Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Уксай Яккăвĕ çинчен эпĕ чи малтан Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнă çул хамăра вĕрентнĕ Ольга Васильевна Нагорновăран илтнĕччĕ. Вăл Ульяновскри учительсем хатĕрлекен И.Я. Яковлев ячĕллĕ педучилищĕре пĕлӳ илнĕ чух чăваш студенчĕсене шăпах Яков Гаврилович тăван чĕлхепе литературине вĕрентнĕ иккен.
-Уроксенче вăл пире час-часах «Халăхăн ылтăн кĕнеки» поэмин сыпăкĕсене вуласа кăтартатчĕ,- тесе аса илнине астăватăп.
Ухсай Яккăвĕ хăйĕн поэмине 1937 çулта çырнă. Çĕнĕ хайлавĕ часах хрестоматие кĕнĕ. Ун чухне çирĕм улттăри поэт темиçе кĕнеке авторĕ пулнă ĕнтĕ. Вăл кунта чылай сăвă-поэма хайлать, малашне çырмалли валли паха материал пухать. Ахальтен мар вăрçăчченхи тапхăрта алли витĕр çулсерен 3-4 кĕнеке шăранса тухнă: «Вут чĕлхе», «Телей çинчен хунă юмах», «Пуканесен бригади», «Ял хыпарĕсем», «Сăсар çĕлĕк» сăвă пуххисем, «Ĕмĕт» ятлă малтанхи романĕ, «Тумтир» трагедийĕ, «Костантин Васильевич Иванов» монографийĕ. Кунтах Лениниана çуралать.
Класран класа куçса пынă май чăваш литератури урокĕсенче Ухсай Яккăвĕн сăввисем час-часах тĕл пулма пуçларĕç. Вĕсем çăмăллăн вуланатчĕç, асра юлатчĕç: «Карлав аври касмашкăн кайрăм…» е тата «Юратрăм эп, хирсем, сире…» Кам пĕлмест пулĕ «Саккун тесен сехре хăпатчĕ, чĕтретчĕ пирĕн ӳтĕмĕр» йĕркесене!
Вăрçă çулĕсенче çаплах манăн алла «Ĕмĕт» романĕпе «Ял хыпарĕсем» сăвă кĕнеки лекнĕччĕ.
Аслăрах классенче «кĕнеке чирĕ» ытларах та ытларах çулăхрĕ. Чăвашла кĕнекесем библиотекăсенче сахалччĕ, çавăнпа камăн алне мĕн лекнĕ, çавна тытса вулаттăмăр. Чи юратнă калавсемпе сăвăсене эпĕ ятарласа тунă хулăн тетраде çыра-çыра илеттĕм. Вăрçă çулĕсенчех пирĕн яла «Илемлĕ литература» журналăн (кайран вăл «Тăван Атăл» ятпа тухма пуçларĕ) çĕнĕрен тухма пуçланă малтанхи номерĕсем килсе çитрĕç. Унта, паллах, «Танкист-гвардеец, ялан хаваслă капитан» Ухсай Яккăвĕ çырнă сăвăсемпе поэмăсем те манăн кĕтнĕ киленӳсем пулнă. Часах шкул библиотекине вăрçă çулĕсенче тата ун хыççăн тухнă çӳхе хуплашкаллă кĕнекесем килме пуçларĕç. Эпир вĕсене пурне те пĕр сиктермесĕр, каçса кайсах вуласа пыраттăмăр.
Вăта Тимĕрçенти вăтам шкулта вĕреннĕ чухне маншăн тепĕр кĕтменлĕх пулчĕ: пирĕн истори учителĕ Андрей Иванович Ирбахтин, Ульяновск облаçĕнчи Тереньга районĕнчен тухнă чăваш, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче Ухсай Яккăвĕпе пĕрле ĕçлесе пурăннăскер пулса кайрĕ. Ун чухне поэт ячĕ тăван литературăмăрти чи сумлă ятсенчен пĕриччĕ ĕнтĕ. Вăл çырнă çĕнĕ сăвăсемпе поэмăсем хаçат-журналта та, уйрăм кĕнекен те тухсах тăратчĕç. Поэт мухтавĕпе чапĕ çĕршыв талккăшĕпех çĕкленсе çитнĕччĕ.
-Куратăп-ха, манăн çамрăк тус час-часах Ульяновскри Ленин музейне кайса çӳрет, Владимир Ильича астунă çынсемпе тĕл пулать. Пушă вăхăчĕ нумаях мар пулин те сăвăсем çырма та ĕлкĕрет. Çырнисене мана вула-вула кăтартать. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе кăлăк чăххи пекех ĕçлетчĕ вара. Малтан эпĕ ку вăл унăн яшлăх чирĕ кăна тесе шутланă. Часах акă Шупашкартан пысăк гонорар куçарса пачĕç çакскере. Çĕнĕ кĕнеки тухнă иккен! Çакăн хыççăн ĕнентĕм вара çамрăк педагог çине тăрсах поэзи вăрттăнлăхне алла илнине,- каласа паратчĕ пире Андрей Иванович. Хăй кантăкран кулса пăхакан çурхи хĕвел пекех çиçсе илетчĕ.
* * *
1956 çулта мана Шупашкара çамрăк çыравçăсен канашлăвне йыхрав турĕç. Чăвашсен шĕкĕр хулинче унччен пĕр хутчен пулса курнăччĕ-ха. Ун чухне эпĕ хамăр ентеш-писатель Владимир Садай патĕнче чарăннăччĕ. Çавăн чухнех А.Артемьев, Илпек Микулайĕ, Уйăп Мишши, Иван Пиняев писательсемпе тĕл пулни тарăн йĕр хăварнăччĕ. Ара, эпĕ чĕрĕ писательсене пуçласа курнă-çке-ха. Кĕнеке çыракансем маншăн яланах асамлă чунлă çынсем пек туйăнса тăратчĕç. Ку канашлура тăван литературăн мĕнпур çăлтăрĕ пулмалла. Пире, аякран килнисене, “Атăл» хăна çуртне вырнаçтарчĕç. Çавăн чухне пуçласа курнăччĕ те ĕнтĕ эпĕ Ухсай Яккăвне. Çапах та паллашасси ларусен залĕнче мар, каярах пулчĕ.
Канашлу вĕçленнĕ хыççăн хăна çуртĕнче пĕр номерте вырнаçнă Пăрачкав вырăсĕ Владимир Грибанов поэтпа «Ан хумхан, çăкалăх» юрă авторĕ Фёдор Тихонов (пысăк ал çырăвĕнчен унăн çав сăввине пичете пама суйласа илнĕччĕ) тата темиçе çамрăк автор урамра ăнсăртран Ухсай Яккăвĕпе тата унăн мăшăрĕпе, Мария Дмитриевнăпа, тĕл пултăмăр. Яков Гаврилович пире хăйсен хваттерне йыхрав турĕ. Ун чухне вĕсем «Атăл» хăна çуртĕнчен инçех мар пурăнатчĕç. Самантран эпир вĕсем патне çитсе те тăтăмăр. Тараватлă хуçасем пире сĕтел хушшинех лартрĕç. Вĕри шӳрпе антарнă май Мария Дмитриевна мăшăрĕн мăйне шурă салфетка çыхса ячĕ, пире пурсăмăра та «вăтанмасăр, килти пек» апатланма сĕнчĕ.
Эпĕ хваттер ăш-чиккине тишкеретĕп. Пысăк та çутă пӳлĕм. Стена çинче поэтăн Макаров художник пир çине çуллă сăрăпа ӳкернĕ пысăк портречĕ. Çав портрет репродукцине «Ялав» журналта курнă пек астăватăп. Залра пианино та пур. Ухсайăн икĕ хĕр ача иккен. Эпир пырсан вĕсем юнашар пӳлĕме кĕрсе кайрĕç.
Кĕрекере шăкăл-шăкăл калаçса ларнă май Яков Гаврилович пирĕн çинчен тĕплĕн ыйта-ыйта пĕлчĕ. Шăпах çавăн чухне аса илтертĕм те ĕнтĕ эпĕ ăна Ульяновскри чăваш шкулĕнче пĕрле ĕçленĕ тусĕ çинчен.
-Ирбахтин? Андрей Иванович? Пĕлмесĕр! Епле пĕлес мар-ха? Питĕ лайăх тусчĕ вăл. Пурăнаççĕ тетĕн? Çемйипех-и? Салам кала, эппин, манран,- хаваслансах кайрĕ Яков Гаврилович.
Чĕмпĕр тăрăхне аса илме юрататчĕ вăл. Кун пек чухне сăн-сăпачĕ уйрăмах çуталса илетчĕ.
Сăвăç Ульяновск литераторне П.Бейсова лайăх пĕлетчĕ, Николай Благов поэта кăмăллатчĕ. Ульяновскри радиопа телевидени комитечĕн председателĕнче нумай çул ĕçленĕ Илья Николаевич Милюдина кашнинчех асăнатчĕ. Ăна та вăл вĕрентнĕ иккен. Унăн Ульяновскри ытти тусĕ хушшинче «Ульяновская правда» хаçатра ĕçленĕ Игорь Антоинович Хрусталёв журналист, КПСС обкомĕн секретарĕ пулнă Владимир Николаевич Сверкалов ячĕсене асăнмалла. Юлашки вăхăтра ăна истори наукисен кандидачĕ Жорес Трофимов тĕпчевĕçем кăсăклантаратчĕç. Ятлă поэт ман енĕпе тимлĕ пулнине те çак сăлтавпах ăнлантарса памалла-ши? Эпĕ хампа пĕрле яланах «Чĕмпĕр сывлăшне» илсе çӳренĕ-çке-ха.
Çавăнтанпа эпĕ Шупашкарта кашни çул тенĕ пекех пулнă. Писательсен пухăвĕсене, съезчĕсене пырса çӳренĕ. Отпуск вăхăтĕнче вара çырнă япаласене хаçат-журнал редакцийĕсене е кĕнеке издательствине леçме пырсан темиçешер кун та пурăннă. Çавăн чухне Яков Гавриловича тăтăш курнă, писательсем хушшинче те, трибуна умĕнче те, Союз çуртĕнче те, редакци пӳлĕмĕсенче те, ĕç сĕтелĕ хушшинче те, урамра та. Манпа вăл кашнинчех шăллĕпе калаçнă пек кăмăллăн калаçатчĕ, асăрхаттаратчĕ, канаш паратчĕ, чĕнме те яланах «шăллăм» тетчĕ.
-Ăçта чарăнтăн, шăллăм? Хăна çуртне-и? Аван. Хваттерсенче çынсене чăрмантарса ан çӳре, - тетчĕ те тӳрех Чĕмпĕр хыпарĕсене ыйтса пĕлме тытăнатчĕ. Юлашкинчен, паллах, калаçу литература çине куçатчĕ. Яков Гаврилович, хăй пысăк сăмах ăсти пулнăран, ыттисен пултарулăхне те çав шая хурса хаклатчĕ.
-Мĕн çыран-çĕмĕрен? Ал çырăвне илсе килтĕм тетĕн-и? Аван. Чĕлхепе тăрăшарах ĕçле. Инверсисене тĕрĕс тума вĕрен. Çырнисем вăрăмрах пулса тухнăн туйăнмасть-и сана? Кĕскерех çырма тăрăш. Эпĕ пысăк калăплă произведенисем пирки каламастăп. Чăваш литературин традицийĕсенче вĕсем тивĕçлĕ вырăн йышăнаççĕ. Çав вăхăтрах кĕскен çырса та пысăк шухăша палăртма пулать.
Сăмах май çи-пуçпа ĕç-пуç çинчен ыйтса пĕлме те манмастчĕ: «Чухăн пурăнмастăн-и, укçу çитет-и?»
-Ма кашне çыхмастăн? Пальто тăхăнсан кашне те çыхас пулать. Çын умĕнче тирпейлĕ çӳреме тăрăш, чăваш поэчĕ ятне ан яр,- терĕ пĕррехинче. –Санăн кунта куçса килмелле те çав…Тымарсем тарăн кайнă тетĕн. Юрĕ. Унтах пурăн. Эрех ĕçместĕн-и? Ан ĕç!
Ленин урамĕнче тĕл пулни аса килет. Вăл хăйĕн хваттерĕнчен тухнă çеç, анаталла анать.
-Эсĕ ман патăмаччĕ-и? Кайран кĕрсе тухăн, халĕ обкома чĕнеççĕ. Атя «Чувашия» хăна çурчĕн буфетне, апат çитерсе ярам.
Апачĕшĕн вара маншăн та хăех тӳлерĕ. Ирĕксĕрлесех.
Поэт хăй кĕнекисене парнеленĕ чух çырнă автографсенче те пирĕн сайра хутшăнусен витĕмĕ палăрать пек ман шутпа. Акă маншăн хаклă йĕркесем: «Анатолий Ермилова – шăллăма. Я. Ухсай. Шупашкар. 28-XI-1956 ç.»(«Самана», 1956), «Çамрăк тусăма –Анатолий Ермилова. Я.Ухсай. 25-IX-1958» («Кĕлпук мучи», 1958), «Молодому талантливому поэту Анатолию Ермилову. Я. Ухсай 25-IX-1958» («Дед Кельбук», «Художественная литература» издательство, 1956), «Юман шăллăма ырă çеç сунса – Я.Ухсай. Апрель, 2.1974 ç.» (Ача чухнехи çăлтăрăм». Триологи 1973 ç), «Юман шăллăма унăн йĕкелĕсем шултра та тутлă пуласса шанса. Я.Ухсай, 1974 ç. Шупашкар» («Суйласа илнисем», 1 том, 1971 ç.), «Юман шăллăма шыв ĕçни эрехрен усăллăрах тесе – Я. Ухсай. Шупашкар. Апрель, 1974» ( «Çул çӳренĕ чух çырса пынă кĕнеке», 1966 ç.), «Чунĕпе те ăсĕпе илемлĕ, тĕреклĕ Юман тусăма – Я.Ухсай. Шупашкар. 20-IX-1983 ç.» («Суйласа илнисем». 11 том, 1975 ç.), «Анатолию Юману в память об Ульяновске. Я. Ухсай. 2 апреля 1974 г.» («Избранное» Мускав, «Художественная литература» издательство, 1973 ç.), «Анатолию Юманӳ по-дружески – Я.Ухсай. 20 сентября 1984 г.» (« Избранное», Мускав, «Художественная литература» издательство,1983), «Юман тусăма. Я.Ухсай. 16.11.1980» (К. Иванов. «Избранное». «Советская Россия» издательство, 1974 ç.).
Ахальтен мар ĕнтĕ союза кĕме шутланă май эпĕ чи малтан Яков Гавриловичпа канашласа пăхма шутларăм. Вăл ку шухăша ырласа сĕнӳ хутне çырупа ярса пачĕ, çаврака та вĕтĕ сас паллисемпе çырнă йĕркесене пăлханса вуласа тухатăп. Акă вăл:
«За последнее десятилетие в чувашской поэзии весьма заметно бросается в глаза, тревожит душу количественный рост профессиональных авторов, ставших коренными горожанами, изредка по творческим командировкам Литфонда и путёвкам Бюро по пропаганде литературы выезжающих в деревню, и осенью, и зимою воспевающих красу деревенской весенней природы и соловьиные трели. Такой количественный рост порождает низкий качественный уровень стихотворной продукции, язык становится и вялым, теряется смысловой вес слова, трескучие стихи вытесняет эпический жанр, что призван показывать трудовые и психологические характеры людей, богатырский духовный размах народа.
В количественном росте творцов чувашской поэзии заметно выделяется Анатолий Ермилов (его литературный псевдоним Юман). Обещает он быть не стихотворцем, а поэтом в настоящем смысле слова. Работая в редакции районной газеты и находясь в самой народной гуще, он продолжает по содержанию и форме гражданственности Константина Иванова.
Я не стану перечислять названия его книг, рекомендую его в члены СП СССР, прошу предостеречь своё творчество от ломки строя языка, ради ритма и рифмы не губить стихи и поэмы инверсиями, с совестью, и уважением, любовью относиться к родному языку. Это будет и душевно, и трепетным отношением и к своему народу, творцу всех духовных сил, в том числе и языка.
Псевдоним Юман, что значит Дуб, обязывает Анатолия творить и чеканить стихи ядрёные, как жёлуди.
Я.УХСАЙ,
член СП СССР с 1938 г.
7 августа 1977 г.»
 
 
(Малалли пулать.)
 
: 1246, Хаçат: 46 (1138), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: