Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
- Павăл, пулăш-ха! Пĕр санра шанăç. Пушмак кĕлине çапнă тимĕр сий ăнсăртран тухса ӳкрĕ. Çĕннипе улăштарса параймăн-ши/ Киле çитмелле-çке епле те пулин, - пырса тăчĕ арçын умне пуçлăхсемпе пĕр пӳлĕмре ĕçлекен сарă çӳçлĕ хĕрарăм. Кам патне пулăшу ыйтма пымаллине аван пĕлет вăл. Тăрăшуллă ĕçтешĕ Павăл çеç хуть мĕнле ĕçе те вăхăтра та тĕплĕн туса пама пултарать.
Калаçса татăлнă вăхăт тĕлне, шăп та шай икĕ сехетре, маçтăр хĕрарăма юсаса çĕнетнĕ хатĕр пушмак тыттарчĕ. Лешĕн куçĕ пушмак кĕли кăмăлне кайнине уççăнах кăтартрĕ.
- Тавтапуç Сире ман кăмăла çĕкленĕшĕн! Еплерех Сирĕн ĕç аван – мана та аван турăр, ĕç тухăçлă пулнăран Сире те мĕн тери аван, - терĕ пушмак хуçи. Чунтан хĕпĕртенине пытармарĕ вăл.
- Сире аван иккенне эпĕ питĕ аван пĕлетĕп-ха. Каçарăр та, мана мĕскершĕн аван вара/ - ĕçтешне тĕпĕ-йĕрĕпех ăнланса пĕтереймесĕр тӳрремĕн ыйтрĕ Павăл.
- Мĕншĕн тавçăраймастăр вара/ Ĕç вăхăтĕнче Эсир мана кирлĕ япала туса парса аван турăр вĕт – Сире уншăн ĕç укçи те параççĕ, эпĕ те тав сăмахĕ каларăм. Çакă аван мар-и вара/ - хĕрӳ-ленчĕ, хĕремесленчĕ кӳршĕ.
- Темтĕр аван! Тепĕр çивĕч ыйту-терт сиксе тухсан ман юлташсем патне пырăр-ха – вĕсем те хăйсене аван пулсан чунтан хĕпĕртеççĕ, - лайăх сĕнӳ пачĕ канас вырăнне тар кăларса ĕçленĕ Павăл. Вара мĕнле çынпа тĕл пулнине ăнланса илнĕскер пушă вăхăтне усăсăр ирттернишĕн тарăхрĕ.
 
Ульяновск хули.
 
: 422, Хаçат: 20 (1421), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: