Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи çĕрпе суха уявĕн ярăмне пуçлакансем кăçал чартаклăсем пулчĕç. Район центрне илемлĕ тумлă Андреевка, Калмаюр, Уçăркка, Пухтел, Петровски, Колхознăй, Архангельски, Мирнăй, Октябрьски чăвашĕсем пухăннăччĕ. Çутçанталăк Туррисем те иртнĕ шăматкун чăвашсем майлă пулчĕç – ĕçчен халăх çине хĕвелĕ те ытларах хĕртсе пăхрĕ.
Ентешĕсене тата хăнасене Петровски ял пикисем хуплупа, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, сцена çине хăпарма ыйтрĕç. Чăваш гимнĕ янăрарĕ.
Чартаклă район пуçлăхĕ Виктор Самойлов уява уçнă май халăха çураки ĕçĕсем вĕçленсе пынă ятпа тата Акатуйпа саламларĕ.
УОЧНКА пуçлăхĕ Олег Мустаев пухăннисене хĕрӳ сăмахсемпе саламларĕ, хутлăхра тĕрĕс наци политикине тытса пынăшăн тата чăвашлăх аталанăвĕ-нче пысăк ӳсĕмсем тунăшăн Виктор Викторовича тата автономин Чартаклă районĕ-нчи уйрăмĕн ертӳçине Ирина Мишинана тав турĕ, вĕсене, мĕнпур хăнасене, Акатуй халăхне çурхи илемлĕ уявпа саламларĕ. «Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр тĕрĕс ертсе пынипе регионта çĕр ытла халăх туслă çыхăнура пурăнать. Чăвашсем эпир авалхи мăнаçлă халăх пулнине пирĕн пуян культура, чаплăран чаплă йăла-йĕрке, юрă-ташă, тум, чĕлхемĕр çирĕплетет. Савăнар паян, юрлар-ташлар, çăкăр ӳстерекенсене туллин чыслар», - вăрăм сăмахне вĕçлерĕ Олег Николаевич.
Уй-хирте çураки ĕçĕсем вĕçленнине палăртса чи ăста механизаторсемпе водительсене, техника юсавĕн маçтăрĕ-сене, мĕнпур ялхуçалăх ĕçченĕсене районти ялхуçалăх управлени пуçлăхĕ Сергей Вебер чысларĕ, чи пултаруллисене сцена çинчен Тав çырăвĕпе Хисеп хучĕ, ятарлă парне пачĕ.
Районти ЗАГС тытăмĕн пуçлăхĕ Светлана Наумова Петровскинчи Лидия Васильевна Петр Иванович Ишуковсене ахах (агат) туй ( мăшăрланнăранпа – 36 çул) ячĕпе саламласа асăнмалăх парне тыттарчĕ.
Уявра сцена çине чĕнсе кăларакансен кашнин ячĕпе чăваш юрри-ташши янăрарĕ. Пĕринчен тепри маттур пĕчĕк артистсем халăха пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. «Чăваш сăмахлăхĕ» юрă ушкăнĕ (Петровски), Уçăрккаран килнĕ Ирина Чучакина юрăç, Андреевкăри аталану центрĕн хастар шăпăрланĕсем, Чартаклăри Культура çурчĕ çумĕнчи коллективсем тата ыттисем – Акатуя илем кӳчĕç.
Районти ал ăстисен куравĕсем вара халăха илĕртекен çăлкуçсем пулса тăнине палăртмалла. Кунта Тутар Калмаюр ял тăрăхĕ чăваш кил-çуртне тăратнăччĕ, Чартаклă рабочи поселокĕнче пурăнакан хĕрарăм Елена Поддубская хăйĕн ытарма çук пуканисемпе паллаштарма тĕв тунă, андреевкăсем чăваш улахра мĕн ĕçленипе паллаштарчĕ – еплерех илемлĕ тĕрĕ-эрешпе капăрлăхсем, халăх тумĕ куçа илĕртрĕ. Уçăрккасем ял ăстисен ĕçĕсене илсе килнĕ, сумлă ентешĕсен сăнӳкерчĕкĕсене, вĕсем мĕнпе палăрнине çырнă.
Спорта юратакансене те кӳрентермен йĕркелӳçĕсем – вĕсем валли наци вăййисем, тĕрлĕ тĕслĕ ăмăртусем хатĕ-рленĕ. Чартаклă районĕн спортсменĕ-семпе тренерĕсене те сцена çинче парне кĕтрĕ: Алексей Михайлов кĕрешсе така çĕнсе илчĕ, Ульяновскри аграри университечĕн инженери факультечĕн 5-мĕш курс студенчĕ Иван Кузьмин 24 килоллă кире пуканне 84 хут йăтса Акатуй чемпионĕ ятне тивĕçрĕ.
Акатуя хастар чăваш пикисем – Октябрьски ял лицейĕн тата Володарский ячĕллĕ шкул вĕрентӳçисем – Раиса Князькинапа Татьяна Шмаранова илемлĕ ертсе пычĕç.
Чи пысăк парне вара Шупашкартан килнĕ артистсен концерчĕ пулчĕ. Типшĕм Сашук, Лидия Гордеева, Диана тата ытти çамрăк эстрада çăлтăрĕсем хăйсен çепĕç те янăравлă юррисемпе савăнтарчĕç.
 
: 417, Хаçат: 21 (1422), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: