Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ятсем! Ятсем! Пурнăçри кашни япалан тата çыннăн хăйĕн ячĕ пур. Хаçат-журналпа кĕнекен те.
Хамăр тăрăхра тухса тăракан чăваш хаçатнех илер. «Канашăн» тымарĕ чи малтан ăçта шăтса тухнă-ши тесе темиçе çынна ыйту пама тӳр килчĕ. Анчах та хуравĕ пулмарĕ. Çак сăлтавпах хамăрăн аслă шурсухал А.Юман патне шăнкăравларăм, çакна пĕлтĕм: 1918 çулхи кăрлач (январь) уйăхĕн вĕçĕнче Хусанта чăваш салтакĕсен съезчĕ иртнĕ. Çав вăхăтра йышăннă тăрăх 1918 çулхи нарăс (февраль) уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Канаш» хаçат тухса тăма пуçланă. Чехсем Хусана туртса илсен ку сăваплă ĕç чарăннă. Çак тапхăрта 53 номер тухма ĕлкĕрнĕ. Хусана чехсенчен хăтарсан «Канаш» хаçата тепĕр хут пичетлеме тытăнаççĕ. Ку вăл 1918 çулхи юпа уйăхĕнче пулса иртет. Хусанта «Канаш» хаçат пурĕ 724 номер тухнă.
Шупашкарта «Канаш» хаçатăн 1-мĕш номерĕ 1921 çулта авăн (сентябрь) уйăхĕнче тухма пуçланă. Унта чăваш писателĕсен малтанхи хайлавĕсем, сăввисем, калавĕсем пичетленнĕ. «Канаш» хаçат çумĕнче журналсем – «Капкăн», «Сунтал» тата ыттисем - кун çути курнă.
Каярах «Канаш» хаçат тĕрлĕ ятпа тухса тăма пуçланă: «Чăваш коммуни», «Коммунизм ялавĕ». Халĕ хаçат «Хыпар» ятлă.
Чăнлă тăрăхĕ яланах ăслă та пултаруллă çынсемпе пуян пулнă. Ку вăл – Александр Михайлович Богатов, Анатолий Федорович Юман тата ыттисем те.
Вĕсем тăрăшнипе пирĕн облаçра «Канаш» хаçат çĕнĕрен çуралать. Ятне те ĕлĕкрех тухса тăнă сумлă ята суйласа илеççĕ. Ку ĕç-пуç раштав (декабрь) уйăхĕн вĕçĕнче (1989 çул) пулса иртет.
Чăннипе те хаçат вуласа ларнă вăхăтра çынпа калаçса ларнă пекех туйăнать маншăн. «Канашпа» канашласа лартăм та хамăн валли çакăн пек пĕтĕмлетӳсем турăм.
Хаçат вăл:
– вĕрентӳçĕ, хаçат урлă çын тĕрлĕ япалана вĕренет, хăйĕн тавракурăмлăхне ӳстерсе малалла аталантарать*
– халăх пурлăхĕ, ăна нимĕнле япалапа та улăштарма çук, хаçатра çынсен кулленхи пурнăçĕ, çыннăн ăс-тăнĕ сăнарланать*
– чăн-чăн техĕмлĕ апат: тарăн шухăшлă калавсене вуласа тухсан вулавçăн каллех çав хайлавсенех тепĕр хут вулас килни, чун апачĕ*
– аякри çутă (маяк) пекех хăй патне пыма çул уçса паракан кăларăм, утса тухма çул такăрлатать, вулакана ăс-тăн енĕпе аталанма пулăшать*
– çынсене пĕр-пĕринпе паллаштаракан, пĕр-пĕринпе çывăхлатакан, пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха çирĕ-плетекен кĕпер*
– мĕнпур халăха тачă çыхăнса пурăнма вĕрентекен кун кĕнеки*
– Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен Ылтăн кĕнеки, мĕншĕн тесен ку вăл чăвашсен Чĕмпĕр тăрăхĕнчи пĕртен-пĕр чăваш хаçачĕ. Хаçат пĕтсен Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен куçа курăнман çыхăнăвĕ путланать, ĕмĕрлĕхех çухалать. Хаçата пуçлăхсем клуб, шкул, вулавăшсем валли çырăнса илменни – чуна сивĕтет. Çав вăхăтрах чăваш чĕлхине «аталантарма» тăрăшакан çынсем çак хаçата çырăнса илеççĕ-ши/
– таврапĕлӳçĕсен тĕп кĕнеки. Иртнĕ çулхи хаçатсене вуласан пĕр хушă архивра ĕçленĕ пекех туйăнать. Унта питĕ нумай усăллă канашсем (ĕçсем), халăхăн йăли-йĕрки, чăваш халăхĕн историе кĕрсе юлнă пулăмĕсем тата ыттисем те пичетленеççĕ. Шкулсем, вулавăшсем хаçата çулран-çул çĕлесе пырса упрани – чи сумлă ĕçсенчен пĕри. Хаçатсен пуххи – хăйнеевĕрлĕ архив. Апла пулсан шкулпа ялти музейсен чи лайăх экспоначĕ.
– хаçат илемлĕ те тарăн шухăшлă пулни – унта ĕçлекенсенчен нумай килет. Ваттисем ахаль каламан пулĕ ĕнтĕ: «Хуçи мĕнле – япали те çавăн пек», - тесе. Тарăн шухăшлă, çынна хисеплекен, ырă кăмăллă та çĕнĕ туйăмлă пултаруллă журналистсем хаçатра пулни – вулакансен телейĕ.
Ахаль çырмаççĕ пулĕ: «Культура – халăх аталанăвĕн шайĕ», – тесе. Çак культурăн пĕр пайĕ – ăс-тăн культури. Кунта ăслăлăх, ӳнер, сывлăх...тематикипе çырнă хайлавсем, илемлĕ литература, йăла-йĕрке, мораль, тĕн ĕненĕвĕ тата ыттисем те кĕреççĕ.
Хаçата вулакан – пысăк тĕнчекурăмлă çын.
 
Чăнлă районĕ,
Чăвашкасси.
 
: 400, Хаçат: 21 (1422), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: