Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕш кунĕ. Канав ялĕ. Эпĕ ăна улттăри ача кăна пулсан та нихăçан та манмастăп.
Сенкер тӳпере хĕвел хĕртсе пăхать. Йĕри-таврара тĕрлĕрен ӳсен-тăран ешерет. Сарлака урам тăрăх кассăн-кассăн лăпкă та ăшă çил вĕрет, çан-çурăма ачашлать. Вĕçенкайăксем те хăйсен ĕçне пикеннĕ, лара-тăра пĕлмесĕр каллĕ-маллĕ вĕçеççĕ, чĕпписене кăларма йăва çавăраççĕ. Таçта тӳпере тăри вĕçĕмсĕр юррине шăрантарса чуна савăнтарать. Илемлĕ кун паян! Калăн, çутçанталăк та халăхпа пĕрле савăнать.
Хирти ĕçсем вĕçленмен-ха. Апла пулин те паян çынсем колхоз ĕçне тухман. Пуçлăхсем пĕтĕм çĕршывĕпе канмалли кун пултăр тесе пĕлтернĕ. Сăлтавĕ пысăк! Паян - Çĕнтерӳ кунĕ! Тахçантанпа кĕтнĕ савăнăçпа пирĕн ял халăхĕ колхоз кантурĕ умне пухăннă, районтан пуçлăх килсе çитессе кĕтеççĕ. Вăл Аслă вăрçă çĕнтерӳпе вĕçленнине халăха пĕлтермелле. Савăнăçлă кун ячĕпе пирĕн колхоз пуçлăхĕсем ял халăхне пысăк чыс тума шутланă: урам варринче пысăк хурансенче тĕрлĕ тутлă апат пиçет. Симĕс курăкпа витĕннĕ çерем çинче сĕтелсем, вĕсен йĕри-тавра хăма сакăсем вырнаçтарнă. Сарлака сĕтелсем çинче вĕреме кĕнĕ сăмаварсем чашласа лараççĕ. Унтах хаклă чашăк-тирĕк, чей куркисемпе стакансем хăнасене кĕтеççĕ. Вăрçă çулĕсенче çав савăт-сапана хуçисем тарăн арчасем тĕпĕнче усранă. Кулленхи выçă пурнăçра вĕсем кирлех те пулман. Тăм чашăксемпе тата катăк кашăксемпех çырлахнă. Паянхи савăнăçлă куншăн çынсем пур пек пуянлăхне арча тĕпĕнчен кăларса сĕтел çине лартнă.
Акă Пăва районĕн (1943 çулта Чĕмпĕр тăрăхĕнчен Тутар Республикине куçарнă) пуçлăхĕ те çемçе тăрантаспа килсе çитрĕ. Таçтанах паллă – пĕр ялта кăна пулман паян район пуçлăхĕ. Лаши шурă кăпăкпа витĕннĕ, йывăррăн сывлать. Васкать пуçлăх район халăхне савăнăçлă хыпар пĕлтерме. Паян унăн пур яла та çитмелле. Вăл Çĕнтерӳ ячĕпе халăха саламларĕ, ĕçре пысăк çитĕнӳсем тума сунчĕ те сĕтел хушшине лармасăрах кӳршĕ яла тухса вĕçтерчĕ.
Вăрçă вĕçленнине, унта эпир çĕнтернине пирĕн ял халăхĕ эрне маларах пĕлнĕ-ха. Савăнăçлă хыпар вăйлă çилтен та маларах вĕçет тесе ахальтен каламан ваттисем. Ун чухне те халăх чунтан, чĕререн савăннă ĕнтĕ. Апла пулин те çак хыпара пысăк пуçлăхсем çирĕплетнĕ хыççăн Çĕнтерӳ тата пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ. Халĕ пире ăнланма та йывăр. Çынсем пĕр-пĕрне ыталаса чуптăваççĕ, пурин те пит-куçĕ савăнăçлă, темĕн шавлаççĕ. Çав хушăрах хурлăхлăн йĕрекен хĕрарăм сассисем те чĕрене шарт çураççĕ. Вĕсене те ăнланмалла! Нумайăшĕн тăванĕ паянхи савăнăçлă куншăн хăйĕн пурнăçне панă, хăрушă çапăçура пуçне хунă. Вĕсем нихăçан та таврăнаймĕç. Çавăнпа йĕреççĕ тăлăхсем! Мĕн тăвăн, çак тĕнчере савăнăçпа хурлăх яланах çума-çумăн утаççĕ.
Пăртак лăплансан халăх сĕтел хушшине вырнаçрĕ. Пире те, вак-тĕвеке, çумĕсене лартрĕç. Сĕтелсем çинче услам çăвĕпе тутлăлантарнă вĕри нимĕр, çупа чашăксем çинче çамрăк пăру ашĕ. Вĕсем пирĕн куçсене илĕртеççĕ, тутлă шӳрпе шăрши таврана сарăлса сăмсана йĕкĕлтет. Апат умĕн çитĕннисене çĕршер грамм эрех ярса пачĕç. Хайхи нарком паекĕ пулчĕ темелле. Пире те уйăрса хăвармарĕç, кашнине çупа пыл сĕрнĕ çăкăр татăкĕ тыттарчĕç. Тутлă апат çинĕ хыççăн кăштах эрехпе хĕрĕнкĕленнĕ халăх хушшинче юрăпа ташă ăстисем те тупăнчĕç. Хуткупăссăрах юрларĕç, ташларĕç хĕрарăмсем. Арçынсем çукчĕ-ха çав уявра. Вăрçăран таврăнса ĕлкĕрейменччĕ. Апла пулин те питĕ савăнăçлă иртрĕ пĕрремĕш Çĕнтерӳ уявĕ!
Çакă та асран тухмасть. Вăрçă çулĕсенче курăкпа крахмал çиме хăнăхнăскерсем çак кун тутлă апат тутантăмăр.
 
 
Майна районĕ.
 
: 429, Хаçат: 18 (1419), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: