Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăçал И.Я. Яковлев çуралнăранпа 169 çул çитрĕ.
Чăваш чĕлхи тата И.Я. Яковлев çуралнă кунĕсене палăртса УОЧНКА йĕркеленипе чăваш общественноçĕ кашни çулах Аслă Патриархăмăрăн палăкĕ умне пуçтарăнать.
Çак кун халăх палăк умне утать. Чăваш халăхне кăна мар, ытти халăх çыннисене те - вырăссене, тутарсемпе мордвасене – çутта кăларассипе нумай ĕçленĕ çынна пуç тайма пыраççĕ.
Тĕлĕнмелле пулса тухрĕ: унччен кунĕпех урамра çумăр ишсе çурĕ, таврана хура пĕлĕт карса илнĕ-ччĕ, çумăр чарăнассин палли те çукчĕ пулсан акан 25-мĕшĕнче юмахри пек ирех хĕвел пăхса ячĕ. Иван Яковлевич хăй пулăшмарĕ-ши чăвашсене пĕрле пухăнма/
Уява Ульяновскри 17-мĕш «Содружество» вулавăшри чăваш библиотекарĕ Светлана Бахтинова ертсе пычĕ. Вăл çак кун икĕ уяв паллă тунине палăртса чи малтан чăваш чĕлхи çинчен сăвă каларĕ. Пĕрремĕш салам сăмахне УОЧНКА председательне Олег Мустаева пачĕ.
- Пирĕн пата паян Ульяновск хулин канашĕ-нчен, правительствăран хăнасем килчĕç. Ĕнер кĕпĕрнаттăртан Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе салам çырăвĕ илтĕмĕр, паян РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаковпа Олег Николаевран телефонограмма çитрĕ, ЧР культура министерстви, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, «Сувар» фонд ертӳçи Тимер Тяпкин, чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, ытти регионсенчи тата облаçри тĕрлĕ нацисемпе конфессисен пĕрлĕхĕсен ертӳçисем ирех саламларĕç. Мĕншĕн чи малтан пире саламлаççĕ-ха/ Мĕншĕн тесен нумайăшĕ наци ĕçне илсе пырассине пирĕн çине пăхса вĕренет. Чăваш юхăмĕ чи малтан Чĕмпĕр çĕрĕ çинче пуçланса вăй илнĕ. 1988 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществи регистрациленнĕ. Чĕмпĕр халăхĕ паян та И.Я.Яковлев халалне тĕпе хурса пурăнать, унăн хăвачĕ пире пулăшса пырать. Пирĕн пуласлăх хамăртан, хамăр мĕнле тăрăшнинчен килет. Облаçа ертсе пыракан С.И.Морозов пире пур енĕпе те пулăшса пырать. Мĕнле ырă шухăш çуралать пирĕн пуçра – ăна пурнăçа кĕртме çул уçă. Облаçра кашни автономи валли çапла, вĕсем регионта 16.
Пирĕн автономи И.Я.Яковлев каласа, хушса хăварнă сăмахсене май пур таран пурнăçа кĕртме тăрăшать. Паян эпĕ сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп. Хутшăнăр тĕрлĕ уявсене, чăвашлăхран аякра тăрса ан юлăр. Патриархăмăр каланă пек пурнăçа илемлĕ те чăвашлăхпа çыхăнтарса ирттерер, мĕншĕн тесен эпир ытти халăх çынни пулса çуралман. Эпир лайăх çĕршывра çуралнă. Кунта пур халăха та хисеплеççĕ. Халăхсен туслăхĕ – пирĕн çĕршывăн чи çивĕч те ырă хĕç-пăшалĕ, - терĕ.
Малалла О.Н.Мустаев Ульяновск хулин мэрĕ С.Панчин тата хула пуçлăхĕ А.Гаев янă салам телеграммине вуласа пачĕ. Облаçра эрнипех Чăваш чĕлхи кунĕпе çыхăннă мероприятисем пулнине тата кăçал облаçри чăвашсен Акатуйĕ çу (май) уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çĕнтерӳ паркĕнче иртнине пĕлтерчĕ.
Ульяновск хула Думин депутачĕ Петр Столяров И.Я.Яковлев çуралнă кун палăк умне кашни çулах тухать. Хăйĕн сăмахĕнче чи малтан вăл Патриархăмăра палăк лартассишĕн тĕрлĕ çĕре çитнине аса илчĕ.
- Эпĕ çак уява хаваспах хутшăнатăп, мĕншĕн тесен Чăваш чĕлхи кунĕ И.Я.Яковлев çуралнă кунпа çыхăннă. Пирĕн облаçри чăвашсем хăйсен çитĕнĕвĕпе туллин мухтанма пултараççĕ: пирĕн хамăрăн чăваш телекăларăмĕ, чăваш хаçачĕ, чăваш автономийĕн çурчĕ пур. Кашни регионах çакăнпа мухтанма пултараймасть, - терĕ.
Раççейри «Народный фронт» юхăмăн Ульяновск регионĕнчи штабĕн членĕ, тутар çынни Жевдет Ильязов саламларĕ.
- Хăйĕн çавăн пек паллă вĕрентӳçипе мухтанма пултаракан халăх сахал Раççейре. Сирĕн пек паттăр халăхăн кăна çавăн пек паллă вĕрентӳçĕ пулма пултарать. Тĕлĕнмелле çын вăл И.Я. Яковлев. Пĕтĕм пурнăçне тăван халăхĕшĕн панă. Çавăнпа та çакăн пек пысăк чыса тивĕç, - терĕ.
Саламсен ярăмне РФ тава тивĕçлĕ учителĕ Лидия Ярославская, РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Анатолий Юман хутшăнчĕç.
Анатолий Юман Яковлев кунĕсене ирттересси Чăвашкассинче пуçланса кайнине аса илчĕ. Чăвашсем хăйĕн вĕрентекенне Турă вырăнне хунине каларĕ. Паллах, поэт И.Я.Яковлев умĕнче сăвă вуламасăр пултараймарĕ. Аслă Вĕрентекенĕмĕре халалланă «Улăп кун-çулĕ» кĕнекери «Чăваш Турри» сăвăпа паллаштарчĕ.
Саламсен ярăмне «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов тăсрĕ.
- Эпир сăваплă çĕрте пурăнатпăр, сăваплă вырăнта – И.Я.Яковлев пурăннă хулара. Çакăнта вăл 50 çул ытла чăваш халăхне çутта кăларассишĕн ĕçленĕ, чăваш чĕлхине аталантарнă. Çавăнпа та чăваш чĕлхине çухатсан пире И.Я.Яковлев умĕнче намăс пулать. Чăваш чĕлхине манас марччĕ, малашне те чăваш пулса, тăван чĕлхепе калаçса пурăнасчĕ, - терĕ.
Тĕнче шайĕнчи МАБИК академин Ульяновск облаçĕнчи представителĕ, Николай Кондрашкин таврапĕлӳçĕ Яковлев ĕçне епле тăсса пыни, палăксем лартни пирки каласа пачĕ. Чăваш халăх академийĕ тата Ваттисен Канашĕ ятĕнчен Яковлев ĕçне хастар тăсакансене – А.Юмана, О.Мустаева, А.Мордовкина, Н.Кирюшина Родолюбец медалĕ-пе чысларĕ. Н.Кондрашкин хăй те çак медале тивĕçрĕ.
Митинга малалла тăсса Ульяновскри 21-мĕш шкулта вĕренекен Анастасия Яковлева чăвашла сăвă вуларĕ.
Ытарайми чăваш чĕлхийĕм,
Ялан эс халăх асĕнче.
Ытарайми чăваш чĕлхийĕм,
Сана манмастăп ĕмĕрне! -
пысăк пĕлтерĕшлĕ сăмахсем юхрĕç тавралăха сарăлса.
Уява Чăнлă районĕнчи «Садки» ялĕнчен килсе çитнĕ «Укăлча» юрă ушкăнĕ чăваш юррисем юрласа илем кӳчĕ. Елена Лянкина ертсе пыракан аслă çул-ӳсĕмри çынсен ансамблĕ хăйсен чун çамрăклăхĕпе нумай тĕлĕнтерет, çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Умне тĕрленĕ саппун çакнă, хушпу тăхăннă чăваш хĕрарăмĕсене иртсе çӳрекен çамрăксем чарăнса сăн ӳкерсе илчĕç.
Вырăс хĕрарăмĕ Нелли Шебистая хăй И.Я.Яковлева халалласа çырнă сăввине вуларĕ.
Митинг хыççăн пухăннисем И.Я.Яковлев палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç, пуç тайрĕç.
Унтан пурте УОЧНКА çуртне пуçтарăнчĕç.
 
: 430, Хаçат: 18 (1419), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: