Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хисеплĕ вулакансем!
 
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хумĕ кашни çемьене тенĕ пекех пырса лекет. Мĕн чухлĕ çын пĕр хыпарсăр çухалнă, çапăçу хирĕнче выртса юлнă! Вĕсен ачисен, мăнукĕсен, çывăх çыннисен вăрçăра пуçне хунисем çинчен мĕн те пулин пĕлесси килетех ĕнтĕ. Халĕ Интернетра тĕрлĕ сайтсем пур, вĕсемпе усă курма май пур. Çавсенчен хăш-пĕринпе паллаштарар-ха сире:
vgd.ru – çак сайтра йăх-тымар йывăççине шырама пулать. Малтанлăха унта хăвăр хушаматăра çырса пăхăр, мĕн те пулин тупăнатех*
obd-memorial.ru – кунта Аслă вăрçăра çухалнисене тата вилнисене шырама пулать*
lists.memo.ru – çакăнта политика репрессине лекнисен шăписене пĕлме май пур*
podvignaroda.ru – Аслă вăрçа хутшăнса паттăрлăх кăтартнисем, тĕрлĕ наградăсем илнисем çинчен çырнă.
Астăвăм кĕнекисене пăхса тухма та ан манăр! Вĕсем кашни регионта пур.
Çак тата ытти сайтсемпе, кĕнекесемпе ĕçлесен, тĕплĕн шырасан эсир хăвăрăн çывăх çыннăрсем çинчен мĕнле те пулин çĕнĕ хыпар тупатăрах! Сире ăнăçусем сунатпăр!
 
: 392, Хаçат: 20 (1421), Категори: пeлсе тaма

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: