Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Олимпиада Николаевна Туктарова каласа панинчен)
 
Олимпиада Николаевна Туктарован амăшĕ Мария Герасимовна Казакова (Савлюкова) Тутарстанри Хулаçырми ялĕнче 1914 çулта çуралнă, çемьере виççĕмĕш ача пулнă. Вĕсем пурĕ пилĕк пĕртăван. Асли – Анна вилнĕ, вăл 107 çула çити пурăннă. Марфа çамрăклах çĕре кĕнĕ. Герасима лаша таптаса вĕлернĕ, вăл ун чухне 19 çулта çеç пулнă. Николая – Çĕпĕре янă, вăл яла каялла таврăнайман, ăçта вилни те паллă мар.
Мария Герасимовнан тăванĕсене коллективизаци тапхăрĕнче Çĕпĕре ăсатнă. Революциччен ытла пуян та пурăнман вĕсем, хуçалăхне хăйсен вăйĕ-пе ĕçлесе тытнă. Çапах вĕсен çемйине Çĕпĕре хăваланă. Ялти çуртĕнче шкул уçнă. Çав çулсенче пĕрремĕш шкул директорĕ Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралса ӳснĕ Николай Петрович Казаков пулнă. Вăл Иван Петровичпа Мария Петровнан шăллĕ. Николай Петрович вăрçăран таврăнсан Йĕлмелĕнчи шкулта пенсие кайиччен завхозра ĕçленĕ.
Хулаçырминчи çуртсене тустарнă тапхăрта Николай Петрович ăнсăртран Марийăпа паллашать. Савлюковсен çемйине Çĕпĕре янă чухне ăна пытарса хăварать. Кайран качча илет, çемье çавăраççĕ. Часах Марийăн амăшĕ вилет.
-1939-1940 çулсенче Николай Петрович Казакова Совет Çарне илеççĕ. Унăн çемйи Йĕлмелĕнче юлать. Вăл Белоруссири Гродно облаçĕнчи Сынковичи ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă артиллери çарне лекет. Хăйĕн çемйине те кунта илсе килме шутлать. Мария Герасимовна вара ачисемпе мăшăрĕ патне каять.
- Атте, Николай Петрович, казармăра пурăнатчĕ. Унтан инçех мар пире икĕ хутлă çуртра пӳлĕм панăччĕ. Эпир çавăнта пурăнаттăмарччĕ.
Эпĕ пĕчĕккĕ пулнă-ха вăл вăхăтра. Астăватăп, ирех тревога сасси янăраса кайнине. Пире пурне те пĕр вырăна пуçтарчĕç. Мĕн тумалла/ Ăçта каймалла/ Вăрçă тытăннă. Çуртсем ишĕлеççĕ, çынсем вилеççĕ, пăшал пенĕ сасăсем янăраççĕ. Пиртен аякрах та мар бомбăсем çурăлаççĕ. Сывлама çук – тĕтĕм мăкăрланать.
Аттене самолетпа вĕçсе кайнă чухне вĕлернĕ тенине илтнĕччĕ. Анне вара атте шывра путса вилнĕ тесе те калатчĕ. Ăçта вилни халĕ те паллă мар,- каласа парать Олимпиада Николаевна. - Яла нимĕçсем пырса кĕчĕç. Эпир çав вăхăтра кӳршĕри пĕчĕкçĕ ачапа пахчара çырла çиеттĕмĕр. Пирĕн ума кĕтмен çĕртен икĕ мотоцикл пырса чарăнчĕ. Нимĕн те каламарĕç, хăйсем те çырла çиме пуçларĕç. Çав вăхăтра пĕри пирĕн еннелле автоматне çĕклерĕ те пеме хатĕрленсе тăчĕ пулмалла. Тепри ăна нимĕçле темĕн каларĕ те вăл автоматне мотоцикл çине хучĕ. «Не бойтесь, кушайте, вас никто не тронет», - вырăс чĕлхипе аран-аран каларĕ. Çак сăмахсене эпĕ лайăх астуса юлнă. Ун хыççăн вĕсем мотоцикл çине ларчĕç те тусан кăларса казарма еннелле вĕçтерчĕç...
Çапла эпир мĕн вăрçă пĕтиччен нимĕçсем хушшинче пурăнтăмăр. Чĕлхине те вĕренсе çитрĕмĕр. Малтанах нимĕçсем пирĕн çуртсене кĕрсе тĕрĕслетчĕç. Пĕррехинче Çĕнĕ çул умĕн икĕ нимĕç çынни, вĕсемпе юнашар куçаруçи пирĕн пата кĕчĕç. Эпир чăрăш йывăçне хутран касса тунă теттесем çакма тесе тăраттăмăр. Пĕри нимĕçле вăрçать, автоматне пирĕн çине тĕллет, тепри: «У нас проверка, мы ищем партизан», - терĕ те килти япаласене унталла та, кунталла илсе урайне пăрахрĕ. Нимĕн те тупаймарĕç. Кайран пире Çĕнĕ çул уявĕ тума ирĕк пачĕç. Ушкăнпа пуçтарăнса ларма юрамастчĕ. Яланах тĕрĕслетчĕç. Килсенче лăпкă пурăнма çукчĕ. Кăнтăрла та, çĕрле те алăкран пырса шаккатчĕç. Уçмасан – кĕтсех тăр – инкек-синкек сиксе тухатех. Анне çавăн пек вăхăтра хăй ăшĕнче кĕл туса Турăран пулăшу ыйтатчĕ.
Пĕр нимĕç офицерĕ кунти хĕре качча пыма ыйтнă. Лешĕ те хирĕç пулман-и, ахăр, е ирĕксĕр качча илесшĕн пулнă-и/ Туй вăхăтĕнче партизансем нимĕçсем сисмен вăхăтра чӳречерен граната вирхĕнтернĕ. Пӳрте вут хыпса илнĕ, çакăнта нумай нимĕç фашисчĕсем вилнĕ. Пулăшу килсе çитиччен партизансем вăрмана кĕрсе çухалнă. Малтанхи вăхăтсенче пире нимĕçсем тивместчĕç. Тăван чĕлхепе юрлама та ирĕк паратчĕç. Пĕррехинче анне нимĕçсем пухăннă клубра чăвашла та юрласа пачĕ. Вырăссем – вырăсла, тутарсем хăйсен чĕлхипе клубра уявсем ирттеретчĕç. Нимĕçсен куçаруçи пурччĕ, вăл пире фашистсем умĕнче хӳтĕлетчĕ. Пĕррехинче вĕсем пире строй умне тăратрĕç. Кĕсьесене, сумкасене тĕрĕслеме тытăнчĕç. Хăш халăх пулнине ыйтаççĕ. Эпĕ чăваш, терĕм. Куçаруçи пире хĕрес çакма хушрĕ. Хĕрес çакнисене тивмерĕç. Çапла çăлăнса юлтăм...
Каярахпа пирĕн пурнăç татах та хăрушланчĕ. Çавăнпа та партизансем пире путвалта пытанса пурăнма хушрĕç. Вăл вăрман айккинчен инçех марччĕ. Ăна вăрçă умĕн ялхуçалăхĕ валли тунă пулнă. Инçетрен пăхсан – курăнмасть. Никама систермесĕр шала кĕрес тесен тимĕр алăкне тăпрапа хупламаллаччĕ. Çапла тумасан хĕллехи вăхăтра тăшмансем эпир çакăнта пурăннине тавçăрса илме пултарнă. Тĕттĕмре керосинка çутнă, çывăрма вара улăм ăшне кĕрсе выртнă. Хăш-пĕр нӳрĕ вырăнта йĕкехӳресем чупатчĕç, çывăрма памастчĕç. Хĕлле çӳлтен пирĕн çине йĕпе тумлам тумлатчĕ, вырăнсем йĕпенетчĕç, мачча пăрпа витĕнетчĕ. Путвалта – тĕтре. Çакăн пек нуша курса пурăнаттăмăр. Çимелли пĕтсен партизансем вăрттăн пире валли апат-çимĕç илсе килетчĕç. Пĕррехинче çӳлте пăшал сасси янăраса кайрĕ. «Партизаны», - тесе кăшкăрни илтĕнчĕ. Нимĕçле калаçаççĕ. Каярахпа кăна пĕлтĕмĕр. Пире валли апат-çимĕç илсе килнĕ партизансем засадăна лекнĕ-мĕн. Пурне те персе вĕлернĕ. Тыткăна лекнисем эпир кунта пытанса пурăннине темле асаплантарсан та каламан. Çуллаччен çакăнтах пурăнтăмăр.
Çуллахи вăхăтра партизансем патне вăрмана кайрăмăр. Вĕсен пуçлăхĕ – ватă та пысăк кĕлеткеллĕ чиканччĕ. Эпĕ ăна халĕ те астăватăп-ха. Разведкăна та чи малтан вĕсем каятчĕç, каярахпа ыттисем...
ххх
Вăрçă вĕçленсен Белоруссире 5 çул пурăнтăмăр. Атте вăрçăран таврăнмарĕ. Çĕршыври вăрçă тапхăрĕсене радиопа пĕлтерсе тăратчĕç. Тăхăнмалли çи-пуçне тӳлевсĕр пачĕç. Апат-çимĕçне талонпа пама пуçларĕç. Тăшмана хăваласа ярсан кил-çурта юсама е тĕпрен çĕннисем тума пикенчĕç. Пирĕн çемьене те çурт пачĕç. Пахча çимĕç акса ӳстерме çĕр лаптăкĕ уйăрчĕç. Вăрманта пытанса юлнă нимĕçсем пире нумай сиен кӳретчĕç. Вĕсене пула хамăрăн айăпсăр çынсенех вĕлеретчĕç, çавăнпа та вăрмана кайма хăраттăмăр.
Вăрçă хыççăн пурнăç лайăхланнă пекчĕ, тăван яла Йĕлмелне каяс килетчĕ. Эпир вара çула тухрăмăр. Астăватăп, чукун çул вокзалĕнче темиçе кун ниçта та каяймасăр лартăмăр. Çав вăхăтра ман пата пĕр пысăк кăна палламан çын пычĕ те: «Чăматансене йăтма пулăшас-и/» - терĕ. Эпĕ хирĕçлемерĕм, çамрăк пулнă, айванрах. Çав çын вара пирĕн япаласене вăрласа тарчĕ. Мĕнпур кирлĕ хутсем, çи-пуç çухалчĕ. Çĕнĕ Йĕлмелне аран-аран çитрĕмĕр, - каласа пачĕ Олимпиада Николаевна.
Олимпиада Туктарова (Казакова) Паснапуçĕнче (Тутарстан, Çĕпрел районĕ) 1935 çулта çуралнă. Вĕсем пилĕк пĕртăван. Георгий – Хулаçырминче,1934 çулхи, вилнĕ. Владимир 1938 çулхи, виçĕ çул тултарсан чирлесе вилнĕ. Петрпа Валентина Çĕнĕ Йĕлмелĕ-нче çуралнă. Халĕ Петр та пурнăçран уйрăлнă. Валентина çуралнă ялĕнче пурăнать.
Олимпида Николаевна хальхи вăхăтра Ульяновск районĕнчи Бирючевкăра пĕччен пурăнать. Хисеплĕ канура. Мăшăрĕ вилнĕ. Хăйĕн пурнăçĕнче ялхуçалăх ĕçĕнче нумай çул тăрăшнă вăрçă ачи сумлă ят илме тата хаклă парнесене тивĕçнĕ.
 
: 80, Хаçат: 22 (1423), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: