Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртнĕ ĕмĕрти утмăлмĕш çулсем. Хĕл варри. Урамра Крещенке сиввисем пит-куçа чĕпĕтеççĕ. Тин çеç хĕсметрен таврăннă Митюк Ванюшĕ амăш килĕнче виçĕ кун хăналаннă хыççăн Кивĕ Пăрăнтăкри тăванĕсем патне çитсе курма шутларĕ. Çав ялта салтакăн амăшĕпе пĕртăван аппăшĕ Натюк тата унăн ывăлĕ Петĕр пурăнаççĕ. Петĕрпе Ванюш пĕр çулхисемех. Вăл виçĕ эрне маларах хĕсметрен таврăннă та салтак тумне хывма ĕлкĕрнĕ. Халĕ кормоцехра ĕçлет, колхоз выльăх-чĕрлĕхĕ валли апат хатĕрлет. Петĕр амăшĕ Натюк пенсие кайман-ха, фермăра ĕне сăвать. Петĕрĕн ашшĕ те пур, анчах паян килте мар. Ăна колхоз ĕçĕпе Сталинграда, тракторсем кăларакан завода командировкăна янă. Унта виçĕ уйăх ĕçлемелле, вара завод колхоза йӳнĕ хакпа çĕнĕ трактор ярса парать. Сахрунăн, çапла чĕнеççĕ Петĕр ашшĕне, çак кунсенче килне килмелле ĕнтĕ. Вăл çартан таврăннă ывăлне курман-ха. Ку нимех те мар-ха. Акă çитĕ те – иккĕшĕ çума-çумăн ларса савăнĕç.
Сахрун çемйинче тепĕр ача та пур-ха. Çинук хĕрĕ, асли. Вăл çемьеллĕ ĕнтĕ, яла качча кайнă. Мăшăрĕпе Пăвара пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те сахăр заводĕнче вăй хураççĕ. Час-часах çӳреймеççĕ çамрăксем ашшĕ-амăш килне. Заводра ĕçлекенсен вăхăт енĕпе кансĕртерех ĕнтĕ. Ашшĕ командировкăран таврăннă çĕре килме сăмах панăччĕ.
Пăрăнтăка çитме Ванюшăн тепĕр сăлтав та пур-ха. Çак ялта унăн юратнă хĕрĕ Валя пурăнать. Вĕсем Петĕрсемпе кӳршĕллĕ. Валя сарă çӳçлĕ, сенкер куçлă, çутă питлĕ вунçичĕ çулхи чиперкке. Иртнĕ çул кĕске отпуска килнĕ Ванюш çак хĕре пĕрре курсах юратса пăрахрĕ. Вальăпа вăл Натюк аппăшĕ патне хăнана пырсан паллашрĕ. Çавăнтанпа пĕр-пĕрин патне çырусем çырса тăнă.
Пăрăнтакпа Кивĕ Мертлĕ ялĕсем хушши инçех мар, пилĕк-ултă çухрăм кăна. Çулĕ такăр пулсан сехетрен вырăнта пулан. Ванюш амăшĕ Марфа та Пăрăнтăк хĕрĕ пулнă. Кивĕ Мертлĕ каччипе Çитăр Миттюкĕпе çемье çавăрнă, ывăл çуратнă. Урăх ача паман Митюкпа Марфана. Кунăн сăлтавĕ те пулнă.
Çак икĕ ял Сĕве юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă. Сулахай çыранĕнче. Самаях пысăк ялсем, Тăхăрьял шутне кĕреççĕ. Ватă çынсем каланă тăрăх, Тăхăрьял енĕ Чапăрлă ялĕнчен пуçланса кайнă. Пулĕ те!
Пысăк ялсем пулсан та Пăрăнтăкпа Мертлĕ хушшинче нихăçан та йĕркеллĕ çул пулман. Сайра хутра çӳреççĕ çак ялсен çыннисем пĕр-пĕрин патне. Тăванлашма та васкасах каймаççĕ. Ик ял хушшинчен хура кушак каçса кайнă пек тытаççĕ хăйсене.
Сăлтавсăр мар ĕнтĕ çакă. Пĕрремĕшĕ, икĕ ялĕ те пысăк çултан аякра вырнаçнă, çула май мар. Ялсем хушшинче тарăн çырма-çатра. Çырмасен тĕпĕнче киревсĕр çӳллĕ курăк ӳсет, йĕри-тавра хăва чăтлăхĕсем. Вăрă-хурахпа выçă кашкăршăн кунта улах! Ĕлĕк-авал çапла пулнă тет. Халĕ вăрă-хурах çырма тĕпĕнче е чăтлăхра пурăнмасть. Вĕсем хуласене хисепе хураççĕ. Кашкăрсене те ялти сумлă сунарçăсем тытса пĕтернĕ. Халĕ çырмасенче, чăтлăхсенче мулкачсемпе тилĕсемсĕр пуçне нимĕн те пурăнмасть. Тĕрĕссипе, Тилçе шывĕ те икĕ ял çыннисене пĕр-пĕрин патне çӳреме кансĕрлемест ĕнтĕ. Анчах çыхăну пурĕпĕр çук. Чăн сăлтавне вара Иккĕмĕш Александр патша вăхăтĕнчех шырамалла иккен. Хресченсене ирĕк панă хыççăн Тăхăрьял таврашĕнчи çĕрсене ревизи тунă пулать. Çав вăхăтра сутăнчăк çĕр виçекенсем Кивĕ Мертлĕн утă çулмалли çеремĕсене тата пулăпа пуян темиçе кӳлле Кивĕ Пăрăнтăка касса панă пулать. Çакă саккунлă ĕç мар тесе мертлĕсем таçта та çитнĕ тет, анчах тĕрĕслĕх тупайман. Çитменнине кӳршĕ ял улпучĕ Лаптев (Пухчав улпучĕ) та сӳнмен кăмрăк çине краççын сапнă теççĕ. Вăл та Мертлĕ ял çыннисен тырă акса ӳстермелли çĕрне касса илме пикеннĕ. Юманлăх вăрманне те çавăрса илнĕ. Хытă кӳ-реннĕ Мертлĕ халăхĕ патша патне ятарласа делегаци янă. Александр патша Лаптев улпута иртĕхме паман, анчах çеремсемпе кӳлĕсене тавăрман, пăрăнтăксен çĕр çителĕклĕ мар тесе çĕр виçекенсен ĕçне улăштарман. Мертлĕсем те çакăнпа килĕшмен. Утă çулнă вăхăт çитсен унчченхи хăйсен çаранĕсене вăйпах тавăрма шутланă. Икĕ ял халăхĕ хушшинче темиçе хутчен те юнлă тытăçу пулса иртнĕ. Ваттисен сăмахĕпе, çав вăхăтранах пырать иккен ик ял хушшинчи сивĕлĕх.
Вăл вăхăтри çынсем тахçанах шăтăка кĕнĕ ĕнтĕ. Çеремĕпе акмалли çĕрĕсене те тахçанах колхозсене уйăрса панă, хăш-пĕр кӳлли те тикĕс çĕрпе танлашнă. Паян çав çĕрсем ахаль парсан та никама кирлĕ мар. Халăхра вара ĕлĕкхи курайманлăх сӳнмен-ха. Тарăн йĕр хăварнă курать икĕ ял хушшинче çав хура кушак!
Пилĕк-ултă çухрăм утасси çамрăкшăн нимех те мар. Унччен те каччăсем хĕрсем патне ют яла çӳренĕ. Пылчăкне те, тарăн юрне те ашнă. Пирĕн Ванюш та çӳрĕ!
Каç пулас умĕн Ванюш салтак тумне тăхăнчĕ те «хромка» купăсне хулпуççи урлă çакса Кивĕ Пăрăнтăка тухса утрĕ.
- Пĕр сехет çурăран çăмăллăнах вырăна çитĕп, - терĕ вăл каç пулса килнипе пăшăрханакан амăшне лăплантарса.
Ванюш таврара пĕлекен ăста купăсçă. Вăл аллине купăс тытсан васкавлă тумалли ĕç пирки те манса каян, хăлхусене чанк! тăратса итлесе тăран. Ун пек ăста Тăхăрьял тăрăхĕнче урăх çук та пулĕ. Хĕсмете илсе кайиччен ăна ялтан яла туй халăхне савăнтарма илсе çӳретчĕç. Чаплă туйсем пĕри те Ванюшсăр иртмен. Пуянтарах ашшĕ-амăшĕ купăс калама ятарласа Ванюша чĕннĕ. Туй кунне купăсçă пушă вăхăтне кĕтсе палăртнисем те сахал пулман. Ăста купăсçа туй хуçисем сăра-эрехпе хăналани те вăрттăнлăх мар. Укçине те çителĕклех панă. Çамрăклах эрех-сăра тутанса пăхнă пулин те Ванюш эрех стаканĕ ăшне путмарĕ, ăсне çухатмарĕ! Çак ăсталăха ачине Аслă вăрçăран таврăннă ашшĕ – Митюк хăнăхтарчĕ. Митюк хăй те ăста купăсçă пулнă. Вăрçăра кĕске кану вăхăтĕнче салтаксен чунне купăс сассипе савăнтарнă. Пĕр вăхăтра ташăпа юрă ушкăнĕнче те çӳренĕ пулать. Митюк вăрçăран хăрах урапа тата çурăм хыçне çакнă нимĕç аккордеонĕпе таврăннă. Сарлака кăкăрĕ çинче темиçе медаль ялкăшнă. Килне таврăнсан нумаях пурăнайман вăл. Аманнă та чирлĕ Митюк часах çĕре кĕнĕ. Çавăнпа урăх ача та çуралайман çемьере. Ашшĕ вăрçăран илсе килнĕ аккордеон çуртри тĕп кĕтесре ларать. Ăна тусан ан лартăр тесе илемлĕ тутăрпа витсе хунă. Ванюш ашшĕ парнине упрать, унта-кунта сĕтĕрсе çӳремест.
Хромка купăсне Ванюш салтакран илсе таврăнчĕ. Службăра йĕркеллĕ пулнăшăн ăна часть командирĕ салтаксен стройĕ умĕнче çак парнене пачĕ.
Ванюш савнă хĕрĕ Валя патне васкать. Вальăн ашшĕ вăрçăран таврăнайман. Хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен çыру илнĕ вĕсем. Вăрçă чарăннăранпа нумай çул иртрĕ ĕнтĕ, çапах çухалнă салтак тупăнман. Кам пĕлет, ăçта пуçне хунă вăл/ Вăрçă вăхăтĕнче хыпарсăр çухалнă салтаксем сахал пулман. Йывăр хуйха тӳсеймесĕр Вальăн амăшĕ Наçтуç аппа çĕре кĕнĕ. Асли, Ваççук, вунçичче çитичченех авланнă. Мĕн тăвăн, килте хĕрарăм алли кирлĕ. Кĕçĕннисене – шăллĕпе йăмăкне - ӳстермелле. Пĕчĕккĕ-ха вĕсем. Турă пур çав. Инкĕшĕ йĕркеллĕ çын çакланнă. Тăлăхсене тăван ачисене пăхнă пек ӳстернĕ.
Юратнă тусне часрах курас ĕмĕтпе Ванюш Кивĕ Пăрăнтăка васкать. Кун çути хĕлле вăрăма тăсăлмасть. Çавăнпа та çула тухнă çыннăн васкас пулать. Çăмăл тумланнă каччă сивве туйма пуçларĕ. Ăшăнас тесе чупрĕ. Аппăшĕсем патне çитнĕ çĕре çамки çине вĕри тар тапса тухма ĕлкĕрнĕччĕ.
Урамри лутра, улăм витнĕ пӳрт чӳречисенчен краççын лампин тĕксĕм çутисем курăнаççĕ. «Чĕпĕ куçĕ» теççĕ пирĕн таврара краççын лампине. Шӳтлесе ĕнтĕ, япăх çутатнипе. Иртнĕ ĕмĕр варринче Тăхăрьял таврашĕнче электричество пулман-ха. Ильич лампи пирки сахал çын илтнĕ.
Тарпа йĕпеннĕ Ванюш çатанран явнă картиш алăкне уçса кĕчĕ те пăрлă чӳречерен шаккарĕ. Уçнă алăк умне Натюк аппăшĕ тухса тăчĕ.
Натюк аппăшĕпе Ванюшăн амăшĕ Марфа çулĕсем пур пулсан та çамрăк курăнаççĕ. Иккĕшĕ те колхоз ферминче ĕне суса тертленеççĕ. Çак ĕç çăмăл мар. Вăтăр çул хушши кунтан-кун çирĕм ĕне çиллине лăскасси алла çăкăр тытса çиесси мар çав! Нумай тар тăкма тивет. Ахальтен мар ĕнтĕ ĕне сăвакан хĕрарăмсен алли вăхăтсăрах турчăка пек авăнать, тарăн йĕрпе çуркаланать.
 
Майна районĕ.
(Малалли пулать.)
 
: 439, Хаçат: 21 (1422), Категори: Пурнăçри чăнлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: