Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттерĕ» музейра И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш педагогика училищине вĕренсе пĕтернисен йăлана кĕнĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ.
Шел, вăхăт пĕр чарăнми малалла ыткăнать. Çулсерен тĕлпулăва килекенсен шучĕ чакса пырать: кăçал вуниккĕн кăна пухăнма пултарчĕç. Нумайăшĕ çула тухма пултарайманнипе телефонпа шăнкăравласа е çыру çырса пĕрле вĕреннисене салам сăмахĕсем каларĕç. Паллах, чунĕпе тата шухăшĕпе вĕсем çак кун Яковлев шкулĕнче пулчĕç.
Хăнасене Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономи председателĕ Олег Мустаев саламларĕ. Сăмахĕнче вăл И.Я.Яковлев 1886 çулта чăваш ачисем валли шкул уçни чăваш халăхĕшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни тата унтан вĕренсе тухнисен педагогикăри пысăк тӳпи пирки каларĕ.
Ульяновскри чăваш педагогика училищине 1956 çулта хупнă. Анчах та унтан вĕренсе тухнисем паянччен вĕреннĕ çулĕсене асра тытаççĕ, хăйсене ăс парса пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă педагогсене çĕре çитиччен пуç таяççĕ.
Тĕлпулура вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Г.Н. Афанасьева, математика преподавателĕ П.Т.Тимофеев, истори учителĕсем Э.С.Алексеевапа Г.С.Пичугин, чăваш чĕлхипе вĕрентнĕ П.И.Павлов, училище директорĕ П.М.Якимушкин пирки нумай ырă сăмах янăрарĕ. Асаилĕвĕсемпе Мария Дмитриевна Костюнина (Гришанова) тата Гордей Васильевич Яковлев (1951 çулта вĕренсе тухнă), Антонина Федоровна Белова (Скобелева) тата Маргарита Ивановна Кузнецова (1954), Иудин Юрий Николаевич, Александр Михайлович Богатов пухăннисене паллаштарчĕç.
А.М.Богатов пĕрле вĕреннисене парне – «Нам за прошлое не стыдно» кĕнекине пачĕ.
Музей ĕçченĕсем хăнасене хăйсен кулленхи ĕçĕпе паллаштарчĕç.
Чăвашсен «Илем» юрă ушкăнĕ тĕлпулăва юрă-ташăпа илемлетрĕ.
Юлашкинчен пухăннисене чей ĕçтерчĕç. Укçа-тенкĕпе УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев пулăшрĕ.
«Тепре тĕл пуличчен!» – тесе уйрăлчĕç пĕр-пĕринчен Чĕмпĕр чăваш шкулĕн выпускникĕсем.
 
: 102, Хаçат: 19 (1420), Категори: Тĕлпулу

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: