Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш тĕнчи тăван чĕлхе кунне уявланă май эпĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан филологи наукисен кандидатĕ-нчен, Çеçпĕл Мишши тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ премисен лауреатĕнчен Атнер Петрович Хусанкайран салам çырăвĕ – буклет – илтĕм. Уяв буклечĕ манăн сăвăри çак йĕркесемпе уçăлать:
 
Тăван чĕлхе! Эс – манăн чун çуначĕ!
Эс пур чухне – эп катăк мар çынран.
Ахальтен мар чĕре вутпа çунатчĕ
Ютра çӳренĕ майăн ăнсăртран.
 
Тăван чĕлхе! Эп сансăр мĕскĕн, тăлăх,
Эс пур чух – манăн кăкăрта кăвар.
Эс пур чухне çеç вилĕмсĕр ман халăх,
Ун чух ун çут пуласлăхĕ çук мар.
 
Буклет ăшне Атнер Петрович хăйĕн ашшĕн – Петĕр Хусанкайăн сăнӳ-керчĕкĕпе пĕрле юнашар çапла çырнă:
«Хисеплĕ Анатолий Федорович! Ярса панă «Сăвăсем» кĕнекешĕн тата «Канаш» хаçатсемшĕн пысăк тав. Кăсăклансах вуларăм. Хисеплĕ ята парасси çинчен ман шухăш çапла – памаллах! Ырă ĕç нумай турăн, пĕлетпĕр, Айхишĕн тата ыттисемшĕн те. Сирте чăн чăвашлăх çăлкуçĕ шăнкăртатса тăрать.
Вăй патăр!
А.Хусанкай».
«Тăван чĕлхе кунĕ ячĕпе!» текен буклет хуплашкине тăватă чĕлхепе çырнă.
 
: 100, Хаçат: 21 (1422), Категори: Cырусем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: