Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Алексей Константинович Ургалкин – совет тата чăваш актерĕ, театр режиссерĕ, педагог, Чăваш АССрĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ (1945), Чăваш АССРĕн халăх артисчĕ (1950), РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1957), РСФСР халăх артисчĕ (1968), СССР халăх артисчĕ (1976).
Вăл 1910 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче хальхи Ульяновск облаçĕнчи Çинкĕл районĕнчи Ялавăрта кун çути курнă.
1925-1931 çулсенче Ялавăрти вулав çурчĕн заведующийĕ пулнă. 1932 çулта Магнитогорск театрĕ çумĕнчи актерсен студийĕнче вĕреннĕ, 1932-1935 çулсенче Хĕрлĕ çарта хĕсметре тăнă.
1936 çулта Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçлеме тытăннă, мĕн пурнăçран уйрăличченех тăван театрта вăй хунă.
Театрта 45 çул ĕçленĕ май тĕрлĕ рольсене калăпланă, 250 ытла роль вылянă. Комедилле, трагедилле, авалхи е хăй вăхăтĕнчи сăнарсене ĕненмелле сăнарланă. Халăх пурнăçне, çынсен психологине тĕпрен пĕлни ăна тĕрлĕ жанрсенче çутă та паллă сăнарсем калăплама пулăшнă: А.Н.Островскийĕн «Кашкăрсемпе сурăхсем» – Беркутов, «Чухăнлăх – кăлтăк мар» – Любим Торцов, «Аслати» – Кудряш, «Нарспи» пьесăра – малтан Сетнер, каярах – Михетер, «Ялта» драмăра – Çтаппан, «Айтарта» – Сентиер, «Хура çăкăр» – Шерккей тата ытти рольсем халăх юратнă сăнарсем пулса тăнă.
Хăйĕн ĕçне юратнипе, хисепленипе А.К.Ургалкин ытти артистсемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулнă. Мĕн пĕлнине, мĕне вĕреннине çамрăксене кăтартнă, хăй опытне панă. Ахальтен мар унăн ĕçне патшалăх пысăк наградăсем тата хисеплĕ ятсем парса чысланă.
А.К.Ургалкин «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» (1946), Хисеп орденĕ (1950), Чăваш АССРĕн Верховнăй Совечĕн президиумĕн Хисеп грамоти (1953), «Хастарлăхшăн» (1970), «СССР Ĕç ветеранĕ» (1977) медальсене тата нумай Хисеп хутне тивĕçнĕ. Унăн ятне ЧАССР Ĕç паттăрлăхĕпе Мухтав Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
Режиссер пулса А.К. Ургалкин театр училищин студенчĕсемпе «Аслати», «Усрав хĕр», «Чие сачĕ» постановкăсем хатĕрленĕ.
А.К.Ургалкин ЧАССР Верховнăй Совечĕн 8, 9-мĕш суйлавĕсенчи депутачĕ.
Вăл 1981 çулхи чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Шупашкар масарĕнче пытарнă.
Шупашкарти пĕр урама А.К. Ургалкин ятне панă.
ххх
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ĕçтăвкомĕ йышăннипе регионти кашни паллă чăваша бюст лартма йышăннă.
Йышăнăва пурнăçласа чăвашсен паллă çыравçине, Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче çуралса ӳснĕ Владимир Сатай бюстне лартрĕç.
Кăçал çавăн пекех бюст чăваш тĕнчинче СССР халăх артисчĕ ятне тивĕçнĕ пĕрремĕш ентешĕмĕре А.К.Ургалкина асăнса лартасшăн.
УОЧНКА ĕçтăвкомĕ ырă ĕçе хутшăнма мĕнпур чăваша чĕнет.
РЕКВИЗИТСЕМ:
Получатель: ОО «Ульяновская областная чувашская национально-культур ная автономия»
Расчетный счет:
4070381050023000021 9
КорӲсч. 3010181000000000073 7
ИНН 7303021235
КПП 732501001
БИК 049205737
Банк: Казанский филиал ПАО АКБ «Связь-Банк» г. Казань
Назначение платежа: спонсорская помощь на установление бюста Народному артисту СССР А.К. Ургалкину
Ыйтса пĕлмелли тел.: 8 9272 707 729* 8 902 122 90 95* 8 (8422) 73 75 82.
 
: 154, Хаçат: 19 (1420), Категори: Паллa cынсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: