Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕр енчен шутласан пирус туртма пăрахмашкăн çăмăл пек туйăнать. Шутланă – пăрахнă! Тепĕр енчен илсен халăхра çакăн пек шӳтле каларăш çӳрет: «Туртма пăрахма çăмăл, эп хам та çĕр хут пăрахнă».
Эпĕ хам туртма пăрахни çинчен каласа парасшăн. Пируспа аппаланма эпĕ институтра 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне тытăнтăм. Ку йăла пĕрремĕш ача ултă çул тултариччен пычĕ, иккĕмĕш ача виççĕреччĕ ун чух. Арăм сăмахĕпе, эпĕ никотинпа пĕтĕм çемьене наркăмăшлаттăм. Вăл туртма пăрахма ыйтсан эпĕ ăна: «Вăхăт çитет – пăрахатăп!»-теттĕмччĕ.
Акă çакăн пек самант та çитрĕ. 1983 çулта Çĕнĕ хулари панель çуртра виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер пачĕç. Ун чухнехи çĕнĕ хваттерсем сивĕччĕ, мĕншĕн тесен çуртсене васкаса тăватчĕç. Строительсен пĕр-пĕр паллă кун тĕлне туса пĕтерсе преми илмелле пулнă ĕнтĕ. Çавăнпа эпĕ хваттере ăшăтма унтан-кунтан саплас тесе ĕç хыççăн кашни кун килте аппаланаттăм. Ачасем пĕчĕк вĕт, вĕсене шăнтма юрамасть. Хваттерĕн пĕр пӳлĕмĕ ман мастерскойччĕ.
1984 çула кĕтсе илтĕмĕр те – канмалли кунсем çитрĕç. Мастерскойра ĕçленĕ вăхăтра пирус туртатăп. Унсăр ĕç пыман пек туйăнать. Ачасем ман йĕри-тавра чупкалаççĕ. Пĕр кĕтмен çĕртен аслă ача – ултă çулхи ывăл -- аллине хут татăкĕ илчĕ те ăна çавăрса пирус евĕрлĕ турĕ. Ăна çăварне хыпрĕ те ман пата савăнса чупса пычĕ:
-Атте, пăх-ха, эпĕ те туртатăп!
Эпĕ ачаш ӳсмен пулин те ача сăмахĕсене илтсен куçран куççӳль пăчăртанса тухнине сисрĕм. Пуçра тӳрех шухăшсем вĕлтлетрĕç: «Эпĕ мĕн тăватăп/ Ачасене мĕнле тĕслĕх кăтартатăп/»
Çак вăхăтра виççĕри хĕрача та, попугай евĕр, тетĕшĕ хыççăн хут татăкне чĕркеме пуçларĕ. Анчах вăл пĕчĕкрех-ха, ун пек тума пӳрнисем итлемеççĕ. Çавăнпа вăл хут татăкне пăрахрĕ те эпĕ ĕçленĕ чух усă куракан хими кăранташне çăварне хыпса ячĕ. Ăна шăлĕпе çыртса тăрать, ĕмĕр пирус туртакан çын пек икĕ пӳрнипе хĕстернĕ. Вăл та ман пата пырса: «Атте, эпĕ те туртатăп!»-терĕ.
Пуçра каллех ун-кун шухăшсем пăлханаççĕ: «Мĕн тăватăп эпĕ/ Ачасен пуласлăхне хамăн ăссăрлăхпа, хамăн алăпах пĕтеретĕп вĕт. Çук, кун пек урăх пурăнма юрамасть! Арăма туртма пăрахма шантарнă самант тинех çитрĕ иккен!»
Унтанпа 33 çул ытла иртрĕ. Мана вара çак вăхăтра туртас килни асаплантармарĕ, организмра никотин çитменнине те туймарăм. Чăнах та, туртма пăрахнă хыççăн виçĕ уйăх иртсен пĕррехинче тĕтĕм тутине туяс килнипе «Ту-134» ятлă чикарккă туянтăм. Урамра арăм умĕнче чикаркка çăвара хыпрăм та – кĕсьере шăрпăк çуккине асăрхарăм. Ăна туянма мансах кайнă эпĕ. Тĕл пулакансенчен тивертĕп-ха тесе малалла утрăм. Киле çитрĕм, анчах тĕтĕм кăларса килекенсене никама та курмарăм. Çывăхри «Бакалея» текен лавккана кĕтĕм. Унта темĕн тăршшĕ черет, 20 ытла хĕрарăм. Пӳлĕмĕ вара пĕчĕк. Ман пĕр курупка шăрпăк илме çакăн тăршшĕ черет тăмалла-и/ Черетсĕр пырса ыйтма вара ман кĕсьере 10 пин тенкĕлĕх пĕр укçа кăна! Черетсĕр пырса хамăн пысăк укçапа пĕчĕк япала туянса сутуçа тата черетре тăракансене кансĕрлеме хăяймарăм. Çакăнтах шăрпăк курупкисем тултарнă пысăк ещĕк ларать ĕнтĕ, анчах ним тума та çук. Ман пуçа И.Крыловăн юптарăвĕнчи йĕркесем пырса килчĕç: «Куç курать те – шăл витмест...»
Çапла вара лавккаран эпĕ пушă тухрăм. Подъезд умĕнче те тăтăм-ха кăштах туртакан çынсене тĕл пулăп тесе. Никам та çук. Унтан вара эпĕ кĕсьери пачкăна тата çăвара хыпнă чикаркка алăпа тытса лӳчĕркерĕм те çӳп-çап урнине пăрахрăм.
Май уйăхĕнче тепре пулчĕ кун пекки. Унччен эпĕ лавккари чикарккă сутакан уйрăмсене кĕместĕм, айккинчен пăрăнса иртеттĕм. Тĕтĕм шăршине манас тесе килте вĕçĕмсĕр хаçат-журнал вулаттăм. Ĕненĕр, питĕ пулăшатчĕ! Пĕррехинче Анат Террасăри лавккасене япаласем туянма кайнăччĕ. Унта çӳренĕ хыççăн автобус чарăнăвне тухрăмăр та – витререн тăкнă пек çумăр лӳшкеме тытăнчĕ. Эпир часрах апат-çимĕç сутакан лавккана чупса кайрăмăр. Тăратăп çапла – куç умне çӳлĕк çинчи илемлĕ чикарккă пачки пулчĕ! Çакна туянса туртса пĕтеретĕп те ... пăрахатăп тетĕп. Хамăн чунра кăштах иккĕ-ленӳ те пур: пăрахайăп-ши/.. Урама тухрăмăр та витĕллĕ чарăнура тăратпăр. Çуркуннехи ăшă çумăр çăвать. Эпĕ унчченхи пек пачкăна уçса пĕр чикарккине çăвара хыпрăм. Хăямат – каллех çумра шăрпăк çук! Çывăхра туртакансем те курăнмаççĕ.
Арăм мана:
-Эс çур çул туртмастăн вĕт ĕнтĕ, мĕншĕн çĕнĕрен тытăнмалла/- тет.
-Каçар, эсĕ тĕрĕсне калатăн,- хуравларăм эпĕ ăна.
Пачкăна лӳчĕркерĕм те урнăна вăркăнтартăм.
Çак самантран вара манра туртас килни пĕрре те вăранман, чикарккă тĕтĕмĕ мана ним чухлĕ те интереслентермен. Горбачев вăхăтĕнче ĕçре туртмалли уйăрса паратчĕç. Эпĕ ăна илеттĕмччĕ, анчах киле килсе хураттăмччĕ те кайран тетене параттăмччĕ.
Мана кура ĕçри темиçе çын та тĕтĕм тыткăнĕнчен хăтăлма пăхрĕ, анчах вĕсен пулмарĕ – пĕрер уйăх чăтнă хыççăн каллех мăкăрлантарма пуçлатчĕç. Вĕсем эпĕ туртма пăрахнинчен тĕлĕнетчĕç, мана «герой» тума тытăнатчĕç. Эпĕ вара хам туртма пăрахнинче нимĕнле паттăрлăх та курмастăп. Чикаркка çĕнтерме пултарнине ахаль пулăм вырăнне çеç хуратăп. Тăрăшсан ку сиенлĕ йăларан кашни туртакан çын хăтăлма пултарать!
 
: 386, Хаçат: 20 (1421), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: