Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр вăй тытăмĕ-сенче тăракансене уявсем вăхăтĕнче уйрăмах сыхă пулмаллине чĕнсе каланă.
- Канмалли кунсенче çулăма пула çынсем шар ан курччăр тесе ятарлă вăй ведомствисемпе муниципаллă пĕрлĕхсен пуçлăхĕсем çирĕп мерăсем йышăнмалла. Регионта ăшă та типĕ çанталăк тăнă вăхăтра пушар хăрушсăрлăхне вăйлатмалла, профилактика ĕçне ӳстермелле, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Облаçра пушарпа кĕрешмелли ятарлă йĕрке кĕртнĕ. Вăл çу уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсăлать. Çак тапхăрта тĕрлĕ чару кĕртеççĕ. Чи малтан вăл граждансем вăрмана çӳрессипе çыхăннă: вăрманта кăвайт чĕртме, кивĕ курăка çунтарма юрамасть. Уй-хирте те çаплах пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмалла – курăкпа кивĕ улăма çунтарма юрамасть.
- Пур вăйсен те пушартан сыхланса сыхă тăмалла: муниципалитетсенче граждансене пухса пушар хăрушлăхĕ пирки тепĕр хут калаçу ирттермелле, пушарпа кĕрешмелли сыхлав йăрăмĕсем тумалла, ялсене типĕ курăксенчен тасатмалла. Пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм йĕрки тапхăрĕнче сыхлав ĕçне ирĕклĕ халăх дружинисене явăçтармалла, талăкĕпе дежурство йĕркелемелле.
Федераллă саккунпа çак тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăснăшăн штрафсем те ӳсеççĕ: граждансемшĕн вăл 2 пинрен 4 пин тенке çитет, должноçри çынсемшĕн 15 пинрен – 30 пине, организацисемпе предприятисемшĕн 400 пинтен – 500 пине.
Аса илтеретпĕр: пушар тухсан 112 (кĕсье телефонĕпе) е 01 (стационар телефонĕпе) номерсемпе шăнкăравламалла.
 
: 443, Хаçат: 18 (1419), Категори: МЧС

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: