Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Йӳшкел ялĕ анлă улăх çумĕнче айлăмра вырнăçнă. Çуркунне ейӳ вăхăтĕнче çак улăха пĕтĕмпех шыв илет, аялти урам патнех çывхарать. Çавна пула ку урамра çичĕ çуртран пиллĕкĕшĕ пушаннă ĕнтĕ, çынсем урăх вырăна куçса ларнă.
Кăçал юр хăвăрт ирĕлнипе вара шыв ытла час хăпарчĕ, пӳртсем çывăхнех пычĕ. Кăнтăр апачĕ тĕлнелле аялти касса кĕме те тытăнчĕ вăл.
Ку касăри пĕр килте вăтам çулсенчи мăшăр пурăнать, тепринче – сакăрвунна çитсе пыракан пĕччен Арине кинемей. Шыв урама кĕме пуçласан урам урлă пурăнакан арçынпа хĕрарăм пӳрчĕ умне автомашина килсе чарăнчĕ, вĕсем ун çине васка-васка япалисене тиерĕç. Пӳрт умĕнче кăкарса хунă пысăк йытти вара ун-кун чупкалать, сăнчăрĕнчен вĕçерĕнесшĕн турткаланать, йынăшать, вĕре-вĕре илет. Анчах хуçи ăна курмасть те, илтмест те тейĕн. Ун çине никам та тимлесе пăхмасть.
Тиесе пĕтерсен машина часах пӳ-рт умĕнчен хускалса кайрĕ, арçынпа хĕрарăм – ун çинче. Йытти вара çаплипех кăкарăнса юлчĕ. Шыв вара пӳрт енне çывхарса пырать.
Çакна Арине чӳречерен курса тăчĕ. Йытă хытă йынăшнипе тата вĕрнипе вăл урама тухрĕ те ун сăнчăрне мăйĕ-нчен вĕçертсе ячĕ.
-Атя, Ишпут, хам пата. Сана хуçу пăрахса хăварчĕ. Эпир никама та кирлĕ мар халь. Эс те пĕччен, эп те пĕччен. Сана эп аслăк çине илсе хăпарăп, çавăнта ирттерсе ярăпăр ейӳ вăхăтне. Кăçалхи шыв пӳртех кĕрсе каять – сисетĕп эпĕ. Анчах ниçта та каймастăп эпĕ, мĕнле те пулин ирттерсе ярăпăр-ха ку вăхăта иксĕмĕр...- васкамасăр калаçрĕ кинемей йытăпа.
Арине хăйне кирлĕ япаласене пурне те аслăк çине хăпартрĕ: çăкăр-пĕремĕк, матрас-утиял, пластик бутылкăсемпе – шыв... Пĕр кастрюль çĕрулми те пĕçерсе ĕлкĕрчĕ.
Ĕçсене пĕтернĕ тĕле шыв картишне кĕрсе кайрĕ, вăл бассейн пек курăнать. Арине Ишпута чикмек тăрăх аслăк çине улăхма пулăшрĕ.
Тепĕр кун кăнтăрла иртсен шыв пӳ-ртех кĕрсе кайрĕ. Виçĕ кун пурăнчĕç аслăк çинче кинемейпе йытă. Шыв чаксан вара пылчăклă картишне анчĕç. Йытă Арине патĕнчен ниçта та каймарĕ, çакăнтах юлчĕ. Çапла икĕ пĕччен чун пĕр-пĕрне тупрĕ.
Часах ăшă кунсем çитрĕç, ем-ешĕл курăк тухрĕ. Пĕррехинче Арине пӳрчĕ умĕнче ларнă чухне хăйсем патнелле машина килнине курчĕ. Вăл çитсе чарăнчĕ те – ун çинчен кӳршĕ арçынни анчĕ. Ишпут ăна курсан тӳрех салхулланчĕ, хӳрине аялалла антарчĕ те Аринен картишне кĕрсе кайрĕ.
-Кӳршĕ ялта аппасем патĕнче пурăнтăмăр эпир. Ишпут сан патра-и/ Илсе каям-ха ăна,- терĕ арçын кинемее сывлăх сунмасăрах.
-Йытту хăвăн. Илсе кайма пултаратăн. Мана йывăр вăхăтра вара вăл питĕ пулăшрĕ. Эпĕ пĕччен пулмарăм. Аслăк çинче иккĕн пурăнтăмăр. Çын пулмасан та – чун вĕт. Йытă çумрине ялан туйса тăтăм, мана кичем пулмарĕ,- терĕ Арине салхуллăн.
Аринепе арçын картишне йытă хыççăн кĕчĕç.
-Ишпут, атя киле. Эп таврăнтăм,- терĕ арçын йытă патнелле савăнăçлăн çывхарса.
Лешĕ ун сассине илтсен сараях кĕрсе кайрĕ – алăкран пуçне çеç кăтартса тăрать. Ун куçĕ сивĕ, арçын çине йытă çиллессĕн пăхать.
-Эсĕ мĕн, хуçуна та палламастăн-и/ Эпир урăх çĕре куçрăмăр. Ну-ка, атя киле! – хăратса та хистесе каларĕ арçын.
Йытта ку килĕшмерĕ, вăл шăртне тăратрĕ, шăлне кăтартрĕ те хăр-р! туса хăрлатса илчĕ. Арçын кун пеккине кĕтменччĕ.
-Эс мĕскер, Ишпут/ Ютшăнма та ĕлкĕртĕн-и/ Эп сана илме килтĕм вĕт,- ним тума пĕлмесĕр, çухалса кайса калаçрĕ йыттăн малтанхи хуçи.
Унтан вĕсем пĕр-пĕрин çине пăхса тăчĕç.
-Эс мана астуса илеймерĕн-и, Ишпут/ - терĕ те арçын хăй пуçĕнчи карттусне хывса йытта ывăтса пачĕ. -Шăршла, ман шăрша аса ил.
Ишпут карттус çине çĕре ӳкнĕ-ӳкменех сиксе ларчĕ, шăлĕсемпе çыртса илчĕ те хăрлата-хăрлата енчен енне суллама тытăнчĕ, урипе ун çине пусса тăрса тăлпарĕ, самантрах çуркаласа-турткалас а пăрахрĕ...
Çакна курсан арçын чăннипех хăраса ӳкрĕ, унăн куçĕ хăйпе хăй чарăлса кайрĕ. Вăл ерипен хыçалалла чакма пуçларĕ, куçне йытă çинчен илмесĕрех чĕтрекен аллипе хапха алăкĕн хăлăпне шырарĕ. Ăна тупсан вара алăка хăвăрт кăна уçрĕ те леш енчен шаплаттарса хупрĕ...
 
: 438, Хаçат: 18 (1419), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: