Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Майăн 9-мĕшĕнче Ульяновскра Аслă вăрçăра нимĕç фашисчĕ-сене çĕнтернĕренпе 72 çул çитнине халалланă анлă мероприятисем иртнĕ.
Ирпе 11 сехетре Ленин тӳремĕнче парад пулнă: Ульяновск гарнизонĕ-нчи çар çыннисем, çар вĕренӳ учрежденийĕсенчи курсантсемпе кадет класĕсенче вĕренекенсем колоннăпа хаваслăн утса иртнĕ. УАЗ «Патриот» машинăсемпе Ульяновскăн Ĕç Хисепĕн, вăрçă вăхăтĕнче ĕçленĕ предприятисен, «Ĕç мухтавĕн организацийĕ» ялавĕсене турттарса иртнĕ. Парада Ульяновск гарнизонĕн çар оркестрĕ вĕçленĕ. Уявăн хăнисем çаплах Мускаври Хĕрлĕ площадьре РФ Президенчĕ Владимир Путин саламланине курнă.
Кăнтăрла хыççăн 15.00 сехетре «Вилĕмсĕр полк» тăвăм пуçланнă. Кăçал унта Ульяновск облаçĕнче 70 пин ытла çын хутшăннă. Вĕсенчен 30 пинĕ – Ульяновск хулинче.
Область çыннисем вăрçăра çĕнтерессишĕн пурнăçне шеллемен тăванĕ-сен, аслашшĕ-кукашшĕпе асламăш-кукамăшĕ сăнӳкерчĕкĕсене йăтса колоннăпа Ульяновскри Ленин мемориалĕнче тытăнса Çĕнтерӳ 30 çул ячĕллĕ тӳреме çити утнă. Мероприятие Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр та çемйипех хутшăннă. Кĕпĕрнаттăр кукашшĕн – Сергей Филипповăн портретне йăтса пынă.
-«Вилĕмсĕр полк» – астăвăм тăвăмĕ. Вăл çĕнтерӳçĕсем умĕнче пуç тайнине, вĕсене чун-чĕререн хисепленине палăртакан, пирĕн ирĕклĕ-хшĕн, тĕнчене пусмăрлăхран хăтарассишĕн пуçне хунă, çĕнтерĕве çывхартассишĕн куллен ырми-канми ĕçленĕ пĕр çынна та манманине пĕлтерекен пулăм. Эпир вĕсене манмасан вĕсем тата историри чăнлăх пурăнаççĕ, - тенĕ Сергей Морозов.
Пирĕн облаçра тăвăма виççĕмĕш хут йĕркеленĕ. Çулсерен унăн йышĕ ӳссе пырать.
«Вилĕмсĕр полк» регионти кашни муниципаллă пĕрлĕхре иртнĕ.
 
: 48, Хаçат: 19 (1420), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: