Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Акатуй – чăваш халăхĕ юратнă та кĕтнĕ кун. Уяв умĕн эпир Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕпе Олег Мустаевпа тĕл пултăмăр.
- Олег Николаевич, çу çывхарса пынă май кашни чăваша Акатуй ăçта тата хăçан пуласси интереслентерет. Область Акатуйĕ пирки каласа парăр-ха.
- Акатуй – чăвашсен çĕр ĕçне халалланă мĕн авалтан пыракан чи пысăк та сумлă уявĕ. Облаçра кăçал эпир ăна 28-мĕш хут паллă тăватпăр.
Область Акатуйĕ Ульяновскри ипподромра çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче иртет, 11 сехетре пуçланать. Кăçал Çĕнтерӳ паркĕнче площадкăсем пулмаççĕ. Ытти çулсенчи пек сапаланса кайса мар, пĕр çĕрте, пĕр уçланкăра мĕнпур уяв иртĕ. Ипподром уçланки пысăк, вырăн нумай.
- Мĕншĕн кăçал Акатуй ир килет/
- Мĕншĕн тесен авалтанпа чăвашсем Акатуя Çимĕк уявĕччен (Турă уявĕпе – Троица) ирттерсе янă. Кăçал Çимĕк ир килет – çĕртмен 4-мĕшĕнче.
- Кăçалхи Акатуйра чăвашсене мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ/
- Пĕрремĕшĕ, уяв Ипподромра кăна иртет. Кунта икĕ пысăк площадка пулать: пĕри хăнасем валли, тепри – тĕп площадка, унта пĕтĕм коллективсем хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Эпир Самар, Мурманск, Сарă Ту, Пушкăрт, Тутарстан, Чăваш Республикисенчи пултарулăх ушкăнĕсене тата уйрăм артистсене чĕннĕ. Ульяновск облаçĕнчи мĕнпур коллектив уява хутшăнать: эстрада артисчĕсем те, ушкăнсем те. Ульяновск хулинчен те, Шупашкартан та паллă артистсене чĕнтĕмĕр. Пурĕ 28 уйрăм юрăçă тата 70 коллектив хутшăнаççĕ. Акатуй вĕçĕнче çамрăксем валли дискотека пулать. Ăна Леонид Антонов тата вăл ертсе пыракан «Асамат» ушкăн йĕркелĕç. Вăл ипподромра хăнасен площадкинче пулĕ.
Иккĕмĕшĕ, кăçал Акатуя Ульяновск облаçĕнчи халăхсен мĕнпур автономийсемпе обществăлла организацийĕсен ертӳçисем хутшăнĕç. Вĕсем организацйĕсем пĕрер номер кăтартса парĕç. Чăвашсем вьетнам, еврей, тутар, вырăс, узбек тата ытти халăхсен юрри-ташшипе паллашĕç.
Область Акатуйĕнче чăваш çыравçисен кĕнекисен куравне йĕркелетпĕр, кунтах кĕнекесем сутĕç. «Паха тĕрĕ» тата чăваш çи-пуçне çĕлекен, капăрлăхĕсене хатĕрлекен харпăр усламçăсем хăйсен ĕçĕсене сутаççĕ.
Çаплах Ульяновск облаçĕнчи патшалăх архивĕ уйрăм палаткăра чăвашсемпе çыхăннă документсен ксерокопийĕн куравне йĕркелет.
Йăла тăрăх купăс калакансен, такмакçăсен конкурсĕсем пулĕç.
- Спорт площадкинче мĕнле çĕнĕлĕхсем/
- Спорт енĕпе сакăр площадка ĕçлĕ. Чи пысăкки, паллах, Кĕрешӳ вырăнĕ. Унта чăваш улăпĕсем 6 виçе категоринче кĕрешĕç, Акатуй Паттăрĕ така илĕ. Кире пукан йăтассипе, алă вăйне виçессипе тупăшĕç. Автономи сĕннипе спорт площадкинчи çĕнĕлĕх – хамăрăн ентеш, 16 хутчен Ульяновск облаçĕн, 20 хутчен Атăлçи, Ленинград, Белорусси, Чехословакири тĕп çар ушкăнĕсен тата ытти тĕрлĕ ăмăртусен чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ, тĕнче класлă спорт маçтăрĕ Николай Тимряков ячĕпе ятарлă чупу иртет. Вăрăм дистанцисене, ытларах марафон чупса, мала тухнă спортсмен ячĕпе хĕрсем 1,8 çухрăм, арçынсем 3,5 çухрăм чупса ăмăртĕç. Çĕнтерӳçĕ-сене хаклă парнесем кĕтеççĕ.
Юпа çине хăпарассипе, пĕр-пĕрне михĕ-пе çапса ӳкерессипе тупăшма пулĕ, ыйтусен хуравĕшĕн те парнесем кĕтеççĕ. Ача-пăча площадкинче вăйăсем выляттарĕç.
Иккĕмĕш çул авалхи йăлапа Акатуйра лашасене чуптаратпăр: 3, 4 çулхи тата çитĕннĕ лашасем хушшинче 3 чупу ирттеретпĕр.
Акатуй программипе туллин Ульяновск область правительствин сайтĕнче паллашма пулать.
- Юлашки çулсенче Акатуйăн кураторĕсем пур. Чăваш Енри пĕр-пĕр район кĕпĕрнаттăра кĕтсе илет, уява уçать, йăлине кăтартса парать. Пĕлтĕр Канаш районĕ куратор пулчĕ. Кăçал камсем килеççĕ/
- Кăçал пирĕн икĕ куратор пулать: Патăрьел тата Шупашкар районĕсем. Кунсăр пуçне Чăваш Республикин правительствинчен, ЧНКран, Патшалăх Канашĕнчен, Шупашкар мэрийĕнчен хăнасем пулĕç. Ульяновск область правительстви, Саккунсем кăларакан Пуху ертӳçисем, кĕпĕрнаттăр чăвашсен тĕп уявне çитсе курма палăртнă.
- Районсенче Акатуйсем хăçан иртеççĕ/
График пур, анчах хăш-пĕр районта Акатуй мар, Чăваш культурин кунне йĕркелеççĕ. Тĕслĕ-хрен, Çĕнĕ Ульяновскра вăл ака уйăхĕнче пулчĕ, Павловка районĕнче авăн уйăхĕнче палăртнă.
Çу (май) уйăхĕн 20-мĕшĕнче – Чартаклă районĕнче, 21-мĕшĕнче – Мелекесс районĕпе Димитровградра, çĕртмен 4-мĕшĕнче – Сăр районĕнче, 10-мĕшĕнче – Тереньгапа Вешкайма районĕсенче, 11-мĕшĕнче – Çинкĕл районĕнче, Ялавăрта. Унта çак кун СССР халăх артисчĕн А.К.Ургалкинăн бюстне уçасшăн. Çĕнĕ Малăклапа Барăш районĕсенче – çĕртмен 12-мĕшĕнче, 17-мĕшĕнче – Майна районĕнче (Чӳрекел). Ульяновск районĕнче çĕртме вĕçĕнче ирттересшĕн, кунĕ хальлĕхе паллă мар.
Кунсăр пуçне Ульяновск облаçĕнчи чăвашсем Пушкăрт (çĕртме, 10), Чăваш Республикисенчи (çĕртме, 24) Акатуйсене хутшăнаççĕ, унта пултарулăх ушкăнĕсем каяççĕ. Облаçри пысăках мар делегаци çăвăн 25-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейри Акатуя, Иркутск облаçне, Байкал çывăхне, тухса каять.
Эпĕ облаçри тата ытти регионсенчи мĕнпур чăваша хамăрăн Акатуя чĕнетĕп. Килĕр, курăр, савăнăр, ăмăртусемпе вăйăсене хутшăнăр!
Йăла пĕтсен – чĕлхе пĕтет, чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет. Çавăнпа та тăван чĕлхе ячĕпе пурте пĕр пулар. Чăвашсен сĕм авалтан пыракан, çулталăкра пĕрре иртекен тĕп уявне хутшăнмасăр ан юлăр!
Пурне те хапăл туса кĔтетпĔр!
 
: 311, Хаçат: 20 (1421), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: