Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Людмила Николаева (Кузьмина) Ульяновск хулин тĕп клиника пульницинче (ЦГКБ) барокамерăра вăй хурать. Кăçал унта ĕçлеме пуçланăранпа шăп та шай чĕрĕк ĕмĕр çитет.
Людмила Кузьмина Тутарстанри Тăхăрьял тăрăхĕнче – Пăва районĕнчи Чăваш Киштек ялĕнче – 1973 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Амăшĕпе ашшĕн, Нина Стефановнапа Иван Романович Кузьминсен, пĕртен-пĕр хĕрĕ вăл.
- Эпĕ ачаранах тухтăр пулма шухăшланă. Тĕлĕксенче те хама шурă халатпа пĕрре мар курнă. Шкултан аван паллăсемпе вĕренсе тухнăскер документсене пĕр тăхтамасăрах Ульяновскри фармакологи колледжне медицина сестрисене хатĕрлекен уйрăма кайса патăм. 1990-1992 çулсем маншăн та ытти мĕнпур студентсемпе вĕренекенсенни пекех чи çутă та, чи телейлĕ тапхăр. Вĕреннĕ май хам суйласа илнĕ специальноçа ытларах та ытларах юратма пуçларăм. Алла диплом илсен хулари тĕп клиника пульницине вырнаçрăм та паянхи кунчченех унта тăрăшатăп. 25 çул хушшинче иккĕмĕш кил пекех туйăнма пуçларĕ сиплев çурчĕ маншăн. Малашне те çакăнтах вăй хума кăмăл пур-ха, - тет вăл.
- Çакăн чухлĕ вăхăт пĕр уйрăмра, пĕр çĕрте ĕçлеме мĕн хавхалантарнă-ха/ - ыйтрăм эпĕ Людмила Ивановнăран.
- Чи малтан, паллах, ĕçе юратни, унтан – тивĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлани, яваплăха туйни, чирлисене ăнланни тата пулăшма васкани, - кăмăллăн кулса хуравларĕ вăл. – Барокамерăра - пĕчĕк е пысăк сывлăш пусăмĕ тумалли тачă хупăнакан сăнав камеринче – сипленес текенсем нумай. Кислород тĕлĕнтермĕшсем тăвать. Сиплев мелĕн сиенлĕхĕсем те çук мар. Çавăнпа та тухтăрпа канашлани, умĕн мĕнпур анализсене пани вырăнлă, - тет хĕрарăм.
Тĕлĕнтермĕшсем тенĕрен, хурава уçăмлатма, ĕç биографийĕнчи асра юлнă чи кăсăк самантсене аса илме ыйтрăм.
- Эп пульницана вырнаçнă çулах пулса иртрĕ ку ĕç - пирĕн пата барокамерăна ачине çуратсанах тăнне çухатнă çамрăк хĕрарăма илсе килчĕç. Ку хуйхă пулнăранпа темиçе кун та иртнĕччĕ пек астăватăп. Пирĕн уйрăмри сипленĕве юлашки шанчăк пек пăхнă хĕрарăм тухтăрĕсем те, ашшĕ-амăшĕ те. Çамрăк та хитрескер хăй сывлаймастчĕ – ăна мĕнле аппаратпа кăна çыхăнтарманччĕ-ши/ Барокамерăра пĕр сехет кислород айĕнче вырттарсан вăл сасартăк хăй тĕллĕн сывлама пуçларĕ. Эпĕ унăн амăшĕн куççульпе тулнă куçне халĕ те астăватăп, сиплев ăна хĕрне «лерен» каялла тавăрма пулăшрĕ-çке, - каласа парать Людмила Николаева.
- Тӳррипе каласан ĕçлеме çăмăлах мар – йывăртарах чирлисене хамăрăн йăтса тăратма, куçарма тивет. Малтан урамран кĕнĕ тумĕсене хывса пульницарине тăхăнтаратпăр, хĕрарăмсенне пичĕ çинчи сăрне (косметика) çуса тасататпăр. Камерăна таса ӳтпе çеç кĕмелле. Медицина сестрин ĕçĕ питĕ пысăк тимлĕх ыйтать. Полицире вăй хуракан çыннăнни пекех тепĕр чух – пурне те тĕрĕслесе кĕртмелле, ĕç хăрушсăрлăхне пăхăнмалла. Унсăр инкек сиксе тухма пултарать. Телевизорпа хыпарсем панăччĕ-çке нумаях пулмасть кăна: пĕр хулара амăшĕ барокамерăна вырттаракан ачине тухтăртан вăрттăн тетте панă – ăна вут хыпса илнипе ача ӳчĕн 90 проценчĕ çуннăччĕ. Тепĕр хулара пĕр каччă камерăра чăнах та кислород-и тесе тĕрĕслесе пăхма йĕмĕ айĕнче пытарса зажигалка илсе кĕнĕ. Ăна çеккунтрах вут хыпса илнĕ. Шел, вилĕмрен хăтарса хăварма май килмен, - ассăн сывлать вăл.
Пульница иккĕмĕш кил терĕмĕр, анчах та чи юратни, чи хакли хĕрарăмшăн çемйи, тăван çурчĕ. Мăшăрĕпе, Таккавар (вăл та Тăхăрьялтах вырнаçнă) йĕкĕчĕпе, пĕр шкулта вĕреннĕ. Олег Иванович милици тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. Хĕрĕ аслă шкул хыççăн Ульяновскра банкра ĕçлет. Кашни кану кунĕнче тенĕ пекех тăван ялĕнче пурăнакан ашшĕпе амăшĕ патне васкаççĕ Николаевсем. Ватăлса, вăйсăрланса пыракан çынсемшĕн хĕрĕпе кĕрӳшĕ чăн-чăн çăлăнăç. Унтах пахча çимĕç, çĕрулми çитĕнтереççĕ вĕсем. Аслашшĕ Аслă вăрçă паттăрĕ пулнипе, фронтран сывă таврăнма пултарнипе те мухтанать Людмила Ивановна.
Çĕнĕ хулара пурăнма килĕшет Николаевсене. Уйрăмах сарлака урамсене, ырă çыннисене ытараймаççĕ вĕсем. Унтах Людмила Ивановнан шанчăклă та юратнă юлташĕ пурăнать. Хăйĕнчен икĕ çул аслă Зинаида Петровна Шипкова уншăн аслă аккăшĕ евĕрех çывăх.
- Турă йăмăк та, аппа та, шăллăмпа тете те паман мана. Ун вырăнне туслă та юратуллă çемье çавăрма пилленĕ, шанчăклă туссем тупма пулăшнă. Пурнăçпа эпĕ питĕ кăмăллă. Малашне шăпаран тăнăçлăх çеç ыйтатăп, - терĕ пăрчăкан евĕр вăр-вар медицина сестри.
 
: 121, Хаçат: 19 (1420), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: