Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ульяновскри Ипподром лапамĕнче область Акатуйĕ иртрĕ.
Чăвашсен мĕн авалтан пыракан, çулталăкра пĕрре пулакан тĕп уявне халăх чылай пухăнчĕ. Илемлĕ чăваш тумĕпе капăрланнă яш-кĕрĕм, вăтам тата аслă çулсенчи хĕрарăмсемпе арçынсем ушкăнăн-ушкăнăн тăрса чăваш юррине шăрантарчĕç, лапамра чăваш тумĕсен, капăрлăхĕ-сен, апат-çимĕçĕн суту-илĕвĕ пычĕ. Вунпĕр сехетрен сцена пĕр минут та пушă тăмарĕ. Чи малтан чăвашсене регионта пурăнакан ытти наци автономийĕсен ушкăнĕсем саламларĕç – еврейсен «Ховерот», осетинсен, тутарсен «Семберкарлыгачлары» ташă ушкăнĕсем, вырăссен «Декабрина» ансамблĕ.
Пурĕ область Акатуйне кăçал 70 ытла коллектив тата уйрăм юрăçсем килсе çитрĕç.
Саламсем
Йăла тăрăх Акатуя область правительстви, ĕç тăвакан органсен çыннисем, депутатсем килсе саламлаççĕ. Хаклă хăнасем хушшинче кăçал РФ Патшалăх Думин депутачĕ Олег Николаев, Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Анатолий Бакаев, Ульяновск мэрĕ Сергей Панчин, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă ыйтусемпе наци политикин комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов, Патăрьел район пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Шупашкар район пуçлăхĕн ĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Дмитриев, Тутарстан патшалăх канашĕн депутачĕ Дмитрий Самаренкин, облаçри ытти халăхсен тата Раççейри ытти регионсен автономи председателĕсем, Ульяновск хула Думин депутачĕ-сем. Кăçал историре пĕрремĕш хут чăвашсен уявне Чĕмпĕр тата Çĕнĕ Спасск митрополичĕ Анастасий килчĕ.
Официаллă протоколпа кĕпĕрнаттăра кĕтсе илме шупăр тăхăнма ирĕк илнĕ виçĕ çын тивĕçнĕ – УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев тата ĕçтăвком пайташĕсем Анатолий Узиковпа Владимир Федоров.
Акатуй пĕлтерĕшĕ, унăн йăли-йĕрки çулсерен ӳссе, пуянланса пырать. Çакăнта УОЧНКА тата облаçри Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центрти чăваш пайĕн (ĕртӳçи – И.В.Гаврилова) тата укçан пулăшакан усламçăсемпе фермерсен тӳпи пысăк. Унăн шайĕ кĕпĕрнаттăра кĕтсе илнĕ çĕрте те палăрать. Акатуй çăкăрне кăçал Елена Уресметова чăваш йăлипе кĕлĕ вуласа пĕçернĕ, унта ырă сăмахсем çырнă. Чăваш ачисемпе пултарулăх ушкăнĕсен артисчĕсем хаклă хăнасене икĕ йĕре тăрса алă çупса кĕтсе илчĕç, Станислав Толстов ертсе пыракан «Эревет» халăх ушкăнĕ ташă çаптарчĕ. Кĕпĕрнаттăр та чăтса тăраймарĕ, чăваш ташшине хутшăнчĕ. Хăнасен делегацийĕ уяв иртекен тĕп вырăна çитрĕ.
Кăçал Акатуйăн кураторĕсем – Чăваш Республикинчи Шупашкар тата Патăрьел районĕсем пулчĕç. Вĕсем театр мелĕпе Акатуй йăлине кăтартса пачĕç.
- Авалхи чăвашсем Çĕр-пикепе Тӳпе-каччă пĕрлешнине ака туйĕ тенĕ. Савăнăçлă туй туса пĕрлешнĕ хыççăн çамрăк мăшăрăн "ача" çуратмалла пулнă. Эпир çав "ачана" тыр-пул тетпĕр. Тыр-пул пĕрчине вĕтетсе тунă çимĕçе – Çăкăр тетпĕр. Çăкăр вăл сĕтел хушшинче чи асли. Çăкăртан асли нимĕн те çук. Çавăнпа çĕр ĕçĕпе пурăнакан халăхсем çурхи уяв – Акатуй туса ирттереççĕ. Мĕн ĕлĕкрен ваттисем каланă: "Акатуй мĕнле иртет – тыр-пул çапла çитĕнет", - тесе çĕр ĕçĕн мĕнпур тапхăрне кăтартрĕç. Арçынсем сухапа çĕр сухаларĕç, хĕрарăмсем акрĕç, тăпачпа çапрĕç, йывăç лартрĕç... Юлашкинчен кар! тăрса чăваш Туррине тав турĕç, тыр-пул лайăхрах ӳстĕр тесе çумăр ыйтрĕç. Чăваш сăмахĕсем, юлашкинчен янăранă халăх гимнĕ кашни çыннăн чунне витерчĕ!
Ĕç пĕтсен чăваш савăнать – вăййа тухать. Вăйă картине пултарулăх ушкăнĕсем, хаклă хăнасем тăчĕç, вăл сцена умĕнче шыв юххи пек юхрĕ, вăйă юррипе лапам янраса тăчĕ.
- Еплерех пуян йăла-йĕркене пăхăнса пурăнать тăнăçлăха юратакан, юрра-ташша ăста, вăйлă та чаплă халăх! Ульяновск облаçĕнче вĕсен шучĕ 111 пин çынна яхăн. Чăвашсен вилĕмсĕр йăлисене паян хамăр куçпа хамăр тата тепĕр хутчен курса ĕнентĕмĕр. Паянхи кĕлĕсене итленĕ хыççăн çынсем ырăлăх енне улшăннине, тĕнчере яланхиллех юрату пуç пулса тăнине ĕненетĕп. Çĕр-аннемĕ-ре упрамалла пирĕн. Ака туйĕ – пысăк уяв. Эпир пурте çураки ĕçĕсем вĕçленсе пынине паллă тума пухăннă. Пĕрчĕллĕ культурăсене кăна 700 пин гектар акса хăвартăмăр. Ун пекки халиччен те пулманччĕ. Чыс та мухтав ял ĕçченне! Чăваш чĕлхи хĕмленсе вăй илтĕр, ача сачĕсемпе шкулсенче ачасем чăваш чĕлхипе литературине вĕренччĕр тесе вĕрентӳçĕсем çине тăрса тăрăшаççĕ. Ульяновск облаçĕнчи Олег Мустаев ертсе пыракан чăвашсен наципе культура автономийĕ тăван халăхăмăрăн аталану çул-йĕрĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ те сулмаклă ĕçсем тăвать. Малашне те сире ăнăçусем çĕнсе илме сунатăп, - терĕ Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр чăвашсене Акатуй ячĕпе ăшшăн саламласа.
Чи пултаруллисене, хĕрӳ ĕççинче палăрнă механизаторсемпе водительсене Сергей Иванович кĕпĕрнаттăрăн Тав çырăвне парса чысларĕ. Вĕсен хушшинче – Александр Букин тракторист (Çĕнĕ Спасск районĕ), Петр Великанов (Ульяновск), Виктор Егоров (Çинкĕл), Геннадий Ильдутов (Çĕнĕ Малăкла), Евгений Охотников (Майна).
Ульяновск тата Çĕнĕ Спасск митрополичĕ Анастасий хăйĕн сăмахĕнче регионта, Раççейре пурăнакан халăха тĕн, ĕненӳ пĕрлештерни пирки каларĕ. «Чăвашсем ирттерекен уявра ырăлăх, юрату хуçаланнине паян чун-чĕрепе туятăп. Нумаях пулмасть тӳресемпе çак вырăнта – «Чăвашсен кил-çурчĕ» музей çывăхĕнче малашне чиркӳ çĕклесси пирки калаçса татăлтăмăр», - терĕ вăл.
Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн пуçлăхĕ Анатолий Бакаев салам сăмахне чăвашла пуçларĕ. «Чăваш халăхĕ ыттисенчен çĕре хакланипе уйрăлса тăрать. Çакна тепĕр хутчен паянхи мешехе, кĕлĕ сăмахĕсем ĕнентерчĕç. Çак илеме – уй-хире сухаланине евĕрлесе кăтартнă ĕç-пуçа, тыр-пул тухăçлă пултăр тесе вуланă сăмахсене илтсе тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Чăвашсен хĕрарăмĕсем – чăн-чăн ал ăстисем, арĕсем – ĕçченсем. Чăвашсем ытти халăхсемпе те туслă пурăнаççĕ», - терĕ. Хăй ертсе пыракан тытăм ятĕнчен Владимир Грузина (Ульяновскри вĕрентӳçĕ), Елена Лянкинана (Садкири «Укăлча» юрă ушкăнĕн ертӳçи), Елена Уресметована (усламçă, УОЧНКА ĕçтăвкомĕн членĕ), Анатолий Узикова (УОЧНКАн Чăнлă районĕнчи уйрăмĕн ертӳçи) Тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕ.
УОЧНКА хастарĕсем Анатолий Сайдяшевпа Владимир Федоров «Пĕрлĕ-хлĕ Раççей» партин Тав çырăвне тивĕçрĕç.
Патшалăх Думин депутачĕ Олег Николаев Олег Мустаевăн аллине хыттăн чăмăртаса, ăнăçу тата юратупа телей сунса Тав çырăвĕ пачĕ.
- Тыр-пул тухăçлă пултăр тесе çураки ĕçĕсем хыççăн чăвашсем мĕн ĕлĕкрен Акатуй кĕрлеттернĕ. Çапла майпа наци вăййисене выляса, юрласа-ташласа, кĕлĕсем вуласа, çуллă пăтă çисе тулăх пурнăç валли никĕс хурса хăварнă. Пурсăра та паянхи савăнăçлă уяв ячĕпе саламлатăп, çемйĕрсенче ача култăр, йыш хушăнтăр. Чăваш кил-çурчĕ, мĕнпур тĕнче ача сассипе пуян,- терĕ Олег Алексеевич.
Чăваш Республикин Патшалăх канашĕнчи наци тата социаллă ыйтусене тимлекен комитет председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти уйрăмĕн ертӳçи Вячеслав Рафинов Чăваш Ен Элтеперĕн Михаил Игнатьев саламне вуласа пачĕ. Хăна Олег Мустаева, Владимир Федорова тата Павел Азанова хаклă парнесем пачĕ.
- Кăçал виççĕмĕш космонавт, чăваш ятне тĕнче шайне çĕкленĕ паллă çыннăмăр А.Г.Николаев космоса вĕçсе кайнăранпа 55 çул çитет. Унăн бюсчĕ тата алла çыхмалли ят сехечĕ сире паянхи уяв пирки аса илтерсе тăччăр, Чĕмпĕр çĕрĕ çинче ăнăçу çĕнсе илнĕ йăхташăмăрсем, - терĕ вăл ырă сунса.
Чăваш хастарĕ Николай Кирюшин Ульяновск хула пуçлăхĕн Сергей Панчинăн аллинчен Хула Думин Хисеп хутне илме тивĕçлĕ пулчĕ. Тав çырăвне Ульяновскри 17-мĕш наци вулавăшĕн ĕçченне Светлана Бахтинована тата облаçри «Илем» театр студийĕн ертӳçине Наталья Новоселеца пачĕç.
- Нацийĕн чикки çук, эпир ĕçре те, канура та ытти халăхсемпе пĕрле, - терĕ Чăваш наци конгресĕн пуçлăхĕ Николай Угаслов. Сергей Морозов кĕпĕрнаттăра чăвашсене тимленĕшĕн тата пур пуçарура та хавхалантарса, пулăшса пынăшăн тав турĕ.
ЧНК Хисеп хутне чăваш хастарĕсене Светлана Ильдейкинапа (Çинкĕл) Светлана Торшенинана (Ульяновск) пачĕ.
УОЧНКА пуçлăхĕ Олег Мустаев регион ĕлĕкрен пултаруллă чăвашсемпе палăрса тăнине, облаçран тĕнче шайлă паллă йăхташсем (чăваш тĕнчинче 1-мĕш СССР халăх артисчĕ, Çинкĕл районĕнчи Ялавăрта çуралнă Алексей Ургалкин, Чартаклă районĕнчи Чăваш Калмаюр мăнаçлăхĕ, облаçри 1-мĕш Олимп чемпионĕ Виталий Константинов...) тухнине каласа хăварчĕ. Кăçалхи пĕрремĕш Акатуй Чартаклă рабочи поселокĕнче иртнине пĕлтерчĕ. «Паян чăвашсене таджиксем, эрменсем, тутарсем, вьетнамсем, еврейсем тата ыттисем те саламлама килсе çитнĕ. Пире валли вĕсем юрă-ташă, сăвă-такмак илсе килнĕ. Ăçтан кăна тата чăвашсем, хаклă та сумлă хăнасем пуçтарăнман-ши/ Пурне те Чĕмпĕр çĕрĕ çинче хапăл тăватпăр. Пурсăра та çурхи чаплă уяв ячĕпе саламлатăп. 27-мĕш наци Акатуйĕ уçăлнă тесе шутлăр, юрлăр-ташлăр, савăнăр, вăй виçĕр, тĕрлĕ лапамсенче парнесем çĕнсе илĕр», - терĕ вăл.
 
ТĔп сцена Çинче
Савăк юрă ян янратăр
Пархатарлă уй-хирте!
Иксĕлми телей туптатăр
Кулленхи ĕçĕмĕрте!
Ипподром лапамĕнчи тĕрлĕ кĕтесре уяв кĕрлесе тăчĕ. Икĕ енче икĕ пысăк сцена ĕçлерĕ – тĕп сценăна хăнасем тата облаçри пысăк ушкăнсем пултарулăхĕсемпе савăнтарчĕç. Икĕ сцена хушшинче регионти кашни район чăваш кил-çурчĕпе картишне майлаштарса лартнă. Кил-çурт таврашне кашниех ĕлĕкхи йăласене асра тытса илемлетнĕ, сĕтелне чăваш апат-çимĕçĕпе – кукăль-пӳремеч, шăрттан, хуплу, турăх-хăйми, сăрипе, техĕмлĕ чейĕпе тултарнă. Кăмăл тăвакансем тутанса пăхма пултарчĕç.
Тĕп сцена çинче уява «Эревет» халăх ушкăнĕ (Ульяновск) илемлĕ композиципе пуçларĕ. Концерт программине «Халăх инструменчĕсен ансамблĕ» (Çинкĕл районĕ), Чăнлă районĕнчи ушкăнсем – халăх ушкăнĕ «Шанăç», «Янра, юрă», «Çăлкуç», «Уйсас», «Укăлча», «Тус-тантăш»* «Шăпчăксем» (Майна районĕ), «Телей», «Савăнăç» (Мелекесс районĕ), «Çăлкуç» (Николаевка районĕ), «Чĕкеç» (Çĕнĕ Ульяновск), «Пилеш», «Илемпи» (Çĕнĕ Малăкла районĕ), «Ĕмĕт» (Ишевке), «Çăлкуç» (Вешкайма районĕ), «Чăваш шăпчăкĕ» (Çĕнĕ Спасск районĕ), «Шанс» ташă ушкăнĕ (Чартаклă), «Илем» (Ульяновск хули), «Çуркунне» (Кăлаткăпуç районĕ), солистсем – Кристина Никитина (Аслă Нагаткин), Нина Баутина, Николай Малеев, Любовь Миронова ташăçă (Ульяновск), Марта Волынщикова (Майна районĕ), Ирина Чучакина (Чартаклă), Светлана Матвеева (Пушкăртстан), «Хĕвел» ансамбль (Самар облаçĕ) илем кӳчĕç.
Ентешсене Чăваш Республикинчи Шупашкар районĕнчи 4 ушкăн тата Патăрьелĕнчи 5 ушкăн илемлĕ юрри-ташшипе тĕлĕнтерчĕ.
Программăна Шупашкартан килнĕ «Асамат» ушкăн тăсрĕ.
Ачасен пултарулăхĔ
Иккĕмĕш сцена çинче облаçри чи ăста та пултаруллă ачасем нумай çын умĕнче хăйсем юрлама-ташлама пултарнине кăтартрĕç. Уява пухăннисене Ульяновск шкулĕсенче вĕренекен çамрăк артистсем савăнтарчĕç: Полина Серебрякова (1-мĕш гимнази), Анастасия Уба, Дарья Харитонова (13-мĕш гимнази), Анастасия Самойлова, Елизавета Гаманкова, Анастасия Дубровина (21-мĕш шкул), Мария Ямщикова (46-мĕш шкул), «Нарспи» ушкăн (55-мĕш шкул), Ксения Узалукова, Кристина Шубина, Ксения Борисова (56-мĕш шкул), Любовь Маловапа 3-мĕш класс ачисем (64-мĕш шкул), Алина Муртакова, София Мулендеева (86-мĕш шкул). Вĕсене хатĕрлекенсем – Ю.А.Серебрякова, Е.В.Романова, С.А.Марышева, Л.К.Благороднова, М.М.Карпова, Н.Н.Айметова, М.В. Беляева, Е.П. Павлова вĕрентӳçĕсем.
«Кала, хуткупăс» конкурса хутшăнса парнесене виççĕн илчĕç: Геннадий Поляков, Евгений Сяслюков, Виктор Тягусев.
Тепĕр лапамра Алевтинăпа Владимир Грузинсем ача-пăчана, аслисене выляттарчĕç. Вăйăсене хутшăннă пĕр çын та парнесĕр каймарĕ. Кам кĕвентепе шыв йăтрĕ, кам кашăкпа çăмарта, кам вĕрен туртрĕ... Вăйлă çумăр çуни те вылякансене чараймарĕ.
СПОРТ
Авалхи йăлапа Акатуй чупакансен ăмăртăвĕнчен тытăнать. Çак йăлана пирĕн облаçра пĕрремĕш хут пĕлтĕр кĕртнĕччĕ. Кăçал чупу хамăр ентеш, тĕнче класлă спорт маçтăрĕ Николай Тимряков ячĕпе иртрĕ. Ăмăртăва хĕрарăмсемпе арçынсен ушкăнĕсем хутшăнчĕç.
Тĕп тӳре, Николай Тимряковăн юлташĕ – Владимир Хромышкин пулчĕ.
Хĕрарăмсем хушшинче малти вырăнсене Альбина Машаева, Евгения Савельева, Марина Усачева тухрĕç. Арçынсем хушшинче Никита Степанов, Андрей Саранцев, Алексей Чернов çĕнтерчĕç. Вĕсене пурне те диплом, Николай Тимряков ячĕпе кăларнă вымпел тата конвертсемпе укçан парса чысларĕç.
Акатуйра авалтан пыракан тепĕр йăла – лашасем чуптарасси. Кăçал Ипподромра 3-4 çулхи тата çитĕннĕ лашасем 1600 метра чупрĕç.
Виçĕ çулхи лашасене чуптарса 1-мĕш вырăн тата Акатуй парнине Вениамин Ионов (Гусар ăйăр, Самар облаçĕ), 2-мĕшне Сергей Блюдин (Чабан ăйăр, Ульяновск), 3-мĕшне Петр Шамионов (Осень лаша, Ăремпур облаçĕ) çĕнсе илчĕç.
Тăватă çулхи лашасене чуптарса Вениамин Ионов (Ванкувер айăр, Самар облаçĕ), Евгений Бульканов (Апостол ăйăр, Ульяновск), Алексей Гаранин (Полюс айăр, Ульяновск) çĕнтерчĕç.
Çитĕннĕ лашасем хушшинчи ăмăртăва 15-ĕн хутшăнчĕç. Малти вырăнсене çаксем çĕнсе илчĕç: Ольга Сидорук (Левиш Хоуст лаша, Чăваш Республики), Сергей Саблин (Гамбит лаша, Ульяновск). Виççĕмĕш вырăна иккĕн пайларĕç – Алексей Краснов (Победитель ăйăр, Чăваш Республики) тата Илсур Галимзянов (Веселый Роджер ăйăр, Тутарстан).
Кире пуканĕ йăтакансем кăçал виçе категорине пăхăнса тупăшрĕç. Тĕп судья Алексей Михайлов пулчĕ. Ку спортра кăçал абсолютлă чемпион ятне çамрăк тухтăр Денис Михайлов илчĕ. Вăл 5 минутра 24 кг таякан кире пуканне 139 хут йăтрĕ.
Акатуйра Кĕрешӳ те хĕрӳ пычĕ. Уявăн тĕп парнине – такана тата ытти парнисене илессишĕн çамрăк яш-кĕрĕм 6 виçе категорийĕнче кĕрешрĕ. Регионти азербайджан, эрмен, узбек автономийĕсен председателĕсем чăваш паттăрĕсене парнесем пачĕç, мĕнпур чăваша уяв ячĕпе саламларĕç. Пĕрремĕш вырăна çаксем çĕнсе илчĕç: Денис Сибаев (55 кг), Рустам Карпов (60 кг), Никита Тимашев (65 кг), Павел Федоров (70 кг), Александр Становский (85 кг), Денис Сетнеров (90 кг).
Малти вырăнсене тухнă кашни спортсмена диплом, кубок тата конвертпа укçа парса хавхалантарчĕç.
Тĕп парнене – такана – илессишĕн пынă хĕрӳ кĕрешӳре Евгений Исподников çĕнтернĕ, Чăваш паттăрĕ ята çĕнсе илнĕ. Сцена çинчен хаклă парнене ЧНК президенчĕ Николай Угаслов тата УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев пачĕç.
Çакăнтах вĕсем чăвашсене тепĕр хут саламласа Акатуй вĕçленнине пĕлтерчĕç.
«Асамат» ушкăн дискотека пуçларĕ.
Чăвашсем кĕлĕ туса ыйтнă вăйлă çумăр çуман пулсассăн хăçанччен ташлатчĕ-ши чăваш хăйĕн тĕп уявĕ-нче!
 
: 143, Хаçат: 22 (1423), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: