Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпĕ авланса уйрăлнă икĕ ачаллă арçынпа тĕл пулатăп. Вăл авланасшăн калаçкалать. Арăмĕ унран алимент илмест тет. Уйрăлнă чухне: “Санран нимĕн те кирлĕ мар”, - тенĕ имĕш. Пурнăçа пĕлсе пĕтереймĕн. Тен, шыраттарĕ те кайран. Виçĕ ачашăн мĕн чухлĕ алимент тӳлемелле?
 
Алимента ĕç укçине (тупăша) кура палăртаççĕ. Пĕр ачашăн тупăшăн 1/4 пайне тӳлеттереççĕ, иккĕшĕн – 1/3-не. Виçĕ е ытларах ачашăн ĕç укçин çуррине тытса юлаççĕ.
Килĕшĕве нотариус патĕнче çирĕплетмен пулсан арăмĕ “алимент санран кирлĕ мар” тени ниме те пĕлтермест. Пĕр-пĕринпе калаçса татăлса çураçма май килмесен ыйтăва суд урлах татма тивĕ.
Алимент тепĕр чух укçан çирĕп виçипе те шутласа параççĕ. Капла йышăнасси тĕрлĕ сăлтавран килет. Сăмахран, алимент тӳлеме тивĕç ашшĕ е амăшĕ ниçта та тар тăкмасть е вăл хутран-ситрен кăна “кĕмĕл” ĕçлесе илет. Тупăш шайĕ вĕçĕм ылмашсан та алимент виçине маларах асăннă меслетпе палăртма çук. Алиментшăн яваплă ашшĕ е амăшĕ хăйĕн тупăшне пытарсан та укçан çирĕп виçипе тӳлеттереççĕ.
Енчен ачасенчен пĕри ашшĕпе, тепри амăшĕпе юлсан хăшĕ кама тӳлесси вĕсен тупăшĕнчен килет: укçаллăраххи тупра енчен хĕсĕкреххине пулăшма тивĕç.
 
: 677, Хаçат: 46 (1138), Категори: cемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: