Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çу (май) уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ульяновскри Ипподром тӳремĕнче (Çĕнтерӳ паркĕ çумĕнче) йăлана кĕнĕ халăх уявĕ – область АкатуйĔ иртет.
Уява Ульяновск облаçĕнчи искусство тата культура политикин министерствипе Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ йĕркелеççĕ.
Акатуй – чăваш халăхĕн чи паллă та илемлĕ уявĕ. Вăл халăхăн историне, йăли-йĕркине, культурине туллин кăтартма май парать.
Кăçалхи Акатуйра ентешсене вырăнти, кӳршĕ регионсенчи, Чăваш Республикинчи пултарулăх ушкăнĕсем юрри-ташшипе савăнтарĕç, купăсçăсем пĕр-пĕрин хушшинче маçтăрлăхĕпе тупăшĕç. Кунтах суту-илӳ пырĕ, çав шутра чăваш капăрлăхĕсемпе тумĕсен илемлĕхне курма, вĕсене туянма май пулĕ. Халăх ăстисем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарĕç. Акатуй хăнисене халăх апат-çимĕçĕпе, шӳрпепе тата сăрапа хăналĕç.
Кĕрешĕве, наци вăййисене кашни хутшăнма пултарать. Программăпа килĕшӳллĕн Акатуйра Н.И. Тимряков ячĕпе чупу иртет.
Акатуя облаçри, Чăваш Республикинчи власть органĕсен çыннисем, кӳршĕ регионсенчи тата районсенчи наципе культура автономисен ертӳçисем хутшăнĕç.
Пурне те Акатуя йыхравлатпăр!
Хапăл туса кĕтетпĕр!
 
: 443, Хаçат: 18 (1419), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: