Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кунсенче «Родники» ялхуçалăх производство кооперативĕн пуçлăхĕ Н.П.Сайгушев 60 çул тултарать. Интереслĕ, ун ашшĕпе амăшĕн иккĕшĕн хушамачĕ те – Сайгушев, анчах вĕсем тăвансем мар. Ирçелĕнче çакăн пек хушаматлă çынсем темиçе ратнене кĕреççĕ. Çавăнпа Николай Петровича шӳтлесе икĕ хутчен Сайгушев теме пулать.
 
Икĕ хутчен Сайгушев
Ун пирки хăй çапла каласа парать:
-Атте – Петр Ильич Сайгушев (1931 çулхи) тракторист пулнă, урапаллă тракторпа çӳренĕ. Çаплах вăл вĕлле хурчĕсене ĕрчететчĕ. 20 çула яхăн вăрманçăра тăрăшрĕ. 54 çула çитсен çĕре кĕчĕ.
Анне – Ольга Яковлевна Сайгушева (вăл 1936 çулхи) колхозра тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе ĕмĕрне ирттерчĕ. 2013 çулта вилчĕ.
Вĕсем тăватă ача çуратса ӳстернĕ, эпĕ асли – 1957 çулхи майăн 25-мĕшĕнче çуралнă,- тет çемйи пирки Николай Петрович.
Шкул çулĕсем пирки вара çапла аса илет:
- Мана ытларах математика килĕшетчĕ, «3» паллă илсе курман. Алгебра, геометри, математика урокĕсенчен эпĕ нихăçан та тарман. Çавăнпа мана «математик» тетчĕç шкулта.
Тăван шкултан – колхоз кантурне
Шкул хыççăн вăл Ульяновска кайса бухгалтерсен курсне вĕренме кĕрет, тепĕр çултан ăна пĕтерет. Акă ăçта ăна математикăна лайăх пĕлни пулăшать!
Яла специалист пулса таврăнсан çамрăк çынна тăван колхозра бухгалтер вырăнне шанса параççĕ. 1979 çулта Барăш районĕнчи Жадовкăри совхоз-техникумран вĕренсе тухать.
Салтак ячĕ тухсан
Техникумра вĕреннĕ хушăра – 1976-1978 çулсенче – Николай салтака кайса хăйĕн тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçласа килет. Белоруссири Гомель облаçне лекет вăл унта.
-Мана, бухгалтера вĕренсе тухнăскере, техникумра куçăмсăр май вĕренекенскере, Гомель-30 ятлă хулари вăрттăн чаçа штаба илчĕç, делопроизводитель ĕçне туса пыма шанчĕç. Гомель тăрăхĕнче «А зори здесь тихие» кинофильм ӳкернине пĕлтĕм унта çитсен. Вырăнĕсем ытарма çук илемлĕ. Служба пирки калас пулсан – делопроизводителĕн вырăс грамматикине лайăх пĕлмелле. Маларах, паллах, йăнăшсем тукалаттăм ĕнтĕ. Грамматикăна алла илес тесе хулăн словаре кунĕн-çĕрĕн вуласа вĕçне тухрăм, ытти кĕнекесене те шĕкĕлчерĕм. Служба пĕтсен, çынсем кайса пĕтсен, кабинетра пĕччен ларса юлатăп, ирхине никам киличчен килсе ларатăп – ялан хам тĕллĕн вĕренетĕп. Çапла вара киле таврăничченех çакăнта ĕçлерĕм.
Бухгалтертан – председатель
пуканĕ çине
Тăван ялне çитсе салтак тумне хывса пăрахнă-пăрахман Николай Петрович хăй вырăнне бухгалтера ĕçлеме кĕрет. 1984 çулта вара ăна колхозăн тĕп бухгалтерĕн вырăнне шанса параççĕ.
1990 çул çитет. Ирçел халăхĕ тăвăлпа хумханакан тинĕс пек шавлать-кĕрлет, çынсем колхозăн çĕнĕ пуçлăхне суйлама пухăва хатĕрленеççĕ.
Ун пирки паян пуçлăх çапларах аса илет:
-Кунта ман кандидатура пирки те калаçкалаççĕ. Коммунистсен партийĕнче тăман эп ун чух (халĕ те ниçта та тăмастăп), çавăнпа шутламан та мана председатель пуканĕ çине лартасса. Октябрĕн 26-мĕшĕнче пуху ирттерме палăртнăччĕ. Пĕрремĕш кандидат – ял совет председателĕнче чылай тăрăшнă, çынсемпе ĕçлесе пуян опыт пухнă Александр Иванович Кашкаров. Мана та суйлава тăратнă. Ун чухнехи КПСС райкомĕн 1-мĕш секретарĕ Владимир Васильевич Шурыгин ман пата пычĕ те: «Самоотвод ан ил эс, Николай Петрович, мĕнле пулсан та пире альтернативлă суйлав кирлĕ. Икĕ çынран кая пулмалла мар унта. Хальхи суйлавсен йĕрки çавнашкал»,-терĕ.
Председателе суйлама вăрттăн сасăларĕç. Ун пĕтĕмлетĕвне сцена çинчен пĕлтерсен эпĕ хытсах кайрăм – халăхăн 84 проценчĕ маншăн сассине панă! Ытла пăлханса ӳкнипе çăвар типсе ларчĕ – калаçма та çук. Мĕн япали ку, мĕн туса хучĕ ку халăх тетĕп хам ăшăмра. Акă мана сцена çине чĕнсе илеççĕ... Çан-çурăм тăрăх тар юхать. Эпĕ çын умне тухса калаçма юратсах каймастăп, анчах кунта тухмаллах – ним тума та çук. Тухрăм, суйланăшăн, мана шаннăшăн тав турăм, колхоза йăтас тесен пурин те тăрăшса ĕçлемелле пулать терĕм.
Пуçлăх ĕçĕ – çăмăл мар
Николай Петрович çутçанталăка, чĕрчунсене юратакан çын. Ял çывăхĕнчи алшăлли сарлакăш шыв юхса выртакан çырмасене пĕвелеттерет вăл, пилĕк пĕве тăвать. Унта пулă çăвăрĕсене илсе килсе ярать. Унтанпа Ирçелĕнче пулă ĕрчесе каять.
Çырмасене сарăлма чарас шутпа вăл пенсионерсен, шкул ачисен вăйĕпе 1994 çултах çырма-çатра таврашĕнче 5 гектар йывăç лартать. Çаплах пуçлăх хуçалăх шучĕпе ялти Ленин урамне икĕ çухрăм асфальт сартарать. Каярах вăл кантур çуртне те туса пĕтерет, унта колхоз правленийĕ, ял совечĕ, почта вырнаçаççĕ. Пушарниксем валли депона тĕпрен юсаса парать, столовăй тутарать. Икĕ комбайн лартмалли ăшă здани çĕкленсе ларать. Артезиан шывĕ аванах мар пулнипе хăй тунă пĕверен çĕнĕ водопровод илсе килеççĕ колхоза.
Çĕнĕ председатель яла газ кĕртес ыйтупа нумай чупать, хуçалăх шучĕпе Чăмпаль ялĕнчен килмелли газопровод проектне тутарать. Ирçел Чăнлă районĕ хĕрринче пулсан та унта газ çывăхрах ялсенчен маларах кĕрет.
Çаплах хуçалăхра кĕлет, ангар, пăру вити, лаша вити çĕкленсе лараççĕ. Колхоз ăратлă лашасем – рысаксем – ĕрчетме пуçлать. Каярах шурă çăнăх авăртакан арман та çĕкленсе ларать.
Пĕлетĕр-и, Н.П.Сайгушев 26 çул ытла председательте ĕçленĕ хушăра пурĕ те виçĕ хут кăна отпускра пулнă. Вĕсем те ырăпа вĕçленмен.
-Пĕрремĕш çул ĕçленĕ хыççăн отпуска кайрăм та – витерен лашасене вăрларĕç. Иккĕмĕш хут канас терĕм те – кĕлетрен мĕнпур сахăр песукне тиесе тухса кайрĕç. Виççĕмĕш çул вара УАЗ автомашинăна çук турĕç. Çавăнтанпа эпĕ отпуск мĕнне пĕлместĕп. Йывăр, паллах, канмасăр ĕçлеме, анчах урăхла май çук. Эпĕ хуçалăх тата ĕç тыткăнĕнче, ялтан пăрахса нумайлăха ниçта та каямастăп,- тет вăл.
Çемье
Николай Петрович Сайгушев 1980 çулта чипер пикене – Лидия Ильинична Топтыгинана (1961 çулхи) качча илнĕ. Вĕсем виçĕ ача – икĕ хĕр те пĕр ывăл – çуратса çын çине кăларнă.
-Хам ытларах хуçалăх ĕçĕсемпе аппаланнă май килти тата ачасене воспитани парас ĕçсенче мăшăрăм нумай вăй хучĕ. Çав вăхăтрах хуçалăх ĕçĕсене хутшăнатчĕ, вĕллесене пăхатчĕ. Паян та çаплах. Хама та çăмăл мар та -- Лидия Ильиничнана шеллетĕп. Тавах мăшăрăма çак çулсенче ман çумра шанчăклă юлташ пулса пурăннăшăн, манпа пĕр шухăшлă пулнăшăн, куллен мана пулăшнăшăн, йывăр вăхăтсенче ырă сăмах каласа чуна вăй-хăват кĕртнĕшĕн, хавхалантарнăшăн, ăслă-тăнлă ачасем çуратса панăшăн!
Паян тата ыран
Йывăрлăхсем пирки калама юратмасть вăл, ялан малалла талпăнать, мĕн те пулин тумалли пирки калаçать.
Хуçалăх ытларах тĕш-тырă туса илет, тулă, урпа, хĕвелçаврăнăш акать. Сăмахран, çĕнĕ сортлă тулла 2016 çулхи кĕркунне 730 гектар акса хăварнă. Ку кăтартăва малалла 1000 гектара çитерес ĕмĕт те пур председателĕн. Çав вăхăтрах хуçалăхри 6 гектар çинче 150 вĕлле тытать.
Ĕçне кура – хисепĕ
Н.П.Сайгушева 2011 çултанпа ĕнтĕ Ирçел, Вăта Тимĕрçен, Анат Тимĕрçен, Пухтел, Çĕнĕ Микулин ялĕсен çыннисем Чăнлă районĕн депутатне суйлаççĕ. Вăл ертсе пыракан «Родники» ялхуçалăх кооперативĕ районта ялан малтисен хушшинче пулнă.
Патшалăх ертӳçĕн халăхшăн тăвакан ĕçĕсене палăртмасăр хăварман. Н.П.Сайгушевăн тăрăшуллă ĕçне пысăка хурса хакласа 1993 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче ăна «РФ тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ» ят панă.
2001 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче вара вăл «Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни» ята тивĕçет.
Область кĕпĕрнаттăрĕн Хисеп грамоти те пур унăн, облаçри ялхуçалăх министерствин Хисеп грамоти вара темиçе.
Чи пахи вара – ырă ĕçсемшĕн ял çыннисем тав сăмахĕ калани, халăх хисепĕ. Ку темрен хаклă!
Канаш» хаçата та нумай пулăшнă Николай Петрович, хăйĕн ĕçченĕсем валли çулсерен ялан темиçе теçетке çырăнса тăнă. 2017 çулăн 1-мĕш çурçуллăхĕ валли те 20 экземпляр çырăннă вăл.
Çапах та Н.П.Сайгушев пуррипе кăна çырлахакан çын мар.
- Пенсие кайма вăхăт çитсе пырать ав, анчах ялан мĕн те пулин лайăххине, çĕннине тăвас тесе шутлатăп. Халĕ, сăмахран, йĕтем тăррине витетпĕр – унта малашне мĕнле çанталăкра та тырă тăкма, усрама май пулĕ. Ял валли, çитес ăрусем валли хамăр хыççăн ырă ĕçсем хăварасчĕ. Эп часах пенсие тухатăп та – вĕсем пенсие тухмаççĕ вĕт. Çурчĕсем те, ĕçĕсем те ял халăхĕ валли юлаççĕ,- тет вăл.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 556, Хаçат: 20 (1421), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: