Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сергей Грузин Тутар Каша шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренет. Унăн дневникĕнче «5» паллăсем çеç. Пуринчен ытла чĕлхе тата литература предмечĕсене юратать вăл.
Уроксем хыççăн хавхалансах çăмăл атлетика секцине çӳрет. Спортпа туслă пулни ăна вĕренӳре пулăшать, кăмăл-туйăмне çирĕплетет.
Шкул пурнăçĕнче те чи хастаррисенчен пĕри вăл. Тантăшĕсем хушшинче вĕренӳре малта пыракан отличник çеç мар, шанчăклă тус та, кирлĕ чухне алă паракан та.
Сергейăн наградăсен çӳпçинче тĕрлĕ Тав хучĕпе Грамота, диплом нумай. Паллă ентешĕ Р.И. Шарафутдинов ячĕпе ирттернĕ чупура вăл тантăшĕ-сем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннăшăн, çемье командисем хушшинчи «Хускану – сывлăх палли» ăмăртура пĕрремĕш пулнăшăн, пĕтĕм тĕнчери «Çĕнĕ çул юмахĕ-2015» тата «Çăлтăрлă качака – 2015» ача-пăча конкурсĕсенче «Юрпике» тата «Сăнӳкерчĕк» номинацисенче чи мала тухнăшăн, «Кайăка хĕлле пулăш» тупăшура сырăш тунăшăн тивĕçнĕ вĕсене.
С.Грузин Каша ял клубĕнче иртекен мероприятисене те хастар хутшăнать. Владимир Сатай юбилейĕнче ача сцена çине тухса сăвă каларĕ, сценкăна хутшăнчĕ, юрă та юрларĕ.
- Маншăн чи хакли – çемье тата пĕрле шкула чупакан туссем. Эпĕ атте-аннепе, пĕртăвансемпе мухтанатăп, юлташсен шанăçне тӳрре кăларма тăрăшатăп, учительсемпе ентешĕмĕрсене юрататăп, - терĕ пултаруллă вĕренекен.
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 286, Хаçат: 20 (1421), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: