Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Çу (май) уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ульяновскри Ипподром тӳремĕнче (Çĕнтерӳ паркĕ çумĕнче) йăлана кĕнĕ халăх уявĕ – область АкатуйĔ иртет.
Уява Ульяновск облаçĕнчи искусство тата культура политикин министерствипе Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ йĕркелеççĕ.
Программăра:
-Тутар, Чăваш Республикисенчен, Сарă Ту, Самар облаçĕсенчен килекен тата вырăнти пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕ*
- купăсçăсен «Кала, хуткупăс» тата такмакçăсен «Янăра, такмак» конкурссем*
- наци кĕрешĕвĕ, спорт вăййисем*
- Н.И.Тимряков ячĕпе чупу*
- халăх вăййисем: михĕпе çапса антарасси, кĕвентепе шыв йăтса ăмăртасси, кашăк çине çăмарта хурса чупасси, вĕрен туртасси тата ытти*
- ача-пăча площадки.
Кунтах суту-илӳ пырĕ, çав шутра чăваш капăрлăхĕсемпе тумĕсен илемлĕхне курма, вĕсене туянма май пулĕ. Халăх ăстисем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарĕç. Акатуй хăнисене халăх апат-çимĕçĕпе, шӳрпепе тата сăрапа сăйлĕç.
Пурне те Акатуя йыхравлатпăр!
Хапăл сунса кĕтетпĕр!
 
: 13, Хаçат: 19 (1420), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: