сандрюков тăван чĕлхене пĕлнин уссипе кирлĕлĕхне палăртса хăварчĕ. «Анне чĕлхи - наци культурин тĕп палли», - терĕ Сергей Александрович.
Çĕнĕ Малăкла районĕнчи вĕренӳ управленийĕн пуçлăхĕ Н.И. Кудряшова хăйĕн калаçăвĕнче урок тулашĕнчи ĕç-хĕлте усă курмалли çĕнĕ меслетсемпе технологисем çинче чарăнса тăчĕ.
Упамсар шкул директорĕ А.В. Долгова «Ачасенче тăван чĕлхе культурине вĕренме хавхалантаракан хушма вĕренĕвĕн вырăнĕ» темăпа доклад турĕ.
Шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен О.А. Янкова семинара хутшăннисене хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарчĕ. Кунта Иван Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ятарласа вĕрентеççĕ, халалĕсене шута хураççĕ. «Урок тулашĕнчи сехетсенче тата хушма вĕренĕвĕн клубĕнче эпĕ ачасене наци культурине явăçтарма, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине вĕрентме тăрăшатăп. Хăйсем чăваш йăх-ăрăвĕ-нчен тухнипе мăнаçланма, чĕлхене упрама тата аталантарма пултарччăр вĕсем. Ытти халăхсене сума суччăр», - терĕ Ольга Анатольевна.
Аслă Вĕрентекенĕмĕр Халалне тĕпе хурса О.А.Янкова «Чăваш сăмахлăхĕнчи Мункун» темăпа уçă урок ирттерчĕ.
Таврапĕлӳ музейĕн ертӳçи О.М. Елифанкина шкулта кăмăллă экскурси йĕркелерĕ, «Чăвашсен культурипе хресченĕн йăлана кĕнĕ кулленхи пурнăçĕ» экспозиципе паллаштарчĕ.
 
: 97, Хаçат: 18 (1419), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: