Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хамăн йывăр ачалăх пирки манăн пĕртте аса илес килмест, анчах çак кунсене мĕнле тăрăшсан та манаймастăн.
1940 çул. Эпĕ тăваттăра. Аннепе атте укçа ĕçлесе илес тесе Новосибирск облаçне куçса кайрĕç. Анне совхоза ĕне сума вырнаçрĕ. Атте тракторпа ĕçлетчĕ. 1940 çулхи ака уйăхĕнче манăн Люба йăмăкăм çут тĕнчене килчĕ.
1941 çулта хăрушă вăрçă кĕрлесе çитрĕ. Аттене фронта илсе кайрĕç. Анне икĕ пĕчĕк ачапа пĕччен тăрса юлчĕ. Вăл кашни кун ир-ирех фермăна каятчĕ, кăкăр ачине манпа, пилĕк çулхи ачапа, хăваратчĕ.
Пурăнма та лайăх вырăн çукчĕ – çĕрпуртре пурăнаттăмăр. Хĕлсем сивĕччĕ. Çĕрпӳртĕн чӳречи çĕрпе танччĕ. Чӳречене юр хӳсе кайсан пӳ-ртре тĕттĕмччĕ. Анне киличчен вырăн ăшĕнчен тухмастăмăрччĕ: тĕттĕм, сивĕ. Анне хăйне паракан апат пайне пирĕн валли илсе килетчĕ - çăкăр татăкĕпе 1 литр сĕт. Çак апата талăка çитермеллеччĕ.
1942 çул. Таврара вăрçă пырать. Фронтран куллен виç кĕтеслĕ конвертсемпе хурлăхлă çырусем килетчĕç. Анне темшĕн атте хальччен чĕрĕ мар ĕнтĕ тесе шутласа тăван тăрăхне – Тутарстана таврăнма шутларĕ.
Пуçран нихçан тухми ӳкерчĕк: 1943 çул, эпĕ çиччĕре, йăмăк виççĕре. Анне пире вăрçă çулĕ çине илсе тухрĕ. Анне, паллах, вĕреннĕ çын пулман, хутла та пĕлмен. Çавăнпа çĕршывра мĕн пулса иртнине те чухламан пулĕ. Пирĕн укçа та, апат-çимĕç те, тум-юм та çук. Новосибирскран тухсан пирĕн пуйăс çине нимĕç фашисчĕсен самолечĕсем бомба пăрахрĕç. Эпир вокзалсем тăрăх пĕр уйăх нушаланса, ыйткаласа çӳрерĕмĕр. Çар çыннисене, инвалидсемпе ватăсене тата тăлăхсене кăна пуйăспа лартса яратчĕç. Эпир чутах выçса вилмерĕмĕр. Мĕн-мĕн курнине веçех аса та илес килмест. Çак йĕркесене çырнă чухне те куçран куççуль юхать. Çавăнпа кĕскен çыратăп.
1944 çулта çуркунне эпир тинех тăван çĕре – Тутарстанри Чăваш Паснапуçне çитсе ӳкрĕмĕр. Ялта та пирĕн хамăрăн кил-çурт çукчĕ. Каллех ниçта та пурăнмалли вырăн çук. Асанне-кукамайсен хăйсен çемйисем. Ытлашши çăвар никама та кирлĕ мар. Пĕр пушă юлнă çурта кĕрсе вырнаçрăмăр, хуçисем выçса вилнĕччĕ.
1944 çулхи кĕркунне пĕрремĕш класа кайрăм. Ялта тăватă çуллă шкул кăначчĕ. Малалла вĕренес тесен сакăр çухрăмри кӳршĕ Чăваш Çĕпрелне каймаллаччĕ. Эпĕ пуçламăш шкултан вĕренсе тухрăм. Вуниккĕри хĕрачан шутсăр малалла пĕлӳ пухас килетчĕ, анчах чухăнлăх кансĕрлерĕ. Çак ӳкерчĕк халĕ те куç умĕнче: аннепе вăрманта шертесем хатĕрлерĕмĕр те çĕрĕпе иксĕмĕр киле сĕтĕртĕмĕр. Ир-ирех 10 çухрăмри Пухтелне сутма илсе кайрăмăр. Вĕсемшĕн пире пĕр витре вĕтĕ çĕрулми пачĕç. Анне тата пĕр витре çĕрулми хуппи ыйтса илчĕ. Ывăнса халтан кайнăскерсем киле аран-аран çитсе ӳкрĕмĕр. Анне çĕрулми хупписене кăмака плити çинче типĕ-трĕ те çирĕ. Пире памарĕ, шеллерĕ пĕчĕкскерсене. Анне наркăмăш тулнă çĕрулми хуппи çинипе кайран пит хытă аптăрарĕ. Ырă çынсем ăна сĕт ĕçтере-ĕçтере аран ура çине тăратрĕç.
Вăрçă вăхăтĕнче эпир çăкăр тутине пĕлмен. Уй-хирте те çăкăр ӳсместчĕ, мăянпа çумкурăк кăна. Эпир мăян вăрринчен пĕçернĕ пашалу тата курăк çисе ӳснĕ. Çуркунне çĕрнĕ çĕрулми пуçтарнă. Хирсене акма вăрлăх çукчĕ, мĕнпур тырра фронта ăсатнă. Вăрçă чарăнсан кăна, 1946 çулта, хирсене çĕнĕрен тырă акма пуçларĕç.
Пирĕн аннесем хирти мĕнпур ĕçе алăпа пурнăçланă – тракторсемпе машинасем пулман. Эпир, вăрçă ачисем, сакăр çултанпа аннесемпе пĕрле хирте тăрăшнă. Пĕр ывăç тырă илсен те тĕрмене лартатчĕç. Çавăнта вара хĕрарăмсем пĕтетчĕç.
Кам выçлăх курман – ăна Турă нихăçан та ан кăтарттăр. Халĕ хăш-пĕри пурнăç начар текелет. Мĕнле чĕлхисем çаврăнаççĕ тульккă! Пире, вăрçă ачисене, çакăн пек сăмах илтме пит йывăр. Эпĕ çапла шутлатăп: сĕтел çинче çăкăр пулсан эсĕ чи телейлĕ çын, мĕншĕн тесен çăкăртан асли çук тенĕ чăвашсем. Çăкăр хакне эпĕ мĕн пĕчĕкрен пĕлетĕп. Пурнăçăмра çăкăр тĕпренчĕкне те сĕтел çинчен шăлса пăрахман. Тӳрех вăрçăпа пиçĕ-хнĕ ачалăхăма аса илетĕп.
Мĕнле йывăр пурнăç пулсан та эпĕ пурĕпĕр вĕрентĕм. Хам ĕçлесе, укçа пухса пĕлĕве туптарăм.
Халĕ эпĕ 81 çулта. Хамшăн хам пурăнатăп, «Укăлча» ансамбльпе тĕрлĕ çĕре концертпа çитетĕп, юрлатăп, ташлатăп. Облаçри чăвашсем йĕркелекен уявсенчен те юлмастăп. Концертсемпе спектакльсем курма юрататăп. «Эсир халĕ те çамрăк çын пек курăнатăр. Мĕнре сирĕн вăрттăнлăх/» - тесе ыйтсан пĕр иккĕленмесĕр пире вăрçă хурçă пек туптанă тесе хуравлатăп.
 
Аслă Нагаткин.
 
: 459, Хаçат: 18 (1419), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: