Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Калав
 
2006 çулхи çу уйăхĕн вĕçĕнче инçетри ĕç командировкинчен таврăнсан тăван кил-çурта, хам çуралнă Çĕнĕ Вĕрен ялне, кайрăм. Пирĕн пысăк йывăç çурт çĕр ĕмĕр хушши ял хĕрринче, Типĕ Пир (Бирюч) юханшывĕн çыранĕ çинче, ларать. Пĕчĕк тăван çĕршывăмра пулнă малтанхи самантĕнченех хама тĕнчери чи лайăх курортра каннă пек туйрăм.
Çанталăкĕ ăшă та тӳлек тăрать. Тавралăха каç семĕ çапнă. Кăнтăр енчен катрашкаллă горизонт айĕнчен тем пысăкăш çутă кăвак уйăх шуса тухрĕ. Тавралăха шăнкăрчсем чарăнми юрланă илемлĕ сасă хуплать. Çĕршер тĕслĕ ӳсен-тăран техĕмлĕ шăршă кăларать. Эпĕ чӳрече патне тăрса уйăхăн илемĕпе киленме тытăнтăм. Пыл пек пылак сывлăшпа сывлатăп. Кайăксен тĕрлĕ сасси чунри туйăмсене çĕклет. Ик куçран шăпăртатса куççуль юхать... Çак самантра эпĕ 46 çул тăршшĕ пĕтĕм пурнăçăма аса илтĕм. Черчен хурăнсем юмахри пек шăпланчĕç, аякран вĕсем таса кĕленчерен тунă пек курăнчĕç. Çакăн пек илемлĕ каç çывăрма пулать-и вара/!
Пиччепе чей ĕçсе ларатпăр. Вăл мана темиçе каç каялла пулса иртни пирки интересленсе каласа пачĕ.
Пĕр каçхине çĕрле тутлă ыйхăран вăл картишĕнчи Граф ятлă йытă хытă вĕрнипе вăранса каять. Йытă вĕре-вĕре чыхăнса кайманни кăна! Пичче уçă алăк патне чупса пырать. Пӳрт умĕнчи пахчаран пĕр хурăн çинче ларакан пы-ы-ысăк тăмана тухса тăрать. Кайăк «у-у-у» тесе хăрушă сасă кăларать. Пĕчĕк хура йытта ку пĕртте килĕшмест. Хăюллă йытă хăйне сыхлама шаннă лаптăкран чĕнмен каçхи хăнана хăваласа яма тăрăшать. Йытă хурăн тавра чупа-чупа вĕрет. Анчах нимĕн те тăваймасть, кунпа пушшех тарăхать. Тăмана та пӳрт умĕнчи пахчаран вĕçсе тарма шутламасть, хăй вĕрме хăйнă чĕрчуна тарăхса çунаттине сарса хурăн çинчен тата хăрушăрах кăшкăрать. Куçĕ пĕчĕк электричество лампочки пек çутатать. Пилĕк минут хире-хирĕç кăшкăраççĕ йытăпа тăмана. «У-у-у» тата «хам-хам-хам» сасăсемпе пӳртри мĕнпур çын вăранать. Ачасем хăраса каяççĕ. Пичче чăтса тăраймасть, ал айне лекнĕ пĕр патака каçхи хурах енне пĕрех перет. Тем пысăкăш тăмана тинех çунаттисене сарса вĕçсе каять. Граф та лăпланать.
- Çакăнта видеокамера пулсанччĕ, - шутларăм пичче каланине итленĕ май. - Çут çанталăкри мĕн чухлĕ илемлĕ пулăма ӳкерсе ĕмĕр асра хăварнă пулăттăм: çутă уйăх айĕнче лăпкăн çывăракан тăван кил-çурта, унăн таврашне, каçхи кĕтмен хăнана.
 
: 117, Хаçат: 19 (1420), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: