Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 21-мĕш номерте.)
 
Ванюш пӳрте кĕчĕ. Çав самантра сăмсана йӳçĕ шăк шăрши пырса çапрĕ. Каччăн куçĕ шывланчĕ, сывлама йывăр пулса тăчĕ. Пысăк кăмака хыçне пăру кăкарса хунă иккен. Вăл халь тин хăйĕн пăру ĕçне тунă та тăватă урипе тăпăртатса ăшă сĕт парасса кĕтет. Кил хуçи пăру айне пушă савăт лартнă та урайне сарăлнă шăкне сăтăрса илме те ĕлкĕреймен. Уçă сывлăшран кĕнĕ çыннăн сăмсине тӳрех пырса çапрĕ çав шăршă.
Ырă пурнăçран кĕртмен халăх сурăх-пăрăвне пӳрте. Чыссăрлăхпа та мар – çитменлĕхрен, чухăнлăхран. Вăрçă вăхăтĕнче шăнса вилесрен хуралтăсене сӳтсе вутта янă. Çĕннине лартма ĕлкĕреймен, вăй çитеймест-ха халăхăн.
Чаршав карнă кĕтесрен ĕçрен таврăннă Петĕр çăвăнса тухрĕ. Тăванне ыталаса илсе сывлăх сунчĕ, салтăнма пулăшрĕ. Шинелĕпе çĕлĕкне алăк патĕнчи пăта çине çакса хучĕ.
- А ты при полном параде, - терĕ вăл вырăсла Ванюша йĕри-тавра çавăркаласа. Салтакăн хулпуççи çинче виçĕ лычкăллă пакунсем. Кăкăрне тĕрлĕ значок илемлетет. Сержант пулнă иккен Ванюш хĕсметре.
- Гвардеец! Халĕ Пăрăнтăкри мĕнпур чиперкке санăн пулĕ, суйлама кăна ан ӳркен. Пĕрерĕшне ман валли хăварсан та аван пулĕччĕ. Вара туйне те пĕр кунтах ирттерĕпĕр, - тăрăхлать шӳтлеме юратакан Петĕр.
Натюк аппа сĕтел çине апат-çимĕç хатĕ-рлеме тытăнчĕ. Вăхăтпа усă курса икĕ каччă вăрттăн тем калаçса илчĕ те Петĕр пӳртрен тухса çухалчĕ. Çара пуçах, çарамасах. Ăнланчĕ ĕнтĕ ватă çерçи Натюк ывăлĕ ăçталла çул тытнине. Пĕлмĕш пулса тĕпелелле кĕрсе кайрĕ. Темиçе минутран алăк уçăлнă сасă илтĕнчĕ. Кĕçех пӳрте пăсланса икĕ çын кĕрсе тăчĕ. Пĕри – кӳршĕ хĕрĕ Валя.
Валя Ваççа тетĕшĕпе тата инкĕшĕпе пурăнаканскер, çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн чăх-чĕп фермине ĕçе вырнаçрĕ. Малалла вĕренме те кăмăл пурччĕ унăн, вăтам пĕлӳ илмелли шкул та хăйсен ялĕнчех. Анчах йывăр пурнăç пĕтерет. Вăтам пĕлӳ илме çулталăкне 150 тенкĕ тӳлемелле. Ку – заводра ĕçлекен инженерăн икĕ уйăх укçи. Ăçтан илĕ-ха ял çынни кун чухлĕ укçа/ Колхозра мĕн чухлĕ ĕçлесен те пĕр пус укçа тӳлемеççĕ, патак кăна лартса пыраççĕ. Минимум текен ĕç кунне тултармалла тата. Унсăрăн «тунеядец» ят илтен. Вара вăрман касма е торф кăларма ăсатĕç. Турă ан хуштăр çав инкек-синкеке курма! Ĕçленĕшĕн тыррине те çителĕклĕ памаççĕ. Малтан патшалăх планне тултармалла, вăрлăх хумалла. Юлашки тыррине ĕçлекен çынна параççĕ. Ăна та Пăва пасарне кайса сутатăн. Укçи налук тӳлеме кирлĕ. Çиме, тумтир туянма нимех те юлмасть. Юрать-ха, хыçри пахчара çĕрулми, кавăн, купăстапа хăяр, чĕкĕнтĕр ӳсет. Çавсем выçă вилме памаççĕ çав. Тумтир ытлашши кивелсен ăна тепĕр май таврăса çĕлеççĕ, çĕнĕ тĕспе сăрлаççĕ. Çапла çĕнетеççĕ. Урара çăпата е хура калуш. Пĕлӳ илес шухăш-и-ха кунта!/ Атя, хырăму тутă пулнăшăн савăнса çӳлти Турра пуççап.
Натюк аппа хаклă хăнисене сĕтел хушшине вырнаçма сĕнчĕ. Пысăк чукунпа пĕçернĕ çĕрулми, чашăкпа ăшă çăкăр, йӳçĕтнĕ купăста, тăварланă хăяр лартрĕ. Панулмипе тăварлă пулли те тупăнчĕ тараватлă килхуçин. Кăпăклă сăри те пур иккен. Мăшăрĕ командировкăран таврăннă çĕре хатĕрлесе хунă сăмакунне те шеллесе тăмарĕ уçă кăмăллă Натюк. Çăка хăминчен якатса тунă сĕтел варрине пĕр литр кĕрекен тулли кĕленче тухса ларчĕ. Пĕчĕк черккисем те тупăнчĕç. Вĕсене хăнасем умне лартса тухса Петĕре хуçаланма хушрĕ.
-Хăнасене пăхма вĕрен. Кĕçех ху та кил пуçĕ пулăн, - терĕ вăл сăпайлăн кулкаласа. Вара Валя çумне кĕрсе вырнаçрĕ.
- Çамрăксем хушшинче кăштах канам-ха, - терĕ.
Ăна-кăна калаçса пайтахчен ларчĕç хăнасем сĕтел хушшинче. Эрех ĕçсе хĕрнĕ кил хуçи Ванюша савăнтарма ыйтрĕ. Ăшă çуртра илемлĕ кĕвĕ янăрать, чуна çӳлелле çĕклет. Юрлама та пуçланăччĕ Натюк аппа, пулăшакансем пулманнипе лăпланчĕ. Хăяймарĕç çамрăксем кинемей умĕнче юрă шăрантарма. Часах Натюк аппа хăй те пăрăва сĕт ĕçтерме вăхăт çитнĕ тесе витрине йăтса ĕне сума витене кайрĕ. Ĕнтĕ çурçĕр те иртрĕ пулас. Валя килне кайма васкарĕ, ыран ĕçе ирех тухмалла унăн. Хĕре ăсатма Ванюш шинелĕпе çĕлĕкне тăхăнчĕ. Хĕр хыççăн тухрĕ. Сахал-им хĕрпе каччăн иккĕн кăна калаçмалли сăмах!
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Шартлама сивĕсем иртсе кайрĕç. Хĕвеллĕ кунсенче улăмпа витнĕ пӳрт тăррисенчен шыв тумламĕ-сем ӳккелеççĕ. Çуркунне çитнине систереççĕ пулас. Халĕ Ванюш та колхоз ферминче вăй хурать. Лашапа ĕне фермисене апат турттарать. Кун сиктерсе тенĕ пек Пăрăнтăка чупать. Хăш-пĕр кунсенче кӳлнĕ лашипе те çитсе килет. Ĕнтĕ икĕ ял хушшинче аванах çуна çул уçăлчĕ. Пĕр каçхине Ванюшпа Валя хĕр вăрласси пирки калаçса татăлчĕç. Тепĕр кун Валя хăй килĕшсе çуна çине каччăпа юнашар ларса Ванюшсем патне килчĕ.
Тепĕр кун Кивĕ Мертлĕ ялĕнче Мĕтри Ванюшĕ авланать тенĕ сăмах сарăлчĕ. Тĕрĕсех пуплет иккен сарафанлă радио. Ял хушшинче çĕнĕ хыпар час сарăлать çав. Хĕрарăмсен кунĕ тĕлĕнче Вăтам касра хуткупăс сасси, туй юрри юрлани илтĕнсе кайрĕ.
-Ванюш авланать. Пулас арăмне Кивĕ Пăрăнтăкран вăрласа килнĕ, - терĕç пурне те пĕлекен вăрăм çӳçлисем. – Санюк Валине илсе кĕнĕ тет.
- Ак тамаша, тĕрмене хупасран та хăраман-ши пуçне çухатнă каччă/ - тĕлĕннĕ туй курма пуçтарăннă кӳршĕ-аршă. Авă икĕ çул каялла Шемек каччи, тулăхсăр Ваççа, тахçанах тĕрмере çĕрмелли киревсĕр çын, Пӳркел ялĕнчен хĕр вăрласа килнĕ те хĕве хупса ирĕксĕрленĕ. Арăм пулсан ниçта та каяймĕ тенĕ ĕнтĕ. Ирпе намăса тӳсеймесĕр хĕрĕ хыçри вăрмана кайса çакăнса вилнĕ. Ваççине вара вунă çула тĕрмене хупнă, - тарăхса калаçать саккуна хисеплекен кӳршĕ-аршă. – Ванюша та çапла ан туччăр.
- Путсĕр Ваççана вунă çула мар, çирĕм çула хупсан та сахал пулать. Тата çиелтен ватă ăйăр шăпине ăна памалла. Ĕмĕрĕ татăличченех хĕрарăм çинчен ан шутлатăр, - çиллине манаймаççĕ ял çыннисем.
Хĕр вăрласа арăм тăвасси чăвашран тухнă йăла мар. Тĕнчери мĕнпур халăхăн пур çак киревсĕр япала. Анчах вăрлани те тĕрлĕрен пулать. Пĕрисем, чухăн пурăнакансем, пысăк тăкак тăвас мар тесе малтанах калаçса татăлаççĕ. Ял хушшинче вара хĕре вăрласа кайнă сăмах сараççĕ. Кун пек чухне ашшĕ-амăшĕн ял хушшинче парăм çук: сисмен, пĕлмен хĕр çапла вăхăтсăр качча каясса. Пĕлнĕ пулсан чаплă туй тунă пулăттăмăр теççĕ. Вальăпа Ванюшăн та çапларах пулчĕ.
Хĕрпе каччи те, пулас хăтăшĕсемпе тăхлачисем те малтанах калаçса татăлнă ку ĕç пирки. Ятне туса тăванĕсем Вальăна килне тавăрас тесе Ванюшсем патне те пычĕç. Анчах хĕр тăванĕ-сене итлемерĕ.
-Ванюш манăн Çӳлти Турă çырса панă мăшăр, - терĕ. – Туйне пуçлăр! – хушрĕ хăйне илме пынă Пăрăнтăкри тăванĕсене.
Марфа аппа пулас кинне пилĕкĕнчен ыталарĕ те тĕпеле, чаршав хыçне илсе кайрĕ. Хĕр пуçне тĕрленĕ тутăрпа витрĕ. Часах унтан Валя юрлани илтĕнчĕ. Тĕрĕс те, юрри хурлăхлă пулчĕ. Чăвашсен йăли, мĕн тăвăн! Хĕр йĕрри ĕмĕрлĕхех хĕр пурнăçĕпе сывпуллашнине пĕлтерет.
Тăхăрьял енче çапла пуçлаççĕ килĕшсе тунă туя. Саккунлă туй пулчĕ паян.
Ирпе çӳçне пуçĕ йĕри-тавра пуçтарса çыхнă çĕнĕ кин тăванĕсем умне тухса тăчĕ. Арăм пулнине пĕлтерчĕ çак япала. Вара чăвашсен ĕлĕкхи йăлипе Валя салма яшки пĕçерчĕ, хăнасене апатлантарчĕ, эрехпе те хăналарĕ. Çак япаласем кине çĕнĕ килте йышăннине, вăл çĕнĕ хуçа пулнине пĕлтерчĕç.
Пысăк тăкак тумарĕç çамрăксем. Ылтăн çĕрĕсем те илмерĕç. Пĕркенчĕк вырăнне Марфа аппан тĕрленĕ тутăрĕ пулчĕ. Çапах та телейлĕ иртрĕ мăшăрăн пурнăçĕ. Телей вăл туй чапĕ-нчен килмест çав!
Пĕр-пĕрне юратсан хӳшĕре те телейлĕ пулăн тесе ахальтен каламан. Вăхăт çитсен пурте пулчĕ вĕсен: кермен пек çурт лартрĕç, çӳреме çăмăл машина туянчĕç. Виçĕ ача çуратса çул çине тăратрĕç. Ĕнтĕ мăнукĕсем кăна мар, кĕçĕн мăнукĕсем те пур.
Пурнăçра, паллах, йывăрри те, çăмăлли те сахал пулман. Пурне те пĕрле тӳссе, савăнса ирттернĕ. Çавăнпа йывăрлăхĕ те ытлашши хĕн туйăнман.
 
Майна районĕ.
 
: 101, Хаçат: 22 (1423), Категори: Пурнăçри чăнлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: