Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпĕ «Канаша» нумай çул çырăнатăп ĕнтĕ. Кушак Печчи çырнă «Вăрттăн пассажир» мана шухăша ячĕ. Кун пекки ман пурнăçра та пулнăччĕ.
Арменире çар хĕсметĕнче тăнă чухне шофера вĕрентĕм, 1960 çулта киле таврăнтăм. Вăл вăхăтра ялта çынсене паспорт памаççĕ, хулана тухса каясран хăраççĕ, çавăнпа ялта шоферта ĕçлерĕм. ГАЗ-69 автомашинăпа колхоз председательне турттаратăп. Председатель мана шкулта вĕрентнĕ çын – Николай Иванович Краснов.
Вăл мана пĕррехинче Теччĕ хулине кайса Совет Союзĕн Геройне Утилетаева илсе кил тет. Райĕçтăвкома çитрĕм – унта мана кĕтсе тăраççĕ. Илсе килтĕм кирлĕ çынсене. Кăнна Кушки урамне вĕренекенсем тухнă, митинг пулмалла. Унта Герой та тухса калаçрĕ. Хăй вăрçăра тыткăна мĕнле лекнине, унтан нимĕç генералĕн самолечĕ çине 10 çынна лартса тарнине, хамăрăннисем патне çитсе ӳкнине каласа пачĕ.
Каç пуласпа эпĕ Героя каялла леçсе ятăм, вăл мана «Побег из ада» кĕнекине парнелерĕ. Эпĕ ун çинчен веçех вуласа пĕлтĕм. Утилетаев – мăкшă çынни.
1963 çулта эпĕ паспорт илтĕм те тĕнчене тухса кайрăм. Зеленодольскра автобуспа ĕçлерĕм, унтан Ленинградра Киров ячĕллĕ заводра платникре вăй хутăм. 1968 çулта вара Ульяновска килсе тĕплентĕм.
Пĕрре мана пуçана Теччĕ хулине пӳрт хăтлама чĕнчĕ. Унта ĕçе пĕтерсен икĕ кун ĕçсе-çисе савăнтăмăр. Ман отпуск пĕтсе килет. Пуçанапа пристане билет туянма кайрăмăр. Кассăран билет илтĕм. Хусантан килекен метеор 12 сехетре çитмелле. Пĕр метеор килчĕ те – ун ăшĕнчен халăх тухрĕ, пурте тенĕ пек сăра ларекне кайрĕç. Эпĕ те вĕсемпе пĕрле тепĕр хут кайса сăра ĕçрĕм. Кайран вĕсемпе пĕрлех метеор çине кĕрсе лартăм. Вăл кăшкăртрĕ те хускалса кайрĕ. Çумра ларакан çынран ыйтатăп: «Ульяновска миçере çитетпĕр/». Вăл мана: «Эпир Ульяновскра чарăнмастпăр»,- тет. Эпĕ ăна: «Мĕнле апла, ман ыран ĕçе тухмалла!» - тетĕп. Ку çын мана: «Ку метеор туристсене илсе каять, Ульяновска каялла килнĕ чухне кăна чарăнать»,- тесе хуравлать.
Эпĕ хăраса ӳкрĕм. Майăн 9-мĕшĕнчи Çĕнтерӳ уявĕ валли Ленин площадĕнче ялавсем çакмалла пирĕн, эпĕ вара «вышкăпа» ĕçлетĕп. Унта ĕлкĕ-реймесен мана ĕçрен кăларма пултараççĕ! Çумра лараканни мана билетна кăтарт-ха тет. Вăл ăна курчĕ те хăвăртрах кайса капитанпа калаç, туристсен метеорĕ çине мĕнле лекнине ăнлантар тет. Капитан патне хăпартăм. Ун каютинче форма тăхăннă икĕ çын пур. Эпĕ Утилетаев Героя тӳрех палласа илтĕм! Вăл манран: «Мĕншĕн кунта кĕтĕн/!»-тесе хыттăн ыйтрĕ. Эпĕ шикленсе ӳкрĕм, билета кăтартрăм. Вăл тӳрех раципе такамсене чĕнсе илчĕ. Икĕ хĕр те пĕр çамрăк çын килсе çитрĕç ун патне. Вĕсенчен: «Мĕншĕн метеор çинче ют çынсем пур/» - тесе ыйтать вăл. Лешсем йĕрсе ярас пек тăраççĕ. Куратăп, капитан метеора каялла çавăрать. Çапла мана пристане çитерсе антарса хăварчĕç. Эпĕ Утилетаева тав турăм, çапах та хăйне палланине, ăна иккĕмĕш хут курнине каламарăм.
Эпĕ аннă вăхăтра «Хусан-Ульяновск» метеор кăшкăртрĕ те тапранма тытăнчĕ. Ăна сигнал парса чарчĕç те мана вара унпа лартса ячĕç.
 
Ульяновск хули.
 
: 382, Хаçат: 21 (1422), Категори: Чăн пулни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: