Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
А.Ф.Ермилов (Юман) çинчен эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех илтнĕ. Унăн сăввисем тăтăшах Çĕпрел районĕнчи «Çĕнĕ çул» (халĕ «Тăван Ен») хаçатра пичетленсе тухатчĕç.
Пĕррехинче пирĕн класс ертӳçи Н.Н.Албутов вырăс чĕлхипе пичетленсе тухнă А.Ермиловăн сăввисемпе паллаштарчĕ. Каярахпа пирĕн тăрăхри писательсемпе çыхăнтарса пултарулăх каçĕ иртрĕ. Çакăн çинчен эпĕ «Çĕнĕ çул» хаçата кĕске хыпар çырса янăччĕ.
А.Ф.Ермилов-Юман поэтпа çывăх паллашма мана «Канаш» хаçат пулăшрĕ. Унччен эпĕ ăна пичетрен çеç вуласа пĕлнĕ. Малалла мана унпа темиçе çул хушши юнашар ĕçлеме тӳр килчĕ.
«Канаш» хаçата ĕçлеме вырнаçсан Анатолий Федорович редакцие пырса кĕчĕ. Эпĕ сĕтел хушшинче хаçат валли статья хатĕрленĕ вăхăтра пулчĕ ку. Валериан Федорович Ромашкин (ун чухнехи хаçат редакторĕ) пире Юманпа паллаштарчĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Нагаткинтан. «Эпĕ Юман пулатăп», - терĕ вăл мана алă парса. Паллашнă хыççăн пурте сĕтел хушшине вырнаçса лартăмăр. Анатолий Федорович пире, çамрăксене, журналистика ĕçĕ пирки ăнлантарса пачĕ, эпир çырнă статьясене пăхса тухрĕ. Çавăн пекех çулсем иртнĕ май Анатолий Ермилов вырăнти çыравçăсене писательсен шайне çити ӳсме пулăшрĕ. Çав шутра эпĕ те.
Каярахпа Л.Данилов, А.Дмитриев, Н.Матросов çыравçăсем А.Ф.Ермилов сĕннипе калавсемпе сăвăсем çырма пуçларĕç. Таврапĕлӳçĕсем те вăл пулăшнипе ял историйĕпе çыхăннă тĕрленчĕксем çырма тытăнчĕç. Хăй те "И.Я.Яковлев ячĕллĕ" историлле очерксен пуххине çырса кĕнеке кăларчĕ. Çакна шута илсе ăна Чăваш Республикинчи таврапĕлӳçĕсен союзĕ тата Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ӳнер академийĕ «Чăваш халăх академикĕ" сумлă ят пачĕ.
Унăн пултарулăхне чăваш писателĕ-сем: Д.Гордеев, Юхма Мишши, Р.Сарпи, В.Чекушкин, В.Станьял тата ыттисем те – пысăк шая хурса хакланă.
Юлашки вăхăтра кăна унăн вунă ытла кĕнеке тухрĕ. Пичетрен тухсан çийĕнчех вăл мана асăнмалăх çырса парнелет. Халĕ манăн килти вулавăшра поэтăн тĕрлĕ вăхăтра пичетленсе тухнă кĕнекисем упранаççĕ. Вăхăтран вăхăта эпĕ вĕсене алла илсе вулатăп. Куç умне вара Анатолий Федоровичпа пĕрле ĕçленĕ самантсем тухса тăраççĕ.
Поэтпа ĕçленĕ тапхăрсем манăн пурнăçра чи лайăх вăхăтсем. Çапла мухтанса калама пултаратăп эпĕ. Çав çулсем - манăн пуянлăх.
Халĕ те Анатолий Федорович ĕçсĕр лармасть: вулать, çырать, пичетлет, Чăваш Ен ĕçĕсене те хутшăнать, çамрăк çыравçăсемпе тĕл пулса калаçать, пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшать вăл – çулĕпе çамрăках мар пулсан та.
Анатолий Федорович Ермилов-Юманăн еткерлĕхĕ – чăваш халăхĕн пуянлăхĕ. Çав пуянлăхпа малашне çыравçăсем усă курса чăваш литературинче тарăн йĕр хăварасса шанас килет. "Чăваш халăх поэчĕ" ята Анатолий Юман чăннипех те тивĕçлĕ.
 
: 445, Хаçат: 18 (1419), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: