Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак девизпа иртрĕ Димитровград хулипе Мелекесс районĕн Акатуйĕ. Кăçал ăна Димитровградри «Симĕс раща» паркра йĕркеленĕ. Çулталăкра пĕрре иртекен халăх уявне чăвашсем йышлăн пухăннăччĕ. Йĕри-тавра хыр ӳсекен уçланкă варринче вырнаçтарнă сценăран аякрах мар суту-илӳ, спорт вăййисем вĕресе тăчĕç. Кивĕ Сахчапа Эврел ялĕсем чăваш кил-çуртĕ-нче хăнасене çăкăр-тăварпа, кăпăклă чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç, пухăннă халăха хăналарĕç.
Уяв «Савăнăç» халăх ушкăнĕ Акатуйăн йăли-йĕркине кăтартнипе пуçланчĕ.
- Эй, Турă! Сана çичĕ тĕслĕ тыр-пул шерпечĕ-пе асăнатпăр, йӳççи – пире, шерпечĕ – сана. Аслă Турă, сана ака пăттипе, ăшă кăмăлпа, тутлă чĕлхепе асăнатпăр. Акнă тыр-пула усал çумăртан, сивĕ пăртан, усал çил-тăвăлтан хăтар! Çак çăкăр пек, çак çăмарта пек тыр-пуллăма тутлăхĕпе перекетлĕхне парсамччĕ, - терĕç.
Чăваш халăхĕн гимнĕ «Алран кайми, аки-сухи» янăрарĕ.
Кашнине çăкăр татăкĕпе çăмарта валеçсе пачĕç. Акатуя хутшăннă ансамбльсем сцена çинчен анса «Итлер куккук сассине» юрăпа вăйă карти çавăрчĕç. Вĕсен çумне уява пухăннă халăх хутшăнса пысăк карта пулса тăчĕ. Хырлăх чăваш юррипе янăраса тăчĕ.
Акатуй уявĕпе саламлама сцена çине хаклă хăнасем тухрĕç: Димитровград хули пуçлăхĕн çумĕсем Светлана Парфенова тата Михаил Сенюта, Мелекесс район пуçлăхĕ Ильяс Мухутдинов, УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев, кĕпĕрнаттăрăн советникĕ Николай Горшенин, Димитровград хула Думин депутачĕ Николай Иванов, Газбанкăн Димитровградри уйрăмĕн управляющийĕ Владимир Чигаков, УОЧНКАн Мелекесс районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Валентина Киргизова, Наци гвардин авиаци управленийĕн пуçлăхĕ Олег Еруков генерал-майор тата ыттисем.
Пĕрремĕш сăмах Светлана Парфенована пачĕç, вăл мĕнпур чăваша Димитровград хули пуçлăхĕ Алексей Кошаев тата депутатсен ятĕнчен саламларĕ. Ĕçре палăрнисене – Алевтина Ляпунована, Елена Гремячкинăна, Михаил Русскова, Сергей Эврюкова – Тав хучĕпе чысларĕ.
Мелекесс район пуçлăхĕ Ильяс Мухутдинов чăвашсене Акатуйпа саламларĕ.
– Мелекесс районĕ çуракине ăнăçлă вĕçлерĕ. Эпир çурхи культурăсене 70 пин гектар ытла акса хăвартăмăр. Пурĕ кĕрхи культурăсемпе пĕрле пирĕн 117 пин гектар çинче тыр-пул пуçтарса илмелле пулĕ. Ку облаçри чи пысăк кăтарту. Регионта туса илекен кашни пиллĕкмĕш тонна – Мелекесс районĕн, - терĕ.
Çаплах çĕр ĕçĕнче кăна мар, район пурнăçĕ-нче чăвашсем пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. Ĕçре чи маттуррисем район пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç: А.Акимов, Д.Марков, Г.Маркелов, П.Илюткин, Н.Хураскин, Л.Романова, А.Артамонов, Л.Артамонова, Н.Никулькин, А.Эврюкова, В.Михеева, А.Смальков.
Николай Горшенин кĕпĕрнаттăрăн салам çырăвне вуласа пачĕ.
УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев чăваш ялан çӳлти шайра пулнине, Çĕр çинчи темиçе пин халăхран чăваш хăйĕн ывăлне космоса иккĕмĕш яма пултарнипе мухтанмаллине, Акатуйпа Çимĕк пек уявсем сахал халăхăн сыхланса юлнине палăртрĕ, мелекессене тăван чĕлхепе йăла-йĕркене çăлса хăварма пултарнăшăн тав турĕ.
- 25 çул каялла кăна районта Акатуй ирттересси пирки ĕмĕтленме те пултарайман. Паян эсир вăйă картине тăрса шыв юххи пек çаврăннине курсан куç савăнăç куççулĕпе тулчĕ. Мĕнле паттăр та илемлĕ пирĕн халăх! Эпир облаçри мĕнпур нацисен лидерĕ Сергей Морозов ертсе пынипе наци политикине тĕрĕс илсе пыратпăр. Çав вăхăтрах чăвашсем пур енĕпе те малта пулнине çирĕплететпĕр: облаçра чи малтан чăвашсен кил-çурчĕ çĕкленсе ларчĕ. Чăваш пĕтсен тĕнче пĕтет тенĕ авалтан. Эппин, пирĕн ытти халăхсемшĕн тĕслĕх пулса пурăнмалла: хамăрăн ĕçченлĕхпе, тасалăхпа, мухтавлăхпа, çутçанталăка, хамăрăн сывлăха упрама пĕлнипе, ачасен пархатарĕпе савăнса пурăнма пултарнипе. Уяв ячĕпе саламлатăп. Сывлăхпа, телейпе çӳрĕр, ачăрсене тăван чĕлхене вĕрентсе йăла-йĕркене тытса пыма хăнăхтарăр», - терĕ.
Чăвашлăхра ырми-канми тăрăшакансене палăртрĕ. Димитровград хули пуçлăхне А.Кошаева, район пуçлăхне И.Мухутдинова чăваш чĕлхипе культурине сыхласа хăварма пулăшнăшăн Хисеп хучĕ парса тав турĕ. Чыслава çаплах С.Ларионова, О.Ишпулаева, Г. Качкасов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем – П. Барышников, М. Жильцов, Л.Богатова, Е.Садков тивĕçрĕç.
ЧНК Ваттисен канашĕн ятĕнчен Олег Мустаев Николай Иванова шупăр тăхăнса çӳреме пиллерĕ.
Чăвашсене Акатуй ячĕпе çаплах В. Чигаков, М. Сенюта саламларĕç.
Концерт программине «Савăнăç» (ертӳçи Ирина Иванюкова) пуçларĕ. Ăна «Шăпчăксем» халăх юрĕ ушкăнĕ (ертӳçи Светлана Кочнева) тата унти уйрăм юрăçăсем, «Савăнăç» ансамбльти арçынсен ушкăнĕ тăсрĕç.
Ертсе пыракансем чăвашсем пурăнакан кашни тăрăхăн пурнăçĕпе, историйĕпе паллаштарчĕç, кунти пултарулăх коллективĕсемпе уйрăм юрăçсем хăйсемпе паллаштарчĕç: Эврелĕнчи «Телей», Новоселкинри «Туслăх», Çĕнĕ Малăклари «Пилеш», Упамсар ялĕнчи аслисен «Илемпи» ансамблĕсем тата «Гармония» ташă ушкăнĕсем, Тутиелĕнчи, Тури Мелекесри уйрăм юрăçăсем.
Уяв Шупашкартан çитнĕ «Çеçпĕл» ансамблĕн илемлĕ концерчĕпе вĕçленчĕ.
Юлашкинчен Валентина Киргизова пурне те тав турĕ.
Концерт пынă вăхăтра спорт площадки пушă тăмарĕ. Кунта тем пысăкăш хăмасем çинче аслисем шашкăлла выляса ăмăртрĕç, ачасем пĕрене çинчен пĕр-пĕрне михĕпе çапса антарассишĕн тăрăшрĕç, михĕ тăхăнса чупрĕç, юпа çинче утса вĕçне çитме хăтланчĕç, ал вăйне виçрĕç.
Кашни çул-ӳсĕмри çын хăйне валли йăпанăç тупрĕ. Нумайăшĕ концерт курнă май ташламасăр чăтса тăраймарĕ. Кăмăл тăвакансем чăваш сăрине, халăх апат-çимĕçне астиврĕç.
Уяв вĕçленсе пынă вăхăтра кунĕпе ишĕлсе анас пек тăракан пĕлĕтсенчен майĕпен çумăр пĕрĕхме пуçларĕ. Ку пулăм уява пухăннисене пушшех савăнтарчĕ. Эппин, тырă ăнса пулать!
 
: 461, Хаçат: 21 (1422), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: