Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпир эмел çинче утса çӳретпĕр, анчах ăна татса илсе сипленме пĕлместпĕр. Аптекăна çитсе эмел туянса çăтса яма пире çăмăлтарах. Пирĕн асаннесемпе асаттесем вара пачах урăхла пурăннă. Сиплĕ курăка татма, типĕтме, унпа сипленме пĕлнĕ. Тĕслĕхрен, кашни хуçалăхра палан (калина), катăркас (боярышник), шăлан (шиповник) тĕммисене ӳстернĕ.
Палан
Палан пирки чăваш юрă та хывнă. Ăна кăмакана лартса пĕçернине те унтанах пĕлетпĕр. Мĕнпе сиплĕ-ха вăл?
Палан çырли сахăрпа, С витаминпа, пектинпа, органика, валериана тата изовалериана йӳçĕкĕсемпе пуян.
Палан чейĕ тата пылпа хутăштарнă сĕткенĕ шăнса пăсăлнисемшĕн усăллă, сĕткенĕпе çырла шывĕ шыçă чирĕнчен, колитран, геморройран сипленме пулăшать.
Унран хатĕрленĕ морса вар-хырăм сĕткенĕн йӳçеклĕхĕ пĕчĕк чух, гипертонипе, ӳт-тир чирĕпе аптăранă вăхăтра поливитамин пек ĕçмелле. Çулçинчен хатĕрленĕ сĕткен иммуностимулятор шутланать.
Палана пылпа е сахăрпа хутăштарса хатĕрленĕ çимĕç сиплев хатĕрĕ кăна мар, чуна уçăлтаракан апат та.
Хăш-пĕр пахчаçă хĕрелнĕ палана авăн (сентябрь) уйăхĕнчех татса хурать. Çапах та ăна çанталăк шăнтсан пухни усăллăрах.
Палан йӳççинчен хăтăлас тесен 6-7 минут вĕрекен шывра тытмалла.
Паланăн çамрăк хунавĕсенчен карçинкка та çыхнă.
Катăркас
Хальхи вăхăтра катăркасăн сиплĕх пахалăхне тухтăрсем тивĕçлипе хаклаççĕ. Чĕре чирĕпе аптăракансемшĕн уйрăмах усăллă вăл. Тĕп нерв тытăмне тата чĕре мышцине лăплантарать, коронарлă тата пуç мимин юн çаврăнăшне лайăхлатать, тахикардие тата аритмие вăйсăрлатать, пуç çаврăннине, ыйхă килменнине ирттерет.
Катăркас çулленех тулăх çимĕçпе савăнтарать. Çырлине каярахпа пухма та юрать, вăл тăкăнма васкамасть, турат çинче çирĕп тытăнса тăрать.
Ăшаласа вĕтетнĕ катăркас çырли коферен те пахарах.
Типĕтнĕ катăркас çырлинчен ĕлĕк çăнăх авăртнă, çăкăр пĕçернĕ.
Шăлан
Шăлан – садри кĕлчечекĕн (роза) авалхи несĕлĕ. Вăл сиплĕхĕпе кăна мар, илемĕпе те тыткăнлать. Шăлана сивĕ те тивмест, хурт-кăпшанкă та сиен кӳмест. Çырли – С тата Р витаминсемпе чи пуянни. Лимонра та С витамин унран сахалтарах. Унсăр пуçне шăлан çырлинче тимĕр, каротин, рутин, кали, фосфор, марганец, пектин, флавоноид, фитонцид, органика йӳçекĕ пур. Çырла иммунитета çирĕплетет, çынна ватăлма памасть.
Шăлан чечекĕнчен пĕçернĕ варени тутлă та ырă шăршăллă. Вăл кĕлчечек çăвĕ хатĕрлемелли паха чĕр тавар.
 
: 965, Хаçат: 46 (1138), Категори: cемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: